«Ĕç çыннине тивĕçнĕ укçана памаллах»

20 Апр, 2020

Раççей Федерацийĕн Конституцийĕнчи тÿрлетÿсенче ĕç çыннин ĕçне хисеплени тата унăн ирĕкне хÿтĕлени çинчен калани — чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Çапла майпа ĕç çыннин шалăвĕн патшалăх палăртнă пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен сахалрах пулмалла мар. Пурăнмалли чи пĕчĕк виçе ÿссен шалу та пысăкланмалла.

Алексей ЕРШОВ, Комсомольски районĕнчи «Урожай» колхоз председателĕ:

Малтанхи Конституцире ĕç çыннине хакласа çитереймен. Çак тÿрлетĕве çирĕплетсен ĕç çыннин хăйĕн интересĕсене хÿтĕлеме ирĕк ытларах пулĕ. Тÿрлетÿсемпе килĕшетĕп. Эпĕ — ĕçпе пиçĕхнĕ çын, çавăнпа ĕçе хакламалла тата тар тăкакана хÿтĕлемелле тесе шухăшлатăп. Шел те, хальхи профсоюз пĕрлĕхĕсем ĕç çыннисен интересĕсене туллин хÿтĕлеймеççĕ. Профсоюзсемпе предприятисен ертÿлĕхĕн /уйрăмах патшалăхăн маррисен\ вăйĕ тан мар. Тĕрĕссипе, паян çĕршывра ĕçлекенсен пысăк пайĕ чухăнлăх картинче пурăнать. Ĕç çыннине хисеплемелли нормăна çирĕплетни шалăва ÿстерме пулăшĕ. Çакă чухăнлăхпа кĕрешмелли программăна пурнăçа кĕртме те май парĕ. Лайăхран мар, пурнăçа саплаштарас тесе чылайăшĕн паян пенсие тухсан та ĕçлеме тивет. Çавăнпа, манăн шухăшпа, тивĕçнĕ укçана пенсионерсене йăлтах памалла. Ĕмĕрĕпе вырăнти хуçалăхра вăй хунă çынсем те вара хавхалансах ĕçлĕç.

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.