Данила Ленский мода кăларăмне хутшăннă

11 Июн, 2020

«Эпĕ модăна пăхăнмастăп, хама килĕшекен тум суйлатăп», — çапла çырнăччĕ Данила Ленский Инстаграма «Модный приговор» телекăларăмăн ертÿçипе Александр Васильевпа пĕрле ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕке вырнаçтарсан. Кăларăма çак эрнерех курма май пуррине те палăртнăччĕ.
Сăмах май, Данила шоу-бизнес тĕнчин вăрттăнлăхĕсене пĕлес тесе Раççей телеканалĕсен ăсталăх урокĕсене сахал мар хутшăннă. Унта пухнă ăспа кайран чăваш телекуравĕнче усă курать. Илемпе çыхăннă кăларăм сахал мар йĕркеленĕ вăл. Халĕ те пĕр реалити-шоупа ĕçлет-ха.

www.hypar.ru

Лада МАРКИЗОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.