Тухтăра Шупашкарта вĕреннĕ

20 Июл, 2020

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен тухтăра кăçал вĕренсе тухнисенчен 59 проценчĕ çеç – хамăр тăрăхри çамрăксем. Шупашкарати аслă шкулăн медицина факультетне çĕршывăн 38 регионĕнчи çамрăксем суйланă.

«Стоматологи» енĕпе 355 çын алла диплом илнĕ, «Сиплев ĕçĕпе» – 279 çамрăк, «Педиатрипе» – 48-ăн. Медицина факультетĕнчен кăçал вĕренсе тухнисенчен 59-шĕ хĕрлĕ диплома тивĕçнĕ. Чăваш Ен Сывлăх сыхлав министерствин направленийĕпе вĕреннĕ 82 çамрăк хăйсем хăш больницăра ĕçлессине халех пĕлеççĕ.

Стоматолога вĕренекенсене кăçал акăлчан чĕлхипе вĕрентнĕ. Çакна факультетра кăçал пуçласа йĕркеленĕ. Апла тунине ют çĕршыв студенчĕсемшĕн меллĕ пултăр тенипе сăлтавлаççĕ.

www.hypar.ru medicin.cap.ru сăнÿкерчĕк.

Рубрика: 

Комментировать