Аслă шкула – онлайн мелпе

28 Июн, 2021

Аслă шкулсен 2021 çулхи йышăну кампанийĕ çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче ĕçлеме пуçларĕ.

Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче «Аслă шкула онлайн мелпе вĕренме кĕресси» суперсервис хута кайнă. Вăл пулăшнипе 500 ытла вуза заявлени пама май пур. Çак меслетпе усă курас тесен чи малтанах патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче регистрациленмелле, кирлĕ документсене палăртса заявлени çырмалла. Абитуриентăн çитĕнĕвĕсене кăтартакан свидетельствăсен сăн ӳкерчĕкĕсем те кирлĕ пулĕç.

2021 çулта аслă шкула вĕренме кĕрес текенсен аттестат оригиналĕ кирлĕ мар, ăна вуза йышăннă хыççăн та илсе килме юрать.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать