Нÿхрепе хĕле хатĕрлетпĕр

29 Авг, 2014

Нÿхрепе мĕнле хатĕрлемелле-ши хĕле. Шăши-йĕке хÿререн мĕнле хÿтĕленмелле.

Людмила ПЕШКОВА.

Вăрнар районĕ,

Кульцав ялĕ.

Нÿхрепе хĕле хатĕрлес ĕçе тĕплĕн хатĕрленмелле. Çĕнĕ тухăçа упрама хурас умĕн нÿхрепе тасатмалла, уçăлтармалла, типĕтмелле, дезинфекцилемелле. Çак ĕçсене тĕрĕс йĕркелени пĕлтерĕшлĕ.

Чи малтанах ĕçе нÿхрепри çÿлĕксенчен, тĕревсенчен пуçлăр. Çÿлĕксем илĕнмелле пулсан аван. Хăмасене ирĕке илсе тухăр, ăшă шывпа супăньпе-содăпа çăвăр, унтан хĕвел çинче лайăх типĕтĕр. Йывăç япаласене дезинфекцилемелли анлă мел - акшар ирĕлчĕкĕпе хутăштарнă пăхăр купоросĕпе шуратни /100 г пăхăр купоросне пĕр витре акшар ирĕлчĕкĕнче хутăштармалла/. Çак хутăш кăмпăска чирĕсенчен лайăх хÿтĕлет. Ирĕлчĕке çĕнĕлле усă курни витĕмлĕхе ÿстерет, мĕншĕн тесен вăл микробсене лайăх пĕтерет. Çавăн пекех пăхăр тата тимĕр купоросĕсене хутăштарнă шĕвекпе /10 процентлă хутăш/ çуни те стенасемпе маччашăн лайăх хÿтлĕх.

Нÿхрепре çĕр урай пулсан унта извеç çăнăхне 0,5-1 см сапăр. Хлорăн 3-4 процентлă шĕвекĕпе нÿхрепе вăрлăха упрама хунă чухне çеç дезинфекцилеççĕ. Ытти чухне çÿлерех асăннă ĕçсем çителĕклĕ.

Нÿхреп типĕ тăтăр тесен унта шыв, çумăр лекесрен хÿтĕлемелли япаласем ăсталамалла, сивĕ çапасран лайăх хупламалла, уçă сывлăш пырса тăрассине йĕркелемелле. Сывлăш лайăх çаврăнса тăтăр тесен 6-8 тăваткал метр лаптăка икĕ сывлăш çулĕн мăрйи çителĕклĕ. Мăрье /пăрăх/ анĕ 12х12 см2 пулмалла.

Пĕр мăрьепе те тума пулать. Анĕ 15 см2 кая мар пулмалла, ăна икке пайламалла, пĕри - сывлăш туртаканни, тепри - сывлăш кăлараканни.

Нÿхрепри ăшă виçине тĕрĕслесе тăмашкăн термометр пулсан аван. Спиртран тунă термометр туянăр. Ртуть термометрĕ ăнсăртран çĕмĕрĕлсен наркăмăшлă нÿхрепе тасатма çăмăл мар.

Кăшлакан чĕр чунсенчен хÿтĕленесси. Шăши-йĕке хÿре упрама хунă çимĕçсене сиенленисĕр пуçне тĕрлĕ чир-чĕре сарма май парать. Телее, çак чĕр чунсенчен хÿтĕленмелли тĕрлĕ мелпе усă кураççĕ. Нÿхреп урайне, тĕревĕсене йывăç кĕлĕ сапни аван пулăшать. Кĕл тăрăх чупни шăши урисене касăхтарать, ăна ялан çулама тивет чĕр чунăн, çуласан - чĕлхи те канăçсăрланать. Çавна май çакскерсем кĕллĕ вырăна кăмăлламаççĕ.

Тулă çăнăхĕпе гипс /1,1 виçепе/ хутăштарнă савăт лартмалла, юнашарах шыв. Хутăша çинĕ чĕр чун шыв ĕçме пикенет. Гипс хутăшĕ ун хырăмлăхĕнче хытса ларать те сăтăрçă вилет. Çак хутăшăн нимĕнле шăршă та çук, апат тути çеç. Çавăнпа ăна шăши-йĕке хÿре сисчĕвленмесĕрех çиет.

Хальхи вăхăтра кăшлакан чĕр-чунсене ультрасасăпа хăратмалли прибор пур. Электромагнит хумĕ çынсемшĕн тата килти ытти выльăхшăн сиенлĕ мар. Ку, паллах, паянхи кун çитĕнĕвĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.