Шупашкарти шкул ачин проекчĕ чирлĕ çынсене пулăшĕ

18 Дек, 2020

Пациентăн сывлăхне ятарлă гаджетсем пулăшнипе тĕрĕслесе тăма пулать-и? «Пулать», — çирĕппĕн хуравлать Шупашкар хулинчи лицейре вĕренекен Наталья Ершова. Вăл чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе аптăракан пациентăн сывлăхне сăнаса-тĕрĕслесе тăракан программа хатĕрленĕ.

Кашнин ĕçĕ кăсăклă

Наталья пĕлтернĕ тăрăх, çак тĕллевпе тĕрлĕ гаджетпа усă курма май пур. Кун пирки вăл хăйĕн проектĕнче лайăх ăнлантарнă. Тĕслĕхрен, хăлха çаккине ятарлă программа вырнаçтарсан вăл юн пусăмне виçме пултарать. Телефон йĕннине /чехолне/ чĕре таппине тĕрĕслесе тăма е кардиограмма тумашкăн «хушу» пама пулать. Карттус сăмси вара юн кĕвелсе ан лартăр тесе пуç миминчи юн тымарĕсене тĕрĕслесе тăраять. «Юн пусăмĕ пысăккине палăртсан гаджет çирĕплетнĕ алгоритма пурнăçлать, вăл васкавлă пулăшăва хăй те чĕнме пултарать», — ăнлантарчĕ шкул ачи инфаркт, инсульт пулнисене май килнĕ таран хăвăртрах пулăшмаллине пĕлтернĕ май.

Наталья çак проектпа Пĕтĕм Раççейри «Пысăк тăхтав» конкурсăн инçет мелĕпе иртнĕ тапхăрĕнче паллаштарнă, финала тухнă. Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене пула вилессине чакарассипе çыхăннă кейс пирки вăл ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви йĕркеленĕ мероприятире — ISERV компанире иртнĕ тĕлпулура — каласа кăтартрĕ. «Чăваш Республикин IT-кластерĕ» ассоциацин правлени председателĕ Владимир Лидерман пултаруллă çамрăксемпе, «Пысăк тăхтав» конкурсăн финалне тухнисемпе тата унта çĕнтерсе фе-дераци грантне тивĕçнисемпе, тĕл пулса калаçрĕ. Шупашкарти лицейсемпе шкулсенче вĕренекенскерсем проекчĕсемпе паллаштарнипе пĕрлех хăйсен IT-хатĕрлев ĕçĕсене, çавăн пекех республикăн цифра аталанăвне хутшăнма кăмăл пуррине палăртрĕç. Владимир Лидерман ку енĕпе вĕсене усăллă сĕнӳсем пачĕ.

ЧР цифра аталанăвĕн министрĕн заместителĕ Юлия Стройкова тĕлпулăва уçнă май Владимир Лидерман ISERV компани волонтерсем валли хатĕрленĕ сарăмпа /приложенипе/ Раççей Президентне Владимир Путина паллаштарнине пĕлтерчĕ. Çакăн пирки Пĕрремĕш канал «Время» программăра сюжет та кăтартнă. Палăртса хăвармалла: кун пек çитĕнӳпе çĕршыври кашни компани-ех мăнаçланаймасть.

Тĕлпулăва килнĕ кашни çамрăка сăмах пачĕç. Вĕсен проекчĕсем чăнласах та кăсăклă. Владимир Лидерман Наталья Ершова хатĕрленĕ программăна пурнăçа кĕртмешкĕн телемедицина майĕсем пулăшма пултарассине палăртрĕ.

Игорь Александровăн стартапĕ — «Спок» мобильлĕ сарăм. Унăн тĕллевĕ — çынна кĕске хушăрах хумханнине-пăшăрханнине ирттерсе яма пулăшасси. Сăмах май, пултаруллă каччă — «Пысăк тăхтав» конкурс çĕнтерӳçи. Хулари 56-мĕш шкулта вĕренекенскер «Кванториум» ача-пăча технопаркĕнче пĕлĕвне тарăнлатать. Вăл IT- сферăра хăйĕн ĕçне уçма, çынсене кулленхи пурнăçра пулăшакан усăллă сервиссем хатĕрлеме ĕмĕтленет.

Глеб Глебов хальхи энергетикăпа çыхăннă проект хатĕрленĕ. Ку енĕпе вăл çулталăк çурă ĕçлет. Çак хушăра асăннă проект Пĕтĕм Раççейри конкурссенче те пысăк хаклава тивĕçнĕ. «Хальхи вăхăтра пирĕн çĕршыври энергетикăна, пĕтĕм тĕнчери пекех, лайăхлатмалла. Технологисем шав малалла аталанаççĕ, энергетика вара пĕр шайрах тăрать теме пулать», — терĕ Глеб. «Smart Grid си-стема моделĕ» проекта Владимир Лидерман «пуянлатнă чăнлăх» тата «цифра двойникĕ» технологисен пулăшăвĕпе лайăхлатма-çĕнетме сĕнчĕ.

Профориентаци ыйтăвĕ

Тĕлпулура профориентаци ыйтăвĕсене те хускатрĕç. Кристина Николаева «Пысăк тăхтав» конкурсра хуласене çӳп-çапран тасатассипе çыхăннă проектпа паллаштарнă. Экологи темипе кăсăкланнипе пĕрлех вăл IT-Куб вĕренӳ центрĕнче программăлас ĕçе хăнăхать. Хĕр 11 класс пĕтерекенсене çĕршыври ертсе пыракан аслă шкулсене вĕренме кĕме пулăшакан сарăм хатĕрлесшĕн. Владимир Лидерман Чăваш Енре IT-лицей — республикăри компанисенче ятарлă классем — уçас шухăшĕ пурри-не пĕлтерчĕ. Унта шкул çулĕсенчен пуçласах пулас IT-специалистсене хатĕрлесшĕн. «Эпĕ программăлас енĕпе 13 çултах ĕçсем çырма пуçланă. Ачасенчен нумайăшĕ шăпах çак ӳсĕмре пулас профессине суйлать. Çакна шута илсех эпир, IT-кластер, регионăн Правительствипе пĕрле профориентаци темине анлăлатас тесе шухăшлатпăр», — терĕ ассоциацин правлени председателĕ.

Александра Григорьева хăй 11- мĕш класра вĕреннĕ май аслă шкулсен сайчĕсенче навигаци йывăр-лăхĕсемпе тĕл пулнă. «Çав сайтсенче вырнаçтарнă таблицăсенче абитуриентсене хăйсене кирлĕ информацие тӳрех тупма çăмăлах мар», — çитменлĕхе асăрханине палăртрĕ вăл. Çакна шута илсех Александра пулас студентсене хăйсене кирлĕ вĕренӳ заведенине суйласа илмешкĕн пулăшакан пĕрлехи платформăна хатĕрлес енĕпе ĕçлет. Владимир Лидерман унăн шухăшĕпе килĕшрĕ, кунаш-кал йывăрлăх чăнласах та пуррине йышăнчĕ. «Хальхи вăхăтра тĕнчипех компетенцисене стандартизацилес ĕç пырать. IT-специалистсене вĕрентес енĕпе те хăйĕн стандарчĕ пур. Эпир çапла пĕтĕмлетрĕмĕр: пирĕн аслă шкулсем хăйсен продуктне сутма пĕлмеççĕ. Çав хушăрах вĕсен пысăк майсем пур: регионти вĕренӳ учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсĕ пуян, оборудованисем пур, пĕлӳ пахалăхĕ çулсеренех ӳсет. Пĕрлехи вĕренӳ платформине туса хума май килсен пултаруллă çамрăксене Чăваш Енрех ĕçе вырнаçтарма май килĕ. Вĕрентĕвĕн курăмлă интернет-лавккине йĕрке-лессипе çыхăннă проектăн малашлăхĕ пур», — пĕлтерчĕ Владимир Лидерман.

Юлия Стройкова çакăн пек тĕлпулусене шкулсенче, вĕренӳ ытти организацийĕнче йĕркелесен аван пулассине палăртрĕ. Ку сĕнĕве пухăннисем ырласа йышăнчĕç. Черетлĕ тĕлпулăва Çĕнĕ çул хыççăн пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕнче ирттерме калаçса татăлчĕç. Мероприятие килнĕ çамрăксене компани ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç, пысăках мар экскурси йĕркелерĕç.


ШУХĂШ

Владимир ЛИДЕРМАН, «Чăваш Республикин IT- кластерĕ» ассоциацин правлени председателĕ:

— Паян паллаштарнă проектсене мĕн тери тарăннăн шухăшласа хатĕрленинчен тĕлĕнтĕм. Вĕсенче питĕ çивĕч ыйтусене, тепĕр чухне эпир, аслисем, асăрхаманнисене те, хускатнă. Эпир çамрăксене çак ĕçсене тата анлăлатмашкăн пулăшма хатĕр.


ТĔПЛĔНРЕХ

Волонтерсем валли хатĕрленĕ сарăм мĕнле ĕçлет-ха? Ăна пандеми вăхăтĕнче коронавируспа чирлисем патне эмел илсе çитерекен ыркăмăллăхçăсене пулăшмашкăн хатĕрленĕ. Тухтăр пациентсем валли препаратсем çырса панă чухне QR-код пичетлет. Унта пациентăн телефонне тата эме-ле хăш адреспа илсе çитермеллине палăртнă. Волонтер QR-кода сканерлать те унăн карас теле-фонĕнче асăннă информаци курăнать. «Ыркăмăллăхçă эмел хунă хутаçа сăн ӳкерет. Çак кăтартусем геопаллăпа, эмеле кирлĕ çĕре илсе çитерни пирки калакан информаципе пĕрле автомат мелĕпе сервера лекеççĕ. Эмелсене валеçессишĕн яваплисем карттă çинче волонтер халĕ хăш вырăнта пулнине, кашни хушăва кам мĕнле пурнăçланине курма пултараççĕ. Çакă волонтерсен ĕçне тĕрĕслесе тăма май парать», — ăнлантарчĕ Владимир Лидерман. Вăл каланă тăрăх, Пĕрремĕш каналпа сюжет кăтартнă хыççăн сарăмпа кăсăкланса ытти регионтан та шăнкăравланă. Çак сарăмпа çĕршыв ертӳçине паллаштарсан Владимир Путин Президент проект авторĕсене питĕ кирлĕ те вăхăтлă IT-йышăнушăн тав тунă, вăл волонтерсене чăнласах та пысăк пулăшу кӳнине палăртнă.

www.hypar.ru
 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.