Пушкин картин «хакĕ» пысăкланĕ

27 Дек, 2021

Модель библиотекисем уçнă май вĕсен фончĕсем çĕнĕ 256 пин кĕнекепе пуянланнă. Кун пирки культура министрĕ Светлана Каликова Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура культура учрежденийĕсене юсани, хута яни çинчен каланă май асăнчĕ.

Тĕслĕхрен, Пушкин карттипе усă курасси вăй илсех пырать — 80 пин билет сутма ĕлкĕрнĕ. Ку енĕпе çĕнĕлĕх те пур. Çитес çул Пушкин карттин «хакĕ» пысăкланĕ — 5 пин тенкĕ пулĕ. Çав шутран 3 пин тенкине ачасемпе çамрăксем театр-музее çӳресе тăкаклама пултарĕç, тата 2 пинĕпе вара кинона кайма май пулĕ. Анчах — хамăр çĕршывра ӳкернĕ фильмсене кăна. «Çав шутра — чăваш фильмĕсене те…» — шӳтпе вĕçлерĕ канашлăва Олег Николаев.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментировать