Кашни отрасльтех çитĕнÿ пур

16 Сен, 2014

Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Кун йĕркине пăхса тухиччен Шупашкар хулинчи Петров урамĕнчи 9-мĕш çуртри инкеклĕ лару-тăрăва сÿтсе явнă.

ЧР строительство министрĕ, Правительствăн чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енпе ĕçлекен комиссийĕн председателĕ Олег Марков Шупашкарти Петров урамĕнчи пурăнмалли 9-мĕш çуртри строительство конструкцийĕсем техника тĕлĕшĕнчен мĕнле пулнине хаклакан, кăлтăксен сăлтавне палăртакан, çак çурт пĕтĕмĕшле еплерех иккенне, унпа малашне усă курма май пуррине хаклакан комплекслă экспертиза пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен пĕлтернĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх - лаптăк раствор çирĕплĕхĕ енĕпе питех те пĕчĕк маркăллă пулнипе арканнă.

Экспертсен шухăшĕпе - Петров урамĕнчи пурăнмалли 9-мĕш çуртăн пĕрремĕш подъезчĕ ишĕлме пултарать, ăна юсама май çук. Пĕрремĕш подъезда ишнĕ хыççăн иккĕмĕш подъезд пирки тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тума пулать. Виççĕмĕш подъздра хальхи вăхăтра хăрушлăх çук, лару-тăру йĕркеллĕ.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков пĕлтернĕ тăрăх - ишĕлме пултаракан çуртри граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес ыйтусене веçех татса панă. Хула администрацийĕн, полиципе Чрезвычайлă лару-тăру министерствин сотрудникĕсем çынсен япалисене илсе тухассине йĕркеленĕ, вĕсене турттарса кайма транспорт уйăрнă. «Эпир çак çуртра пурăнакансен йышне палăртрăмăр. 165 хваттертен вырăна 75 хваттер харпăрлăхçисем е хваттер тара илсе пурăнакансем пычĕç, 90 хваттерте пурăнакансем тата харпăрлăхçăсем хальлĕхе килмен-ха. Çак çуртра пулнисен 80-90% - хваттер тара илсе пурăнакансем», - тенĕ Алексей Ладыков.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ ишĕлме пултаракан çурта туллин инвентаризацилеме, юридици докуменчĕсем йĕркелемесĕр, «сăрă» схемăсемпе хваттерсене камсем тара парса пурăннине пĕлме хушнă.

«Хваттерсен 95% приватизациленĕ, пурăнмалли çурт-йĕршĕн харпăрлăхçăсем яваплă. Вĕсене массăллă информаци хатĕрĕсем урлă хăйсен çуртĕнчи чрезвычайлă лару-тăру çинчен пĕлтернĕ, анчах та çак çынсем хăнк та тумаççĕ», - палăртнă Михаил Игнатьев. Çавăн пекех вăл çуртра миçе хваттере страхланине пĕлме хушнă /тĕплĕнрех - 2-мĕш стр./.

Республикăн 2014 çулхи кăрлач-çурла уйăхĕсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин пĕлтернĕ.

Промышленноç производствин индексĕ 2014 çулхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче 105,4% пулнă, çав шутра ĕçлесе хатĕрлекен производствăсем енĕпе - 106,8%. Чăваш Республикинче 15 пин вак тата вăтам предприяти ĕçлет, вĕсен çаврăнăшĕ кăçалхи 8 уйăхра 138 млрд тенке çитнĕ, иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 14% ÿснĕ.

Чăваш Республикинче социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсен федерацин Атăлçи округĕнчи чи пĕчĕк ÿсĕмне палăртнă. Кăрлач-çурла уйăхĕсенче вак суту-илĕвĕн пĕтĕмĕшле çаврăнăшĕ 84,4 млрд тенкĕ е 2013 çулхи çак тапхăртин 101,2% чухлĕ пулнă. 2014 çулхи 8 уйăхри вăтам ĕç укçи 20452 тенкĕпе танлашнă, 9,3% ÿснĕ.

А.КУЗНЕЦОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.