Турă пани çумне пĕлÿ хушсан

18 Сен, 2014

12 çулти чăваш хĕр ачи парижа çитсе курнă, "чăн-чăн" Хĕл Мучирен парне илнĕ, Джеки Чана ÿкерчĕкĕпе тĕлĕнтернĕ

Сăмахăм - Вăрмар поселокĕнче пурăнакан, кунти вăтам шкулта пиллĕкмĕш класра пĕлÿ пухакан Аннета Прохорова çинчен. Пĕрре пăхсан ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăманскерте вăтанчăклăх çирĕп вырнаçнине кăна ăнланса илетĕн. Чунĕнче мĕн тери пуян тĕнче тымар янине вара унпа самай хушă куçа-куçăн уççăн калаçсан кăна пĕлеетĕн.

Аня хăй сисмесĕрех пĕчĕк çăлтăрсен шутне кĕрсе пынине тĕлĕнсе йышăнать: "Эпĕ чапа тухма нимĕн те туман. Кăмăл пур чухне алла кăранташ тытатăп та, шурă хут илетĕп те ÿкеретĕп çеç". Акă нумаях пулмасть Интернетра паллă актер Джеки Чан сĕннĕ конкурс пирки пĕлтерÿ асăрханă та халăхсен туслăхĕн, толерантлăх паллине - Упа çурине - хăй ăсласа ÿкернĕ. Янкăр тÿпе, асамат кĕперĕ, чечекленекен улăх, тăрă кÿлĕ, шыври чĕрĕ чунсем... - "Çут çанталăкри упа çури" ят панă вăл хăй хайланă ÿкерчĕке. Тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчи ачасем хутшăннă конкурсра çитĕнÿ тăвасса ĕмĕтленмен те. Вăхăт нумай та иртмен - Джеки Чана уйрăмах килĕшнĕ, тĕрлĕ номинацире çĕнтернĕ ÿкерчĕксем çинчен Интернетра пĕлтернĕ. 11 çула çитмен ачасен хушшинче мала тухнисен йышĕнче - Чăваш Ен хĕр ачи Аннета Прохорова та.

Тĕрĕссипе, Вăрмар поселокĕнчи пултаруллă хĕр ачан портфолио папкинче сумлă пĕрремĕш çитĕнÿ мар ку. Тĕслĕхрен, хăйĕн тыткăнлакан ÿкерчĕкне пулах иртнĕ çулла Аня амăшĕпе пĕрле Парижа, Дисней-Ленда çитсе курнă.

- Çуллахи канăва кам мĕнле ирттерни çинчен "Дисней" компани ÿкерчĕксен конкурсĕ йĕркеленĕччĕ. Аня шыв айĕнче ишекен хĕр ачана ÿкерчĕ, пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Парне тĕлĕнмелле вăйлă пулчĕ: асăннă компани шучĕпе Парижа çитсе унăн тĕлĕнмелле вырăнĕсенче пултăмăр. Хĕрĕмĕн тивлечĕпе мар тăк кашниех пулма ĕмĕтленекен çĕр-шыва çитсе кураймастăм, - тĕпренчĕкĕн турă панă пултарулăхĕшĕн хĕпĕртет амăшĕ Дина Анатольевна.

Чăн та, мĕн пĕчĕкрен ÿкерме юратакан хĕрĕшĕн вăл - маяк вырăнĕнчех. Акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ хăйĕн пултарулăхне аталантарассишĕн те тăрăшать. Паха çак ен майĕпен Аньăна куçса пырать. Тĕнчере ача-пăча йышĕнче иртекен ăмăрту-конкурс пирки Интернетри тĕрлĕ çăл куçран вуласа пĕлекенни те паллах - Дина Анатольевна.

- Новокузнецкри "Писательсен союзĕ" издательство ачасене тĕрлĕ çыравçă хайлавĕсене иллюстрацилеме явăçтарать. Пĕчĕккисен хăйсен юмахĕсене те суйласа илсе пичетлет. Çапла "Новые сказки" юмах пуххин 4 томĕ кун çути курчĕ. Хăш-пĕр кĕнекене Аньăн ÿкерчĕкĕсем те кĕчĕç, пĕринче вара вăл хайланă "Буратинăна çăлни çинчен" юмах вырăн тупрĕ, - хĕр пĕрчин чун киленĕçĕ ÿкерессипе кăна чикĕленменнине палăртаççĕ амăшĕн сăмахĕсем.

Ÿкерессипе çырасси юнашарах пыракан пултарулăх енĕсем пулнине Аньăн юратнă вĕрентекенĕ - вырăс чĕлхипе тата литературипе пĕлÿ паракан Валентина Табакова та - çирĕплетет:

- Пĕррехинче пиллĕкмĕшсемпе литература урокне хурăн ращинче ирттертĕмĕр. "Кĕрхи вăрман" темăпа сочинени çырма хатĕрленнĕ май çут çанталăка сăнарăмăр. Вĕренекенсем хăйсене кирлĕ пулакан сăмах майлашăвĕсене тетрадь çине çырса пычĕç. Аня Прохорова унччен те пулмарĕ хут çине пулас ÿкерчĕкĕн ĕлкине ăсталама тытăнчĕ. Çапла куç умĕнче тĕлĕнмелле илем янтăлама ăста çак вĕренекен. Ун пеккисемпе пирĕн, вĕрентекенсен, питĕ тимлĕ пулмалла: çурăлас чечек вăхăтсăр ан шантăр, вăй илсех пытăр. Çакна асра тытса уроксене ку класра уйрăмрах йĕркелеме тăрăшатăп. "Ман тавра - тĕнче" - çакнашкал шухăша тĕпе хуратăп. Чăн та, Аня малтанрах класри ачасенчен те ютшăнатчĕ. Мĕн пытармалли, пултаруллисене ăмсанаççĕ вĕт, кĕвĕçеççĕ те. Халĕ, сисетĕп, уçăлса пырать. Эпĕ хам та - пултарулăх çынни. Сăвăсем хайлама, вĕсене юрра хывса гитарăпа юрлама кăмăллатăп. Шансах тăратăп: Аньăпа пĕр чĕлхе тупса пĕр-пĕр пысăк ĕç йĕркелĕпĕрех.

Кирек мĕнле пултарулăх та этеме ырăлăха вĕрентме, илем енне туртăнмашкăн хистеме тивĕç. Аня ырă кăмăллăхĕ унăн ĕçĕсенче те палăрать. Акă умăмра - хĕр ачана Аслă Устюгран Хĕл Мучи янă Тав çырăвĕ. Икĕ çул каялла "Там, где живет Дед Мороз" конкурса хутшăннă иккен Аня. Ачасен Хĕл Мучи резиденцийĕн лапамне ÿкерсе кăтартмалла пулнă. Шухăшлава аталантарма çав тери юратакан чăваш хĕр ачи акă мĕн -мĕн ÿкернĕ унта: Хĕл Мучин çуртне, Кĕл пике керменне, теттесен музейне, тĕрлĕ тĕслĕ юр пĕрчисен фонтанне, каток тата... чĕр чунсен приютне. "Суперидея" номинацире çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕскере графика планшечĕ парнелесе хавхалантараççĕ.

Пултаруллă çамрăк художник хайлавĕсенче наци хăйне евĕрлĕхĕпе те усă курать. Эппин, хăйĕн халăхĕн чăн патриочĕ пулса çитĕнесси паллă. Акă 2012 çулта Google компани киçтĕкпе кăранташăн çамрăк тусĕсене "килти" страницăн логотипĕн уяв версине ÿкерме сĕнет. Чăваш халăхĕн культурине ăша хывакан хĕр ача пурнăç йывăçне сăнлакан чăваш тĕррипе, хăмла пучахĕпе илемлетет хăй сĕннĕ тĕслĕхе. Çак ÿкерчĕк те хуçине çитĕнÿ парнелет: 300 ÿкерчĕк хушшинче финала тухнă 30-шĕн йышне лекет вăл.

Маларах эпĕ Аня пултарулăхĕ ÿкерессипе кăна чикĕленмест тесе палăртрăм. Иккĕмĕш çул Вăрмарти музыка шкулĕнче хушма пĕлÿ илет вăл. Лира Ковалевская хăнăхтарса пынипе фортепьяно калама вĕренет. Иртнĕ çул вĕçĕнче "Россия К" телеканалпа "Учительская газета" йĕркелесе ирттернĕ телекурав пĕтĕм тĕнчери музыка "За кулисами Щелкунчика" конкурсне хутшăнма май килет. Унтан та тав çырăвĕпе таврăнаççĕ Вăрмар ен пултаруллă ачисем.

- Пурнăçра кам пуласшăн эсĕ? - ыйтатăп Аньăран сыв пуллашиччен.

- Хальлĕхе нимĕнле професси çинче те чарăнса тăман-ха эпĕ. Кирек кам пулсан та çынсене усă кÿрĕп, - пулчĕ хурав.

Ирина ПУШКИНА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.