ХĂМЛА: ТИППИ, ЧĔРРИ

18 Сен, 2014

Халăх медицининче хăмлапа тĕрлĕ чиртен хÿтĕленеççĕ тата сипленеççĕ.

  • Çапăнса ыраттарсан, çыхха туртăнтарсан, ÿт пÿрленсен сиенленнĕ тĕле çăнăх пуличчен вĕтетнĕ типĕ хăмла пучахне сысна ăш çăвĕпе çурмалла хутăштарса хумалла. Малтан хутăша шыв мунчине лартса ирĕлтермелле. Кĕленче савăта тултарса çăтă хупмалла, сивĕтмĕшре упрамалла.
  • Радикулит, артрит аптратсан 3 апат кашăкĕ вĕтетнĕ чĕрĕ пучаха çур литр шурă эрехе ямалла, тĕттĕм ăшă вырăнта 10 кун лартмалла, сăрăхтармалла. Настойкăна ыратакан вырăнсене сĕрмелле.
  • Пĕвере пулăшма чĕрĕ хăмла сĕткенне ĕçмелле. Çулçине, тунине, çамрăк пучахне аш арманĕпе авăртмалла, марля витĕр сĕткенне юхтармалла. Кашни кун 1 стакан ăшă шыва 2 апат кашăкĕ сĕткен ярса ĕçмелле.
  • Пуç ыратсан хăмлан чĕрĕ çулçисене ĕнсе, çамка, лĕпке çине хурса çирĕплетмелле.
  • Ыйхă вĕçсен, хытă пăлханма тытăнсан кунне 3 хут апатчен çур сехет маларах хăмла пучахĕнчен хатĕрленĕ çур чей кашăкĕ порошока шывпа сыпса çăтмалла. Курс - 1-2 эрне.
  • Хăлха нервĕн невричĕ аптратсан пĕр виçепе хăмла пучахĕ, ылтăн тымар /корень родиолы розовой/, пион тымарĕ, пылак тымар /корень солодки/, сенкер чечек /синюха голубая/ тымарĕ, сарă кушак ури /бессмертник/ чечекĕ илмелле.

1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 6 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кашни хăлха шăтăкне кунне 3 хут 2-шер тумлам ямалла тата 100-шер миллилитр ĕçмелле.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.