Пултарулăхĕ вĕренекенĕсенче упранать

25 Сен, 2014

Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артистки Алевтина Зинкина вокал искусствине юратакан чĕрисенче тахçанах тивĕçлĕ вырăн тупнă.

Шупашкара юрăç Хусанти музыка училищипе П.И.Чайковский ячĕллĕ Мускав патшалăх консерваторине пĕтерсен килнĕ. Вăл сцена çине тухсанах хăйне евĕр пултарулăх варкăшĕ палăрнă. Вăхăт иртнĕ май артисткăн репертуарĕн пухмачĕ паллă рольсемпе пуянлансах пынă. Татьяна, Лиза, Леонора, Маргарита, Недда, Ярославна, Тоска, Иоланта, Чио-чио-сан, Сильва, Сарпи, Пинерпи, Нарспи тата ытти вун-вун роль... Алевтина Зинкина калăпланă хĕрарăм сăнарĕсем Чăваш Республикинчи, Раççейри, ют çĕр-шывсенчи куракансен асĕнче хăйне евĕрлĕхпе палăрса юлнă. Италири, Мускаври, Питĕрти, Хусанти, Самарти, Ĕпхÿри тата ытти хулари гастрольсем музыка çул çыравĕн ылтăн саманчĕсем пек историе çырăннă.

Çулсем иртеççĕ. Ăрусем ылмашăнаççĕ. Анчах Алевтина Зинкина паян та сцена çинчех. Унăн пултарулăхĕ, ăсталăхĕ вĕренекенĕсенче упранать, ăруран ăрăва куçса пырать. Çирĕм çула яхăн артистка Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче çамрăксене пĕлÿ парать. Ăста вĕрентекенĕн вĕренекенĕсем те пултаруллă. Тĕслĕхрен, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солисчĕсем Ольга Васильева тата Сергей Кузнецов. Çамрăксем - опера юрăçисен М.Д.Михайлов ячĕллĕ III конкурс çĕнтерÿçисем. Сăмах май, кĕçех Г.Хирбÿн "Нарспи" премьери сцена çине тухмалла. О.Васильевпа С.Кузнецов унта тĕп партисене юрлаççĕ.

О.ПЕТРОВ

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.