Пуçласа - пысăк штраф

25 Сен, 2014

Панкрутлăх сферинчи арбитраж управляющийĕсем административлă правăна пăснăшăн тÿлеттерекен штрафсен виçисене иртнĕ çултан 10 хут пысăклатнă. Саккуна кĕртнĕ улшăнусем вăя кĕнĕ хыççăн çулталăка яхăн иртсен тин пысăк штрафпа çыхăннă çакнашкал санкципе усă курма май килнĕ.

Росреестрăн республикăри управленийĕ хăйĕн полномочийĕсене пурнăçланă май Шупашкарти "Управляющи компани - Комфорт" ОООн конкурс управляющийĕ тĕлĕшпе административлă правăна пăсни çинчен калакан протокол çырса суда ярса панă.

ЧР Арбитраж сучĕ материалсене тишкерсе арбитраж управляющийĕ хăйĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаннине çирĕплетнĕ. Йĕркене пăснин списокĕ самай анлă: парăмлă тытăм пурлăхне инвентаризациленин кăтартăвĕсене тивĕçлĕ реестра кая юлса вырнаçтарнă, пурлăх сутни çинчен калакан пĕлтерÿре суту-илÿ килĕшĕвĕн проекчĕ çук тата ыт. те.

Суд арбитраж управляющийĕ айăплă тесе йышăннă, ăна 40 пин тенкĕлĕх штрафланă. Айăпа йывăрлатакан самантсене те шута илнĕ: маларах арбитраж управляющине йĕркене пăснин çакнашкал тĕслĕхĕсемшĕнех пилĕк хут административлă майпа явап тыттарнă. Çавна пулах-тăр управлящи пĕрремĕш инстанци сучĕн йышăнăвĕпе тавлашас темен.

Н.ДМИТРИЕВ

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.