Пушартан пурлăха çăлма васкаççĕ

24 Янв, 2023

«Пĕлтĕр Чăваш Енре 1500 яхăн пушар пулнă, вĕсен шучĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан пилĕк процент чакнă. Профилактика мероприятийĕ нумайрах ирттерни, массăллă информаци хатĕрĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе ытларах тухса калаçни лайăх витĕм кӳнĕ ахăртнех», — çапла пуçларĕ пресс-конференцие Чăваш Енри пушар надзорĕн тĕп инспекторĕ Алексей Большов.

Алексей Вадимович пĕлтернĕ тăрăх, пушар вăхăтĕнче суранланакан нумайланнă. Сăлтавĕ — çынсем пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пĕлменни. Пĕлтĕр Шупашкарпа Çĕмĕрле хулисенче, Красноармейски, Муркаш, Патăрьел районĕсенче вут-çулăм уйрăмах нумай алхаснă. Пурăнмалли çуртсем, мунчасем, складсем, суту-илӳ вырăнĕсем çуннă. Пушар электрооборудованипе, кăмака хутмалли хатĕрсемпе тĕрĕс мар усă курнăран тухать. Тĕслĕхрен, пĕри сварка тунă чухне асăрхануллă пулман, тепри чейнике сӳнтермен. Пĕлтĕр чылай автомашинăна /кунашкал 9 тĕслĕх пулнă, 2021 çулта — 4/ вут хыпса илнĕ. Сăлтавĕ — техника юсавсăр пулни. Калăпăр, нумаях пулмасть Шупашкарта 101-мĕш автобус çуннă. 2016 çулта кăларнăскере газ баллонĕ вырнаçтарнă. Унсăр пуçне чылай автомобильте огнетушитель çуккине палăртаççĕ специалистсем.

«Чи пысăк инкек — пурлăх çунса кайни мар, çын пурнăçĕ татăлни. 2022 çулта 71 çын /ĕçсĕррисем — 33-ĕн, пенсионерсем — 25, инвалидсем — 3, ĕçлекенсем — 10/ пушартан тухайман. Вĕсенчен 70 проценчĕ ӳсĕр пулнă», — терĕ тĕп инспектор. Пурлăха çăлас тесе çулăма кĕрсе вилекен тĕслĕх те сахал мар. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем нумай ачаллă йĕркесĕр çемьесене, пĕччен пурăнакан ватăсене куçран вĕçертмеççĕ, вĕсем патĕнче час-часах пулаççĕ.

Алексей Большов Çĕнĕ çул уявĕсен вăхăтĕнчи лару-тăрупа та паллаштарчĕ. Раштавăн 31-мĕшĕнчен пуçласа кăрлачăн 9-мĕшĕччен республикăра 35 пушар /2021 çулта — 50/ пулнă, виçĕ çын вилнĕ. Чи хăрушă инкек Шупашкарти Шевченко урамĕнче вырнаçнă общежитире пулнă. «Вут-çулăм иккĕмĕш хутра алхасма пуçланă, пушарнăйсене вăхăтра чĕнмен. Çынсем çăлăнас тесе чӳречесемпе алăксене уçнă, çавăнпа вут-кăвар хăвăрт сарăлнă. 26 çынна çăлнă, улттăшĕ суранланнă. Шел те, пĕр хĕр больницăра вилнĕ, вăл 7-мĕш хутран пусмапа аннă чухне тĕтĕмпе чыхăннă. Айăплине тупса палăртнă, çывăх вăхăтра ун тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарĕç», — каласа кăтартрĕ тĕп инспектор.

Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен çакна асра тытмалла: пушар тухсан лифтпа усă курма юрамасть, пусмапа анмалла е балкона тухмалла. Енчен те аялтан тĕтĕм хăпарать тĕк хваттерте çăлавçăсене кĕтсе лармалла. Алексей Вадимович каланă тăрăх, совет саманинче тунă çуртсенче тĕтĕме туякан хатĕрсем лартма пуçланă, ку тĕлĕшпе ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ятарлă хушу та кăларнă. Çак хатĕрсем çулталăксерен вăтамран 10 пин ытла çынна çăлма пулăшаççĕ. Пушарнăйсем вĕсене кашни киле вырнаçтарма сĕнеççĕ. Сас паракан хатĕрсене ВДПОра кăна мар, суту-илӳ çурчĕсенче те сутаççĕ. Çавăн пекех килте огнетушитель тытни вырăнлă, унпа усă курма вĕренни те пĕлтерĕшлĕ.

МЧС ĕçченĕсем ачасене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене ăса хывма пулăшаççĕ. Акă 2003 çултанпа Пушарпа кĕрешессине пропагандăлакан центр ĕçченĕсем Шупашкарти шкулсенче пĕлӳ илекен 4-мĕш классене /10 пин ытла ача/ хăрушсăрлăх йĕркине вĕрентеççĕ. Çавăн пекех аслă класс ачисемпе университет студенчĕсем пушар хуралне вĕренме çӳреççĕ. Пушар вăхăтĕнче ачасем хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса хăйне е ыттисене çăлнă тĕслĕх те сахал мар пулнă. Акă Шупашкарти пĕр ача çулăм алхасакан пӳлĕм алăкне хупса балкона тухса пулăшу ыйтнă.

Çăлавçăсем çавăн пекех инвалидсемпе нумай ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен, куç курманнисен обществипе пĕрле тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ, ВОСВОД вулавĕсем йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Вĕсем валли ятарлă буклетсем, кĕнекесем кăларнă.

СТАТИСТИКА

2022 çулта шыв-шурта 34 инкек пулнă, 35 çын /3-шĕ — ача/ пурнăçĕ татăлнă, 24 çынна çăлнă, 2021 çулта 39 çын шыва путса вилнĕ. Çуллахи вăхăтра республикăра 11 пляжпа шыва кĕмелли 128 ятарлă вырăн пулнă. Инкек сăлтавĕсем: ятарлă хатĕрсемпе тивĕçтермен вырăнта тата шыва ӳсĕрле кĕни, кĕркунне-хĕлле çирĕпленмен пăр çине тухни. Çăлавçăсем шыв хĕрринчи 16 вырăна тĕрĕслесе тăраççĕ.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.