Хыпар 8-9 (28036-28037) №№ 27.01.2023

27 Янв, 2023

Чăваш Республикин Патшалăх Канашне 2023 çул валли янă çыру

Ырӑ кун пултӑр, хаклӑ юлташсем, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, паянхи пухӑва килнӗ хаклӑ хӑнасем! Чӑваш Республикин хаклӑ ҫыннисем!

Чӑваш Республикин Конституцийӗпе килӗшӳллӗн эпир паян сирӗнпе кӑҫал тата ҫитес ҫулсенче тумалли ӗҫсем пирки калаҫӑпӑр, тӗллевсене сӳтсе явӑпӑр, камӑн хӑҫан тата ӑҫта мӗнле вӑй хумаллине палӑртса хӑварӑпӑр.

2022 ҫула эпир сирӗнпе хамӑрӑн паллӑ ентешӗмӗрсене халалларӑмӑр.

Ҫапла майпа эпир палӑртса хунӑ астӑвӑма сыхласа упрамалли тата патриотлӑх туйӑмӗсене аталантармалли ҫул-йӗре малалла тӑсрӑмӑр. Эпир Чӑваш ҫӗрне чапа кӑларнӑ мӑн асаттемӗрсен ячӗсене ӑшшӑн аса илтӗмӗр. Хамӑр хушӑмӑрти ҫынсемшӗн, ҫав шутра ҫак залри ентешсемшӗн те, савӑнтӑмӑр. Вӗсем культурӑпа сывлӑх сыхлавӗн, наукӑпа вӗренӳ, спорт тата пурнӑҫӑн ытти сферинче тӑрӑшакан ӗҫченсем.

Ҫӗршывӑмӑрӑн историне хальхи вӑхӑтра тӑвакан, ҫӗнӗ тӗнче тытӑмӗн никӗсӗсене хывакан ентешӗмӗрсене уйрӑммӑн палӑртса хӑвармалла. Сӑмах республикӑра ҫуралса ӳснӗ ҫынсем – унчченхи Украина территорийӗнче иртекен ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем ҫинчен пырать. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин сӑмахӗпе калатӑп: «Вӗсенчен пирӗншӗн кашниех паттӑр шутланать».

Вӗсем – пирӗн мӑнаҫлӑх. Тӑван тӑрӑха вӑй пухса тӗрекленме килсен вӗсенчен нумайӑшӗ шкулсенче патриотлӑх урокӗсем ирттерет. Ҫитӗнекен ӑрушӑн ҫакӑн пек тӗлпулусем нумайлӑха асра юлаҫҫӗ. Ҫакна хам та лайӑх пӗлетӗп. Ун ҫинчен мана хамӑн ачасем те каласа параҫҫӗ. «Паттӑрлӑх ҫапӑҫура палӑрать», – тесе каланă ваттисем.

Неонацистсемпе хӑйсене шеллемесӗр ҫапӑҫнӑшӑн пирӗн нумай ентешӗмӗр тӗрлӗ шайри наградӑсене тивӗҫнӗ. Шел пулин те, наградӑсене пуҫне хунӑ хыҫҫӑн илнисем те пур. Ҫав шутра Дмитрий Семенов тата Александр Старчков Раҫҫей Геройӗсем.

Мӑн асаттемӗрсен мухтавлӑ йӑлисене малалла тӑсса хӑйсен пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыв пуласлӑхӗшӗн панӑ ҫынсене пӗр минут чӗнмесӗр тӑрса хисеп тума сӗнетӗп.

Тавтапуҫ!

Правительство ҫар ҫыннисене хӑйсене те, вӗсен ҫемйисене те комплекслӑн пулӑшса пырассине ӗҫе кӗртрӗ. Ҫакӑн валли ведомствӑсен хушшинчи ӗҫе муниципалитет шайӗнче те, республика шайӗнче те йӗркеленӗ. Ӑна тимлӗн асӑрхаса тӑрӑпӑр. Пирӗн тӗллев – асӑннӑ ӗҫе хамӑр ентешӗмӗрсене ҫар задачисене пурнӑҫланисӗр пуҫне урӑх нимĕн те пӑшӑрхантармалла мар майпа йӗркелесси.

Иртнӗ ҫул патне таврӑнса, хисеплӗ ӗҫтешсем, республика Раҫҫейри Халӑхсен культура еткерӗн ҫулталӑкне паха тӳпе хыврӗ. Федераци шайӗнчи 36 тӗп мероприятирен 3-шне ирттерме Чӑваш Ене шанса пачӗҫ. Ҫакӑ – «Раҫҫей юррисем» фестиваль-марафон, Пӗтӗм Раҫҫейри ача-пӑча I-мӗш фольклориади тата, паллах, «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти».

«Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» проект аслӑ ҫӗршывӑмӑрӑн мӗн пур регионне тата халӑхне пӗрлештерчӗ. Халӑх ал ӗҫ искусствин 263 ӑсти темиҫе уйӑхра чӑн-чӑн шедевр туса хатӗрлерӗ, вӑл халӑх йӑлийӗркин, тӗрӗ искусствинче усӑ куракан мелсемпе материалсен нумай енлӗхне уҫса парать.

Культура еткерӗн ҫулталӑкӗ шайӗнчи пурлӑх еткерӗн пӗртен-пӗр тенӗ пек пурлӑх обĕекчӗ пулнӑ май, асӑннӑ карттӑ Чӑваш Ене Пӗтӗм Раҫҫейри «Нумай сӑнлӑ Раҫҫей» туризм маршрутне кӗртме май пачӗ. Унсӑр пуҫне, ҫӗршывӑн Культура министерстви пирӗн Раҫҫей регионӗсен тӗрленӗ карттисен фестивальне кӑҫал ирттерес пуҫарӑва ырларӗ.

Республика Правительствин ҫак паллӑ пулӑма хатӗрленсе ирттерессипе ҫыхӑннӑ пӗтӗм ӗҫе туллин пурнӑҫламалла. Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ывӑлӗсемпе хӗрӗсене тивӗҫлипе чысласси, паллах ӗнтӗ, Паллӑ ентешӗмӗрсен ҫулталӑкӗпе кӑна вӗҫленмест. Эпир вӗсене халалланӑ сумлӑ мероприятисене малашне те йӗркелесе пырӑпӑр. Сӑмахран, СССР Халӑх артистки, Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ Вера Кузьминична Кузьмина ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине палӑртӑпӑр.

Иван Яковлевич Яковлев патриархӑмӑр тата ҫутта кӑлараканӑмӑр ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитни те пирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулса тӑрӗ. Унӑн вун-вун ҫул каялла ҫырса хӑварнӑ халалӗсем хӑйсен пӗлтерӗшне паян та ҫухатман. Аслӑ вӗрентекенӗмӗр пире «ҫураҫуллӑ ӗҫ вӑйне» ӗненме хушса хӑварнӑ: «Килěшсе ěçленě ěç пысăк усăллă – ун пек ěçе юратăр. Чăн пěчěккě ěçе те пит пикенсе, юратса ěçлěр», – тенӗ вӑл.

Шанса тăратпăр: пирӗн патриарх халалне упрани чăваш халăх культурипе чěлхине аталантарма, йăлийěркине упраса хăварма пулӑшě.

Асӑннӑ мероприятисем ку ҫулхи – Чӑваш Енри телейлӗ ачалӑх ҫулне тата Раҫҫейри педагогпа наставник ҫулне витӗмлӗн пуянлатӗҫ. Паллӑ ентешӗмӗрсен ҫулталӑкӗнче тата Сӑр тата Хусан хӳтӗлев вырӑнӗсене тунисен ӗҫ паттӑрлӑхӗн ҫулталӑкӗнче туса ирттернӗ ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе те усӑ курӑпӑр. «Тӗрленӗ карттӑсӑр» пуҫне, ҫакӑ, паллах, «Хӳтӗлев чиккисене тунисене пуҫ тайса» асӑну комплексӗ, кӗнекесемпе энциклопедисем, интернет ресурсӗсемпе фильмсем, регионсен хушшинчи патриотлӑх мероприятийӗсем тата ҫитӗнекен ӑрӑва истори тапхӑрӗсене куҫ умне кӑларма тата малашлӑха шанчӑклӑн утакан ҫынна пӑхса ҫитӗнтерме май паракан тата ытти нумай япала.

Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗн тӗп тӗллевӗ – кашни ачана пайӑр аталану ҫул-йӗрӗпе килӗшӳллӗн комплекслӑн пулӑшса пымалли тытӑм туса хурасси. <...>

♦   ♦   ♦


Тинех хваттерлĕ пулнă

Çĕнĕ Шупашкарта савăнăçлă ларутăрура нумай ачаллă çемьепе ултă тăлăха çĕнĕ хваттерсен уççисене пачĕç. Пĕлтерĕшлĕ саманта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, строительство министрĕ Павел Данилов, Çĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Пулатов хутшăнчĕç.

Сăрă, кăвак плитасемпе илемлетнĕ çÿллĕ çурт çул хĕрринчех вырнаçнă. Автобус чарăнăвĕ, социаллă об˜ектсем юнашарах темелле. Картишре ача-пăча лапамĕ те пур. Кунта пухăннă çынсен пичĕ ăшă кулăпа çиçрĕ. Вунă çул ытла ĕмĕтленсе пурăнни тинех пурнăçланни вĕсене савăнтарчĕ.

Строительсен урамĕнчи нумай хваттерлĕ 6-мĕш çурта 2015 çулта тума тытăннă. Ăна 2017 çулхи кĕркунне хута ямалла пулнă. Анчах строительство ĕçĕ чарăнса ларнă. Тăватă çула яхăн кунта шăплăх хуçаланнă. Строительствăна пая кĕрсе хутшăнакансен хăтлă хваттерлĕ пулас ĕмĕчĕ кунран-кун сÿннĕ. Нумайăшĕ пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма хваттерĕсене те сутнă, вăхăтлăх тесе ют кĕтесе куçнă. Кун хыççăн кун иртнĕ, лав вырăнтан хускалманни кулянтарнă, республика ертÿлĕхĕн умĕнче çивĕч ыйтăва час-часах çĕкленĕ, пулăшма ыйтнă. Икĕ çул каялла Олег Николаев лару-тăрупа вырăна çитсе паллашнă, шар курнă граждансемпе тĕл пулнă. Пĕлтĕр об˜екта «СМУ-60» пĕрлешĕве шанса панă хыççăн тин шанăç çуралнă.

«Çурта тума пуçланăранпа 8 çул иртрĕ. Вăраха кайнă строительство ĕçĕсене вĕçлеме çĕнĕ организацие явăçтарнă хыççăн лару-тăру улшăнчĕ. Кĕске хушăра об˜екта туса пĕтерчĕç», — пĕлтерчĕ Павел Данилов. Министр палăртнă тăрăх, улталаннă пайçăсене пулăшасси малалла пырать. Юлашки вăхăтра вĕсен йышĕ икĕ хутчен чакнă. Вăраха кайнă виçĕ об˜екта — федераци, пĕрне предприяти шучĕпе çĕклесшĕн. Тăватă çурта мĕнле туса пĕтересси пирки калаçу пырать.

«СМУ-60» пĕрлешÿ иртнĕ çул пуçламăшĕнче ĕçе тытăннă. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле 16 хутлă çурта пурăнма хатĕрлесе çитернĕ. Çывăх вăхăтра 93 çын çĕнĕ хваттерсене куçĕ. «Шар курнă çынсемпе пуху ирттерсен малтанах пире ĕненмерĕç. Вăхăт иртнĕ май ĕç кайнине кура кăмăлĕсем улшăнчĕç, шанма тытăнни сисĕнчĕ. Об˜екта вăхăтра хута ярас тесе тĕрĕслев органĕсем те ăна куçран вĕçертмерĕç, — терĕ пĕрлешÿ директорĕ Олег Васянин. — Çуртра типĕ, çутă, ăшă, унта пурăнакансене килĕшесси пирки иккĕленместпĕр».

«Çуртра — 190 хваттер. Ку — строительствăна пая кĕрсе хутшăнма килĕшÿ тунинчен те ытларах. Çавăнпа эпир пĕлтерĕшлĕ тепĕр ыйтăва татса пама — патшалăх хăй вăхăтĕнче пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерме шантарнă çынсене те хваттер уйăрма — йышăнтăмăр», — терĕ Олег Николаев. <...>

Лариса НИКИТИНА

♦   ♦   


Барбер – арçынна илем кÿрекен эксперт

«Мĕн ĕçетĕн: чей е кофе, сăра, шампань е ром?» — Шупашкарти барбершопа кĕрсен мана çак ыйтăва пачĕç. Журналист пулнишĕн мар, йăли кунта çапла — клиентсене пурне те сĕнеççĕ. Тĕрĕссипе, барбершопра хĕрарăмсене питех хапăл тумаççĕ. Кунта — арçынсен тĕнчи, хăйне евĕр сывлăш. Ăна пăсас мар тесе барберпа паллашса унăн ĕçĕ пирки ыйтма васкарăм.

Кунта ĕçлени — чăнкă. Самана хистенине кура çуралнă çĕнĕ професси шутне те кĕртме пулать. «Барбер» акăлчанларан «сухал» тесе куçать. Вăл парикмахер мар. Арçынсен стилĕ тĕлĕшпе эксперт темелле ăна. Çÿç касать, сухал, бакенбарда хырать, унăн формине йĕркелет, вĕсене пăхма вĕрентет. Вăл клиента çур сăмахран ăнланать. Кашнине хальхи вăхăтпа килĕшÿллĕн курăнакан сăнар парнелет. «Арçыннăн упăтерен кăштах çеç хитре пулмалла» каларăш халĕ манăçа тухса пырать. Хăйне пăхакансем чипер курăнассишĕн укçа шеллемеççĕ, çÿçпе, сухалпа тĕрлĕ эксперимент тăваççĕ. Çавăн пеккисем барбершопа çÿреççĕ те.

Çамрăксем ку модăпа килĕшÿллĕ професси пулнине, унта лайăх ĕçлесе илме май пуррине палăртаççĕ. Шупашкар каччи Павел Петров профессири пĕрремĕш утăмсене Мускавра тунă. «Тÿрех çак енĕпе ĕçлеме кайманшăн ÿкĕнетĕп. Хальччен чи пуян çын пулăттăм!» — тет вăл. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн каччă кам пулас килнине пĕлмен. Ашшĕ-амăшĕ ыйтнипе техникума кĕнĕ. Чунĕ туртманнипе унта йĕркеллĕн вĕренмен. «Аттепе анне ĕмĕрĕпех заводра ĕçлеççĕ. Мана та хăйсен çулĕпе ярасшăнччĕ. Анчах килĕштермен çĕре каяс килмерĕ», — терĕ 27-ри Павел. Техникума пăрахса вăл юлташĕсемпе Мускава суту-илÿ енĕпе ĕçлеме тухса кайнă.

Хальхи вăхăтра специальноç илмесĕр аталанма май çуккине ăнланнă каччă. Вăл хăш енпе ĕçлеме пултарнине пĕлес тĕллевпе профориентаци тесчĕн ыйтăвĕсене хуравланă. Пĕтĕмлетÿ ăна питĕ тĕлĕнтернĕ. Пачăшкăра, стилистра, хальччен шухăшлама та пултарайман ытти профессире хăйне туптама пултарать иккен вăл. «Кунтан тĕлĕнмелли çук. Тен, ача чухне çав ĕç кăсăклантарнă сире», — ăнлантарнă тест ирттерекен. Павел куçĕ умне пĕчĕк чухне амăшĕпе парикмахерские кайни аса килнĕ. Маçтăр çÿçе епле каснине сăнама юратнă вăл. «Анне, епле арпашăнмасть вăл?» — ыйтнă парикмахер ĕçленине кура. Кайран социаллă сетьре паллă рэперăн Гуфăн сăн ÿкерчĕкне курнă. Хайхискер барбершопра ÿкерĕннĕ. Ссылка тăрăх пусса заведени аккаунтне кĕнĕ. Хăйĕн валли кăсăкли чылай тупнă унта. «Тен, манăн чуна килĕшекен ĕç — барбер?» — шухăш явăннă пуçĕнче. Каччă Мускавра çак енĕпе вĕрентекен рынока тишкерме тытăннă. 2017 çулта пĕр уйăхлăх курсшăн 50-113 пин тенкĕ тÿлемелле пулнă. Кунсăр пуçне ĕç хатĕрĕсене туянмалла. Вĕсем сахалтан та 70 пин тенкĕ тăнă. Павел урăхла çулпа кайнă. Вăл теори вĕренмесĕр тÿрех практикăран тытăннă. Ку тĕлĕшпе ăна Мускаври юлташĕсем — узбексем — пулăшнă. <...>

Алина ИЛЬИНА

♦   ♦   


Урок пуçлансан килти çинчен йăлт маннă

Ĕçчен те сăпайлă, ырă кăмăллă пулнăран ялта ăна хисеплеççĕ. Вĕренекенĕсем тĕл пулсан пурнăçĕпе, сывлăхĕпе интересленеççĕ. Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче пурăнакан халăха вĕрентес ĕç отличникĕпе, ĕç ветеранĕпе Роза Николаевăпа учитель тивĕçĕпе пĕлтерĕшĕ пирки сăмах пуçартăмăр. Унăн шухăшĕпе, вĕрентекен профессийĕ малтанхи пекех хисепре-и? Педагогика ĕçĕнче мĕн улшăннă?

Хими — йывăр предмет

Роза Николаева Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Вăтаел ялĕнче çуралнă. Ултă пĕртăван ç謬тĕннĕ вĕсем: виçĕ хĕрпе виçĕ ывăл. Роза виç¬çĕмĕш пулнă. Ашшĕпе амăшĕ колхозра тар тăкнă. Çавна май ял ачисем ялан пай тунă. Сорокинсен ачисем ыттисенчен юлман. «Аттепе анне пире пĕлÿ парассишĕн çуннă. Вĕсем эпир уроксене мĕнле хатĕрленнине яланах тĕрĕслетчĕç. «Таса, хитре çырмалла», — ăс паратчĕç. 1948 çулта çуралнă пичче шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухрĕ. Шел, шăпи телейлĕ пулмарĕ — 18-тах пурнăçран уйрăлчĕ. Ыттисем пурăнаççĕ. Тури Туçа шкулĕ пирĕншĕн иккĕмĕш тăван кил пекехчĕ. Килтисем каланипе чăнах та тăрăшса вĕренеттĕм. Хими учителĕ Людмила Галкина ачасене интереслентерме пĕлетчĕ. Хими — йывăр предмет. Пирĕн класра 25 ачаччĕ. Шкул пĕтерсен 22-шĕ вузсене кĕчĕ. Çав тери вăйлă класчĕ. Пурте вĕренесшĕн тăрăшнипе учительсем те ытларах пĕлÿ панă. Класĕпех лайăх вĕренетчĕç. Çапах виççĕшĕ ыттисенчен ăслăрахчĕ. 25-30 ачаллă класра предмета 5-6-ăн ăнланса вĕренни аван. Химие аван пĕлеттĕм. Задачăсене лайăх шутлаттăм, ачасене те юрататтăм. Çавăнпа хими учителĕ пулас терĕм. 1970 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн хими факультетне вĕренме кĕтĕм. 1975 çулта диплом илсен Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç шкулне ĕçлеме ячĕç», — каласа кăтартрĕ Роза Ивановна.

Çамрăк специалиста Шкул кассинчи пĕр кинемей патне пурăнма вырнаçтарнă. Роза Ивановна 8-10-мĕш классене хими вĕрентнĕ. Тата ăна 9-мĕшсен класс ертÿçине çирĕплетнĕ. «Ун чухне параллельлĕ класс нумайччĕ. Тăххăрмĕшсем тăваттăччĕ. Класра 36-38-шар ачаччĕ. Маларах вăтам классенче вĕрентеттĕм, кайран 5-мĕшсене ыйтсах илтĕм. Вĕсен класс ертÿçи те пултăм. 1977 çулта Аслă Арапуç каччипе Николай Николаевпа çемье чăмăртарăмăр. Вăл шкулта физика вĕрентетчĕ. Мăшăрăм 1979-1990 çулсенче директорта тăрăшрĕ. Шел, чире пула пурнăçран ир уйрăлчĕ. Пенсие 2008 çулта тухрăм. Икĕ çултан ĕçлеме пăрахрăм. Шкулта 35 çул иртни сисĕнмерĕ. Вĕрентекен профессине суйланăшăн нихăçан та ÿкĕнмен. Аттепе анне те эпĕ учитель пулнăшăн хĕпĕртенĕччĕ. Вĕрентекен ун чухне питĕ хисеплĕ профессиччĕ. Халĕ, манăн шухăшпа, ун пекех мар. Ĕлĕк вĕсен шалăвĕ те пысăкрахчĕ. Ытти пулăшу та пулнă. Ачасем учительтен именнĕ, урамра тĕл пулас мар тесе пытаннă. Нумаях пулмасть урампа утса пыратăп та: «Здрастье, Роза аппа», — терĕ пĕри. Вăл «хăватлипе» туслине чухлаттăм-ха. Мана Аслă Арапуçра ĕмĕрне те Роза аппа тесе чĕнмен. Кунта эпĕ учитель пек килнĕ. Пĕрремĕш ху¬тĕнче нимĕн те каламарăм. «Темех мар ĕнтĕ», — тесе ирттерсе ятăм. Ак тамаша, тепрехинче те çаплах сăмах хушрĕ. «Эсĕ учительсене ашшĕ ячĕпе чĕнмелли пирки маннă-им?» — терĕм. Хĕрелсе кайрĕ. Халĕ апла каламасть. Ун пеккисене асăрхаттармаллах», — калаçăва тăсрĕ хисеплĕ вĕрентекен. <...>

Роза ВЛАСОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.