Хыпар 10 (28038)№ 31.01.2023

31 Янв, 2023

Халăх кар тăрсан ĕç пулать

Пĕри чăлха çыхать, тепри çурта шăратать, виççĕмĕшĕ маскировка сетки хатĕрлет… Пĕчĕк çак ĕçсенчен пысăк пулăшу пуçтарăнать. Ку Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене кирлĕ япаласемпе тивĕçтерни кăна мар. Чи малтанах Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисемпе пĕр кăмăллă, шухăш-тĕллевлĕ пулнине кăтартакан паллă пулса тăрать.

…Чей вĕретсе ĕçесси, апат ăшăтса çиесси, нÿрĕ тумтире типĕтесси уй-хирте çар тĕллевĕсене пурнăçлакансемшĕн ансат мар. Упăшкасемпе ывăлсем, пиччесемпе шăллăмсем пирĕн юратăва, чун-чĕре ăшшине туйса тăччăр! Чăваш Енри хĕрарăмсен юхăмĕн хастарĕсем çакăн пек чĕнÿпе хавхаланса окоп çуртисем хатĕрлеме пуçланă. «Малтанласа тимĕр савăтсене, парафина, гофрокартона кашни хăй тĕллĕн тупнă. Каярахпа çынсем те пулăшма пуçларĕç, — каласа кăтартрĕ Алина Сотникова. — Гурий атте акă 20 килограмм ăвăс пачĕ. Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕн Çĕнĕ Шупашкарти уйрăмĕн ертÿçи Наталия Добрянская пÿлĕм тупма пулăшрĕ». Химиксен хулинчи волонтерсем пĕр уйăхра 1500 яхăн çурта хатĕрленĕ. «Салтаксене çурта çулăмĕ ăшăтнисĕр пуçне хĕрарăмсен тимлĕхĕ те, ĕненĕвĕпе шанăçĕ те хăват парса тăрĕç», — теççĕ хастарсем.

Çурта тăвас ĕç республикăра, сăмах май, анлă сарăлчĕ. Халĕ ку ĕçе ЧР Хĕрарăмсен союзĕн округсенчи уйрăмĕсен хастарĕсем кăна мар, вĕрентекенсемпе шкул ачисем те, садике çÿрекенсем те, пенсионерсем те хастар хутшăнаççĕ.

Ырă кăмăллă çынсем салтаксене кирлĕ ытти япалапа та пулăшаççĕ. Ятарлă çар операцийĕн зонине ăсатма посылкăсем хатĕрлеççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти Даниил Молчанов акă шкул ачи кăна-ха. Апла пулин те вăл мобилизаци йĕркипе çар ретне тăнă ентешсене пулăшма шут тытнă. Вĕренÿрен пушă вăхăтра курьерта ĕçлесе укçа пухма пуçланă. «Контактра» соцсетьре ушкăн туса хутăм. Ун урлă кашниех салтаксене пулăшма пултарать. Хам вара интернетра çар çыннисене мĕн ытларах кирлине вуласа пĕлтĕм те — май çитнĕ таран туянтăм. Шампунь, шăл тасатмалли паста, ăшă нуски… Шăрпăк та хутăм. Тен, кирлĕ пулĕ?» — пĕлтерчĕ Даниил.

Чăваш Енрен кайнă çар çыннисене пулăшас ĕç-хĕле республикăри тĕрлĕ фонд туса пырать. «Пĕрле» фонд пухмачĕ кунсерен хушăнать. Нумаях пулмасть акă «Элара» акционерсен пĕрлĕхĕн директорсен канашĕн председателĕ Владимир Сорокин 2,5 миллион тенкĕ куçарнă. «Салтаксем чăваш халăхĕ вĕсемпе пĕрле пулнине пĕлсе тăччăр», — терĕ вăл. Округсенче волонтерсен ушкăнĕсене туса хунă. Вăрмар тăрăхĕнчи хастарсем пухнă апат-çимĕçе, ăшă япаласене, техника хатĕрĕсене кăрлачăн 11-мĕшĕнче Кременная хулине ăсатнă. «Эпир вĕсене малти ретри салтаксем патне çитертĕмĕр. Самар, Саратов, Чĕмпĕр, Екатеринбург, Пушкăртстан, Чăваш Ен ачисем пĕрле пĕр вырăнта служба тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ», — пĕлтерчĕ Вăрмар округĕнчи волонтерсен юхăмĕн ертÿçи Сергей Козлов. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

♦   ♦   


Ытларахăшĕ хваттер туянать

«Амăшĕн капиталĕпе ипотека кредичĕн парăмне татма шут тытрăмăр, — каласа кăтартрĕç Гавриловсем. — Социаллă пулăшу çемьен укçатенкĕпе çыхăннă лару-тăрăвне çăмăллатма та, пурăнмалли условисене лайăхлатма та май парать».

Наталийăпа Алексей Гавриловсем Красноармейски ялĕнче пурăнаççĕ. Çемье пуçĕ «Кетра» заводра ĕçлет. Мăшăрĕ виççĕмĕш ачине виçĕ çулччен пăхма отпускне тăснă. Аслă хĕрĕ Виктория — шкула, вăталăххи Константин ача садне çÿреççĕ. Кĕçĕнни çуралсан Гавриловсем «Демографи» наци проекчĕн «Çемьесене укçа-тенкĕпе пулăшасси» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăн амăшĕн капиталне тивĕçнĕ.

ЧР Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, программа вăя кĕнĕренпе патшалăхăн çак пулăшăвĕпе Чăваш Енри 13535 çемье усă курнă. Амăшĕн капиталне, тĕпрен илсен, çурт лартма е хваттер туянма янă. Вун пĕр çулта 7 пин ытла çемье /52,3 процент/ республика укçи-тенкипе /777,4 миллион тенкĕ/ пурăнмалли условисене лайăхлатнă, 2500 ытла мăшăр /18,8 процент/ ачисем вĕреннĕшĕн тÿленĕ /76 миллион тенкĕ/, 761 çемье /5,6 процент/ пĕр хутчен паракан тÿлеве — 20 пин тенкĕ — илнĕ. Пилĕк çемье автомобиль туяннă. Республикăн виççĕмĕш тата хыççăнхи ача çуралсан тивĕçекен амăшĕн капиталĕпе, ĕçлев министрĕ Алена Елизарова ăнлантарнă тăрăх, çавăн пекех ипотека парăмне татма, сусăр ачасен социаллă адаптацийĕ тата обществăри интеграцийĕ валли кирлĕ хатĕрсем туянма, амăшĕн пенсине йĕркелеме пулать. Кунсăр пуçне автомашина туянма та, 2020 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăн çуралнă е усрава илнĕ ачасемшĕн пĕр хутчен паракан тÿлеве илме ирĕк параççĕ. Ача виçĕ çул тултарсан вара ипотека кредичĕсĕрех çурт е хваттер туянма, вĕренÿшĕн тÿлеме юрать.

Федерацин амăшĕн капиталĕпе пĕлтĕр Чăваш Енри 6,5 пин çемье 3011,67 миллион тенкĕлĕх усă курнă. 2022 çулта унăн виçи пĕрремĕш ачашăн — 524527,9 тенкĕпе, иккĕмĕшĕшĕн 693144,1 тенкĕпе танлашнă. Кăçал нарăсăн 1-мĕшĕнчен 12,4 процент ÿстерме палăртнă. Çапла майпа пĕрремĕш ачашăн паракан тÿлев 589,5 пин тенкĕ, иккĕмĕшĕшĕн 779 пин тенкĕ пулĕ. Пĕрремĕшĕ çуралнă хыççăн амăшĕн капиталĕпе усă курнă тăк — иккĕмĕшĕ çут тĕнчене килсен паракан тÿлев 189,5 пин тенкĕ пулĕ. 2024 çулта федераци пулăшăвне 5,5 процент ÿстерме палăртнă. Унăн виçи 647 пине тата 822 пине яхăн тенке çитĕ. 2025 çулхи ÿсĕм 4 процентпа танлашĕ — 647 пин тата 855 пин тенке яхăн. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

♦   ♦   


Агивер тата унăн илем тĕкĕрĕ

Пурăннă пулсан Хветĕр Агивер кăрлач пуçламăшĕнче 80 çул тултаратчĕ. Хăй 70 çул тултарнă май кăларнă «Юрату дневникĕ» кĕнекин «умĕн каланинче» çапла çырнă: «Эпĕ алла çитнине те, утмăла çитнине те юлташхурăнташăмăрсемпе менелник кĕрекине ларса паллă туман, вĕсен уявлă ырă сăмаххисене итлесе пите хĕретсе ларман. Юратмастăп эпĕ уявлă самантсене. Ĕçленĕ те ĕçленĕ — çавă çеç». Çавна май 80 çулхи юбилейне те шавлă паллă тумастчĕ пулĕ. Анчах Агивере астăваççĕ, хисеплеççĕ — К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче унăн 80 çулне халалланă «Илем тĕкĕрĕ» курав уçăлчĕ.

Тĕрĕссипе, тет музейĕн наука сотрудникĕ Анастасия Федорова, Федор Георгиевич паспортра кăтартнă пек 1943 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче мар, 1942 çулхи раштавăн 13-мĕшĕнче çуралнă. Курава хатĕрленĕ май вăл Агиверĕн ачисемпе курнăçнă та — çакна вĕсем çирĕплетнĕ. Ашшĕсĕр çитĕннĕ — вăл вăрçăран таврăнайман. Пединститутран вĕренсе тухнă хыççăн телекуравра, радиора, чăваш журналĕсен редакцийĕсенче ĕçленĕ, «Тăван Атăл» журналăн тĕп редакторĕ, Писательсен союзĕн правленийĕн председателĕ пулнă — çапларах Агивер биографийĕ.

Литература анине вăл Патвар хушма ятпа ярса пуснă. Агивер ята каярах илнĕ, 1997 çулта вăл псевдоним кăна пулма та пăрахнă — паспортрах çапла çыртарнă. Пуçласса вара поэзирен пуçланă. «Патварла сăвăсем...» — тет вĕсем пирки Анастасия Федорова. Пĕрремĕш кĕнеки те, 1970 çулта «Ешĕл хум» ятпа тухнăскер, сăвăсен пуххи. Кайран — проза, драматурги, куçару... Кĕнеке хыççăн кĕнеке: «Çапса çумăр çăвать», «Юр хĕвет», «Юрату сăмсахĕ», «Сар ачапа сарă хĕр», «Икĕ аркăллă кĕпе», «Цвет черемуховый», «Утро журавлиное»...

— Манăн тăван тете çук, анчах Агивер маншăн Шупашкарти тете пулса тăчĕ, — терĕ «Тăван Атăл» журналăн редакторĕ Арсений Тарасов курава уçма пухăннă хăнасен умĕнче сăмах илнĕ май. — Ял ачи вĕт — питĕ сăпайлă та именчĕк пулнă. Анчах студент чухне пĕррехинче урампа иртсе пынă май Писательсен союзĕн çуртне асăрхаса унта кĕме хăюлăх çитернинчен халĕ те тĕлĕнетĕп. Пĕр пÿлĕме кĕтĕм. Иккĕн лараççĕ. Пĕри пуçне çĕклесе те пăхмарĕ, тепри вара манпа калаçу пуçарчĕ. Темиçе сăвва кăтартрăм та — вĕсемпе паллашрĕ, сăн ÿкерчĕк кирли çинчен каларĕ. Кайса ÿкерттертĕм, сăн ÿкерчĕке кĕртсе патăм. Кайран каникула кайнă — сăвăсем пирки, тĕрĕссипе, манма та ĕлкĕрнĕ. Каникултан таврăнсан юлташăм манăн хайлавсем «Тăван Атăлта» пичетленни çинчен каласа тĕлĕнтерчĕ — сăн ÿкерчĕкпех!

Çав çын Агивер пулнă. Кайран унпа час-часах курнăçнă — литература, пурнăç çинчен нумай калаçнă. «Вырăс литературинче Распутин, Абрамов пур. Эпир мĕншĕн вĕсем пек çырмастпăр?» — тетчĕ. Çавсем пирки шухăшланăшăнах вăл хисепе тивĕç... — аса илÿ çăмхине сÿтрĕ Арсений Алексеевич. — Кайран вара чăваш литературинче çамрăксем çуккишĕн пăшăрханатчĕ. Чăн та, Альбина Мышкина, Елена Нарпи, ыттисем çырма пуçласан «малашлăх пур» тесе хавхаланатчĕ». Ун шучĕпе, çамрăксен чĕлхене, унпа усă курма шăпах Агивертен вĕренмелле — унăн хайлавĕсене вуламалла. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


Пултарулăхăн маччи те, стенисем те çук

Писательпе, килĕшнĕ кĕнекен авторĕпе калаçма яланах интереслĕ. Вăл е ку хайлава мĕнле çырни çинчен унран лайăхрах кам пĕлĕ? Пирĕн редакцин черетлĕ хăни – Чĕмпĕрте пурăнакан Николай ЛарионовЙĕлмел çыравçă, журналист. Вăл ачаранах çырнă, чăваш чĕлхипе литературине уйрăмах килĕштернĕ. Водительте ĕçленĕ вăхăтра та Николай Николаевич сăвăсемпе калавсем шăрçаланă. 1989 çулта «Канаш» хаçатра пичетленме пуçланă. 2013 çулта ачасем валли çырма пикеннĕ. Халĕ вăл – 16 кĕнеке авторĕ. 2016 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Вут хÿре» калавсен пуххи кун çути курчĕ. Кăларăм редакторĕ пулнă май пултаруллă писательпе шăпах çавăн чухне паллашма тÿр килчĕ. Каярахпа «Шураçка» кĕнеки малтан чăвашла, унтан чăвашла тата вырăсла пичетленчĕ. Кăçал акă «Анне пилĕ» хайлав пуххи вулакан патне çитрĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче ăна Чăваш наци вулавăшĕнче хак пачĕç.

Куçарма сĕннĕ те…

– «Анне пилĕ» повеçе çырма мĕн хистерĕ?

– Ку хайлав ним çукран çуралман. 2019 çулта манăн «Подвиг во имя матери» кĕнеке тухрĕ. Документлă повеçре Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Чăвашкассинче çуралса ÿснĕ Раççей спорт мастерĕ Надежда Сандркина çинчен сăмах пырать. Вăл халĕ Нью-Йорк хĕрринчи пысăках мар хулара пурăнать. Эпĕ повеç çырнă вăхăтра Надежда кĕнеке валли материалсем диктофонпа çыртарса интернет урлă ярса тăчĕ. Хайлав кульминацийĕ – чăваш хĕрĕ 2008 çулта Швейцари çĕршывĕнче 12 сехетлĕх супермарафона хутшăнни. Унта вăл тăван ялĕнче чирлĕ выртакан амăшĕ Елена Григорьевна пил панипе куççуль витĕрех тухса каять. «Эпĕ çак дистанцие чупса тухайсан анне сывалатех!» – шухăшлать Надежда. Хăй вара Базель хулинче 12 сехетре 101 çухрăм та 259 метр чупса тухса нумай çĕршывран пухăннă хĕрарăм спортсменсене çĕнтерет, чи мала тухать. Дистанци хыççăн вăл хăй те вилес патнех çитет. Ку кĕнеке чăваш тĕнчинче нумай шăв-шав турĕ. Вулакансем çын çавăн чухлĕ чупаять-и вара, вăл мĕнле тÿснĕ-ши тесе тĕлĕнчĕç. Кĕнеке тухсанах ăна чăвашла куçарма сĕнекенсем пулчĕç, чăваш спортсменки пирки чăвашла кĕнеке пулмаллах тесе ĕнентерме пăхрĕç. Пĕтĕмпех тÿррĕн куçарни мĕн парать-ха, унăн содержанине вулакансем пĕлеççĕ. Çавăнпа 2020 çулта илемлĕ литература жанрĕпе тепĕр кĕнеке çыртăм: сăнарсен ячĕсене улăштартăм, çĕнĕлĕхсем кĕртрĕм, чылай эпизода шухăшласа кăлартăм. Виçĕ уйăхран повеç хатĕр пулчĕ. Çапла вара «Анне пилĕ» кĕнекен тĕп сăнарĕн прототипĕ – Надежда Сандркина.

– Эрнепи Сетнерова сăнар Надежда Сандркина спортсменран мĕнпе уйрăлса тăрать? Хайлавра чăнлăхпа шухăшласа кăларни мĕнле шайлашура?

– Пĕрремĕш кĕнекене çырнă вăхăтра Надежда Сандркина кăмăлтуйăмне, унăн чунне, шухăшлавне, тĕнче курăмне лайăх ăнланса çитрĕм. Хăйĕнпе те тĕл пулма тÿр килчĕ. Çавăнпа эпизодсене шухăшласа кăларнă чухне хамран ялан ыйтаттăм: «Çак лару-тăрура Надежда Николаевна мĕн тунă пулĕччĕ?» Шутласа кăларнă вырăнсене прототип куçĕпе пăхма тăрăшрăм. «Анне пилĕ» кĕнекере чăнлăхпа шухăшласа кăларни пĕр шайлашура теме пулать.

– Спортсмен пурнăçне тĕпе хурса илемлĕ произведени çырнине Надежда Сандркина епле йышăнчĕ?

– Кĕнеке пичетленсенех ăна хуплашкине интернет урлă ярса панăччĕ. «Ÿкерчĕке курсанах малтан куç шывланчĕ, чăтаймарăм, тепĕр самантран сасăпах йĕрсе ятăм», – терĕ. Нушаллă супермарафон ун асне тепĕр хут пырса кĕнĕ. Амăшĕ çак ăмăрту хыççăн виçĕ уйăхран пурнăçран уйрăлнă. Хуплашкине ÿкерес умĕн Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçлекенсем Надежда Сандркина портретне, чупнă вăхăтри сăн ÿкерчĕкĕсене ярса пама ыйтнăччĕ. Çавăнпа хуплашка та чăнлăха çывăх.

— Эрнепи Сетнеровăра уйрăмах мĕн тĕлĕнтерет?

– Эрнепирен тĕлĕнмелли нумай. Чи малтанах – çирĕп кăмăлĕ. Малашлăха шанчăклăн пăхать, хăйне шанать. Çĕнĕ утăмсем тума шикленсе, йывăрлăхсенчен хăраса тăмасть, вĕсене пĕрин хыççăн тепĕрне парăнтарса пырать. Çынсен çурăмĕ хыçне пытанса пурăнмасть, яланах обществăшăн усăллă пулма тăрăшать. Сăмахран, çар комиссариатне кĕрсе вăл хăйне Афганистан вăрçине яма ыйтать. Полковник ăна: «Эс унта кайма хăрамастăн-и? Ку сăмахран офицерсем те хăраççĕ», – тет. «Пурпĕр пĕрре вилмелле», – хуравлать хĕр. Çав вăхăтрах унăн ырă кăмăлĕ курăнать, вăл çынна хăть хăçан та пулăшма хатĕр. Эрнепи амăшне мĕнле юратнине каласа кăтартма та çук, уншăн хăйĕн пурнăçне пама хатĕр вăл. Ун пек çын сайра. Кĕнекере çакна çирĕплетекен самант йышлă. <...>

Ольга ИВАНОВА 

♦   ♦   


Йывăç хуппи чăмласа хырăм выççине ирттернĕ

«Анне хăçан çывăрма выртса хăш вăхăтра тăнине курман эпĕ. Кăнтăрла канма выртнине те вăл 85 çула çитсен тин асăрхарăм. Ялан мĕн те пулин ĕçлетчĕ. Пĕчĕк чухнехи те асрах-ха: ирхине Турă кĕтесĕнче çурта çунатчĕ, хутса янă кăмакара вутă çатăртатни илтĕнетчĕ. Анне тĕпелте тăпăртататчĕ. Вăранаттăм та мана: «Пит çумалла, Турă шывĕ ĕçмелле», — тетчĕ. Сĕтел çинче сăваплă шыв ларатчĕ, темиçе пая каснă просвир выртатчĕ. Вĕсене выçă варла ĕçсе çимеллеччĕ. Анне Турра ĕненетчĕ, чиркĕве çÿретчĕ, типĕ тытатчĕ. Аттепе анне нихăçан та сасă хăпартса калаçмастчĕç, мана та «хĕрĕм» тесе тăратчĕç», — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтне тÿссе ирттернĕ çывăх çыннисем çинчен калаçу пуçарчĕ чăваш эстрада юрăçи Валентина Телей

Вун икĕ ачапа мунчара юлнă

«Анне Наталья Васянова /хĕр чухнехи хушамачĕ/ Якуртушкăнь ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вĕсем çемьере вун икĕ ача пулнă. Кукаçи Николай Васянов тĕреклĕ хуçалăх тытнă. Унăн кил-çурчĕ пысăк пулнă, арман та лартнă, лашасем, ĕнесем, сурăхсем усранă. Анне каласа кăтартнă тăрăх, вăл питĕ ĕçчен пулнă, талăкра 3-4 сехет çеç çывăрнă. Сĕтел-пукана та хăех ăсталанă. Çыпăçуллă ал-ураллăскер ачисене те ĕçе пĕчĕкрен хăнăхтарнă. Арманта та çынна ĕçлеттермен, çемйипех тăрăшнă. Анчах кукаçине кулак тесе айăпланă та Казахстана янă. Çемйи вун икĕ ачапа мунчара тăрса юлнă. Мĕншĕн тесен пурăннă çуртне тытса илсе Элĕк районĕнчи Тавăт ялне куçарса кайса шкул тунă. Кукаçи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланас умĕн кăна таврăннă. Çав вăхăт тĕлне çемьере ултă ача çеç юлнă. Пĕрин хыççăн тепри чирлесе çĕре кĕнĕ. Кукамай та хĕрлĕхенпе чирленĕ, унăн куççуль юхма тытăннă. Темĕнле сывă юлайнă тульккăш. Кукаçи нумаях пурăнайман, вăрçă вăхăтĕнче чирлесе çĕре кĕнĕ. Аннен пĕрремĕш класран çеç вĕренсе тухма май килнĕ. Ашшĕне айăпличчен вĕсем аван пурăннă-ха. Ялта вăл калуш тăхăнакан пĕрремĕш ача пулнă. Анчах пурнăç урăхла çаврăнса тухнă…» — каласа кăтартрĕ Валентина Владимировна.

Наталья Васянова вăрçă пуçлансан ытти çамрăкпа пĕрле вăрман каснă çĕрте ĕçленĕ. Çĕмĕрле тăрăхĕнче окоп чавма та тивнĕ унăн. «Çимелли нимĕн те çукчĕ те хырăм касăхса выçнине йывăç хуппипе улталаттăмăр. Ăна шÿтерсе чăмлаттăмăр», — аса илсе каласа кăтартнă ачисене Наталья Николаевна. 19-ти хĕре вăрçа кайма повестка та тыттарнă. Анчах тухтăр тĕрĕсленĕ хыççăн ăна хăварнă. Çав вăхăтра вăл тылра вăй хунă. Ăна колхоз лашисене пăхма шаннă. Унăн виçĕ çул кĕçĕнрех йăмăкне те вăрçа илсе каясшăн пулнă. Телее, тăванне темĕнле сăлтава пула повестка паман. Хĕрачасен икĕ пиччĕшĕ вара вăрçăран таврăнайман, çапăçу хирĕнче пуç хунă. <...>

Елена ЛУКИНА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.