Хыпар 56-57 (28084-28085) №№ 26.05.2023

26 Мая, 2023

Пахчасене кукша пуç пусса илнĕ

Уншăн хурт-хăмăрçăсем пачах кулянмаççĕ

«Кăçалхи пек ăшă çу уйăхĕ тахçантанпах пулман. Çу уйăхĕ кăна-и? Ака уйăхĕ те, ытти çулхипе танлаштарсан, ăшăрах килчĕ. Кăнтăрти пек çанталăк тăрать. Крымра 21 градус ăшă пулсан, пирĕн патра — 28-29», — хĕпĕртенине пытармаççĕ утарçăсем. Çапла, пыл хурчĕсем валли çанталăк условийĕсем лайăх пулнăшăн хурт-хăмăрçăсем савăнаççĕ. Кăçал вĕсем çу уйăхĕнчи [манăн ăна çуркуннехи теессĕм килет] пыла юхтараççĕ-çке... Кун пек çу уйăхĕ тата хăçан пулнă-ши? Çак тапхăрта пухнă пыла специалистсем епле хаклаççĕ? Кукша пуç [одуванчик] ĕрчени мĕнпе çыхăннă тата? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне паян пĕрле шырăпăр.

Сивĕсĕрех иртет

«Çу уйăхĕ кун пек ăшă 28 çул каялла, 1995 çулта, пулнăччĕ. Чăнчăн çуллахи уйăх пекех килнĕччĕ вăл ун чухне. Çĕртме уйăхĕнче те шăрăхчĕ. Утă тата çурла уйăхĕсем вара сивĕрех тăнăччĕ», — аса илеççĕ ылтăн хурт тытакансем.

«Çу уйăхĕнче çĕмĕрт, улмуççи тата палан сиввисем пулаççĕ», — теççĕ халăхра. Анчах кăçал вăл сивĕсĕрех иртет.

«2021 çулхи çу уйăхĕнче вăтам температура пысăкрах та пулнăччĕ. Çу уйăхĕнчи температура норми 13-14 градус ăшăпа танлашать. Уйăх вĕçленичченех çанталăк çакăн пекех тăрсан кăçалхи çу уйăхĕ нормăпа пăхнинчен икĕ градус ăшăрах пулнине çирĕплетĕпĕр. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче рекорд пулчĕ теме пулать. 2017 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче 25 градус ăшă тăнăччĕ, кăçал вара 27 градуса çитрĕ. Çитес вăхăтра та ытти чухнехинчен ăшăрах çанталăк хуçаланĕ. Çу уйăхĕн 27-мĕшĕччен çумăр çумалла мар. Ÿсен-тăранăн вегетаци тапхăрне пăхас тăк — çу, çĕртме, утă, çурла, авăн уйăхĕсенче — вăтам температура нормăна çывăх пулĕ. Авăн уйăхĕнче кăна ăшăрах тăрĕ. Нÿрĕк нормăпа пăхнă чухлех ÿкĕ. Çумăрсăр та юлмăпăр», — терĕ Чăваш Енри гидрометеостанцин гидрометеорологипе тивĕçтерекен пайĕн пуçлăхĕ Марина Китарьева.

«Çу уйăхĕнчи пыла икĕ хутчен илсе курнă. Кăçалхипе виççĕмĕш пулать. Тухăç лайăх темелле. Кукша пуç пĕлтĕр те нумайччĕ, анчах çанталăк сивĕ тăчĕ. Çавна май хăлха çакки курăкĕн пылак сĕткенĕ сахалччĕ. Халĕ кукша пуç ĕмĕрĕ пуçланчĕ. Йĕри-тавра йăлт сăрса илчĕ вăл. Эпĕ пĕчĕк чухне ун пек марччĕ. Пирĕншĕн, хуртхăмăрçăсемшĕн, ку, паллах, питĕ лайăх. Сăмах май, çу уйăхĕнчи пыл çав тери сиплĕ. Садри улма- çырла йывăçĕсенчен, тĕммисен чечекĕсенчен, ама хупаххинчен /мать-и-мачеха/, хăваран /вăл питĕ паха шутланать/, хăлха çакки курăкĕнчен, вăрманти чечексенчен /пыл курăкĕ /медуница/, сарпуç /первоцвет/, чăпăл курăкĕнчен /медуница/ пылак сĕткен пухнă. Çуркунне вĕлле хурчĕсемшĕн кăçал ир килчĕ. Çемьесем хăвăрт аталанса, вăй илсе пычĕç. Çакă питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хурт-хăмăрпа 60 çул ĕçлетĕп. Кăçал çулла шăрăх килмелле теççĕ. Шăрăх çул пыл пулаканччĕ. 2010 çулта ав çăлсем, пĕвесем типнĕччĕ. Эпĕ ун чухне çăкаран пыл нумай илтĕм. Ăна рекордлă шай теме те пулать. Çулла шăрăх тăни хирти утарсемшĕн мар, вăрмантисемшĕн лайăхрах», — хăйĕн шухăшне палăртрĕ паллă утарçă, ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Пирожков. <...>

Роза ВЛАСОВА 

♦   ♦   ♦


Артем САБЛИН: Чи пĕлтерĕшли – сортсене тĕрĕс суйласа илесси

«Çуркунне кăçал иртерех килчĕ. Хальхи вăхăтра çанталăкпа савăнтарать. Хĕвеллĕ, ăшă тăрать. Тăпрара нÿрĕк пур. Синоптиксем çумăр та çăвасса шантараççĕ. Пĕлтĕр çуркунне сивĕччĕ, нÿрĕк те ытларах ÿкнĕччĕ. Кăçал çулла типĕрех пулма пултарать», — шухăшне палăртрĕ Шăмăршă округĕнчи «Победа» хуçалăхăн ертÿçи Артем Саблин. Артем Олегович 25 çулта кăна пулин те аграри отраслĕнче çитĕнÿсем тума ĕлкĕрнĕ. Вăл хальхи технологисене алла хăвăрт илсе пырать, çĕнĕлĕхсене ăса хывма, вĕренме кăмăллать.

Сăра тумалли урпа акнă

«Маларах акнă хĕвел çаврăнăшĕ шăтса тухрĕ. Аслă Çĕнтерÿ уявĕ тĕлĕнче çĕр çинче 2 градус таран сивĕ пулни, телее, шар кăтартмарĕ. Ака вĕçленмен-ха. Кунта ав — виçĕ уй. Унта пирĕн патра сойăн лайăх пулакан сорчĕсене акатпăр. Шел те, Чăваш Енре асăннă культурăна ÿстерекен сахал. Воронеж, Самар тăрăхĕсенчи фермерсемпе хуçалăх ертÿçисем ăна ытларах кăмăллаççĕ. Çапах ку культурăпа çынсем ĕçлеме пуçласса шанас килет», — терĕ çамрăк ертÿçĕ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май.

«Победа» хуçалăхра çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче пĕрлехи информаци кунне хутшăнакан ушкăнпа пулма тÿр килчĕ. Эпир пынă чухне унта ĕç шавĕ тăратчĕ. Чăн та, хуçалăхăн хăйĕн агрополигонĕ, демонстраци уйĕ пулĕ. 10 тĕрлĕ соя акаççĕ вĕсем. Раççейре тата Чăваш Енре кăларнă вăрлăхсем те пур. Çапла майпа вĕсем хăйсем валли кăна мар, кăмăл тăвакан ытти фермер валли те вăрлăх туса илĕç. Пирĕн тăрăхра лайăх пулакан сортсене палăртĕç. «Сойăн тĕрлĕ сортне юнашар акни начар витĕм кÿмĕ, вĕсем пĕрлешсе каймĕç. Çакă ÿсен-тăранăн генетикинчен килет. Эпир малашне вăрлăха хамăр патрах туса илесшĕн», – ăнлантарчĕ Артем Олегович. Вăл малашлăхра сăра тумалли урпапа кăна ĕçлеме палăртать. Кăçал вĕсем, сăмахран, фураж хатĕрлемелли урпана пачах акман. Йăлтах сăра тумаллине акса хăварнă. Тыр-пула пухса илсен Хусана вырнаçтарма палăртаççĕ. Килĕшÿсем туса хатĕрленĕ те ĕнтĕ. «Пирĕн хуçалăх аталанать. Тырă типĕтсе кĕртме ток тăватпăр халĕ. 450 гектар хĕвел çаврăнăш, 200 гектара яхăн куккурус акрăмăр. Куккурусне йăлтах Ульяновск тăрăхĕнчи Димитровград çывăхĕнчи спирт заводне парăпăр. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   ♦


Патшалăх пулăшать

Ялсене мĕншĕн хăтлăх кĕртес мар?

Красноармейски тăрăхĕнче пуçаруллă бюджет программипе чи ăнăçлă ĕçлекенни — Мăн Шетмĕ территори уйрăмĕ. Ăна виççĕмĕш çул Галина Иванова ертсе пырать. Çак кунсенче халăх пуçарăвĕпе пурнăçланакан ĕçсемпе вырăна тухса паллашрăмăр.

Виçĕ кунра укçа пуçтарнă

— Мăн Шетмĕ уйрăмне 13 ял кĕрет. Пурĕ — 743 хуçалăх, вĕсенче 1031 çын пурăнать, — калаçăва пуçларĕ хăй тытăмлăх органĕнче 2006 çултанпа — специалистра, 2020 çултанпа ертÿçĕре вăй хуракан Галина Ивановна. — Чăваш Республикинче пуçаруллă бюджет программи ĕçлесе кайни — питĕ лайăх пулăм, тавралăха хăтлăх кĕртес ĕçре пысăк пулăшу парать. Малтанхи çулсенче хамăр тăрăхра 2-3 проект пурнăçа кĕртрĕмĕр. Унччен проект хакĕн 20%-не халăхран пухнă пулсан 2022 çултанпа республика бюджетĕнчен — 80%, муниципалитетран 10% уйăраççĕ. Çынсем хывакан тÿпе 10%-па танлашать. Халăх пуçарăвĕ çинче никĕсленнĕ пĕрремĕш ĕç 6 яла çутă кĕртессипе çыхăннăччĕ. Ун чухне пирĕн тăрăхра кашни хуçалăхран тĕрлĕ ĕç тума 300-шер тенкĕ пухасси йăлана кĕнĕччĕ. «Целевой сбор» теттĕмĕр ăна. Ялсене хунарсем вырнаçтарма çав укçапа усă куртăмăр та.

2019 çулта патшалăх тĕрев панипе ку тăрăхри Пăрăнтăк ялĕнче ача-пăча лапамĕ тунă, Кушкă масарĕ çинче çывăх çыннисене юлашки çула ăсатма килекенсем валли çурт хăпартнă. Ун пек пÿрт унччен те пулнă-ха, анчах вăл çулсем иртнĕçемĕн юхăннă. Çулталăкран харăсах 6 проект пурнăçа кĕртнĕ: Дворик ялĕнчи Ярмушкин урамĕнче — 290 метр, Анатри Типçырмара — 450 метр, Йĕпремре 1 километр вак чул сарнă, Кушар ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса палăк лартнă. Мăн Шетмĕре пурăнакансем ял масарĕ çинче унчченех хăйсен вăйĕпе карта тытма тытăннă-ха, пуçаруллă бюджет программине хутшăнни çак ĕçĕн калăпăшне тата ÿстерме май панă. Патшалăх программине хутшăнса йĕри-тавра карта тытса çавăрнă, асăнма килекенсем валли тунă çурт çумне хушма хуралтă хăпартнă, çуртра чÿречесемпе алăка улăштарнă, çĕнĕ тимĕр кăмака вырнаçтарнă. <...>

Вера ШУМИЛОВА

♦   ♦   ♦


Ăсчахăмăрăн Хусанти архивĕ çинчен

Николай Никольский профессор пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕн чи тухăçлă тапхăрĕ Хусанпа çыхăннă. «Çыхăннă» сăмахра, пĕр ÿстермесĕр каласан, Николай Васильевичăн ăслăлăх-педагогика еткерĕн пысăкран та пысăк пайĕ кĕретленет.

Хусанта вăл тĕн семинарийĕпе тĕн академийĕнче вунă çул вĕреннĕ, университетăн истори-филологи факультетĕнче тăватă çул хушши çĕр-çĕр лекцире пĕлĕвне ÿстернĕ, 1903 çултанпа: тĕн семинарийĕн инспектор-надзирателĕ /воспитателĕ/, тĕн академийĕ çумĕнчи Миссионер курсĕсен чăваш чĕлхин тата унпа пĕрлештернĕ предметсен /историпе этнографи/ вĕрентекенĕ, Гурий святитель тăванлăхĕн канаш членĕ тата çыруçи, Православи миссионер пĕрлĕхĕн Куçару комиссийĕн канаш членĕ тата ĕç йĕркелÿçи, Хусан вĕрентÿ округĕн Куçару комиссийĕн пуçаруçисенчен пĕри, инородец /«ют халăхсем» сăмах çаврăнăшĕ ытла та килпетсĕртен чăвашла «вак халăхсем» терминпа усă курнă/ учительсен семинарийĕн вĕрентÿçи, университет приват-доценчĕ тата профессорĕ, университет çумĕнчи Истори, археологи тата этнографи обществин чăн членĕ. Хусанта вăл чăвашсен пĕрремĕш хаçатне кăларма пуçланă. Темиçе кĕнекесĕр пуçне, ыттисем пурте кунта пичетленсе тухнă /революциччен çеç 35 кăларнă/. Уйрăмах тухăçлă тапхăр – иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсем: харăсах темиçе аслă шкул профессорĕ, Хĕвел тухăç халăхĕсен педагогика институчĕн Чăваш уйрăмне йĕркелесе ертсе пыни. Çапла – 1931 çулччен… Паян Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн Ăслăлăх архивĕнче упранакан Ал çырусен фончĕ пĕтĕмпех Хусанта пуçтарăнса тытăмланнă.

2000 çулсен пуçламăшĕччен, мĕн пытармалли, чăвашсемпе тутарсен гуманитарийĕсем пит килĕштерсех ĕçлемен. Хирĕçÿсен /сăмахăмăр ăслăлăхри тавлашусем пирки/ тĕп сăлтавĕ – Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн историне тĕрлĕрен хаклани. Чăваш историкĕсем /В.Д.Димитриев профессор шкулĕ/ пăлхарсен пĕр пайĕ /мăсăльман тĕнĕпе пурăнакансем/ кипчак чĕлхипе калаçма пуçласан тутарланнă, тепĕр пайĕ /авалхи халăх тĕнне тата чĕлхине çухатманнисем/ чăваш ятпа сыхланса юлнă тенĕ пулсан, Хусан истори шкулĕ вара Атăлçи Пăлхарăн еткерне мĕн пур туллилĕхĕпе тутарсен кăна текен гипотезăна тĕпе хунă. Тĕрĕс-и, тĕрĕс мар-и, анчах чăваш тĕпчевçисене Хусанти архивсенче документсемпе паллашма та чарнă имĕш. «Имĕш» хыççăн каяр мар, палăртса хăварар: хальхи вăхăтра чăвашсемпе тутарсен гуманитарийĕсем килĕштерсе ĕçлеççĕ, çакна Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕпе Тутарстан Ăслăлăхсен академийĕн Ш.Марджани ячĕллĕ истори институчĕ çуллен пĕрле ирттерекен форумсем те çирĕплетеççĕ. «Унăн архивĕ – хаклăран та хаклă пуянлăх» статьяра /«Хыпар», 2019, çу, 19, 53-54;;/ эпир асăннă институт сотрудникĕ Р.Р.Исхаков аннотациленĕ кăтартмăш /«Фонд Н.В.Никольского Отдела рукописей и редких книг Научной библиотеки им. Н.И.Лобачевского Казанского федерального университета»/ пухса хатĕрлени пирки каланăччĕ. Ăна икĕ институт пĕрле кăларнă. <...>

Алексей ЛЕОНТЬЕВ

♦   ♦   ♦


Çава туптама кам пĕлет?

Етĕрне округĕнчи «Ачак ен» пултарулăх ушкăнĕ утă çулнине кăтартнă

«Ĕлĕк ватти-вĕтти лаша урапи çине ларса çарана утă çулма каятчĕ. Çырмари хăяха та типĕтсе кĕртеттĕмĕр. «Ăна лашасем çиеççĕ», — теттĕмĕр. Йĕри-таврари курăка сая яман. Аслисем вĕрентсе пыратчĕç. Утта купана пуçтарма хăнăхтарнă. Вĕсене пĕр ретпе лартса тухнă. Каннă вăхăтра аслă ÿсĕмрисем темĕн те пĕр каласа кăтартатчĕç. Эпир, çывăхра вырнаçнă ачасем, кашни сăмаха хăлхана чикме тăрăшаттăмăр. Уявра ялйышпа пĕрле савăннине аса илетчĕç, путишле самантсем каласа култаратчĕç. Пысăк йышпа çиекен апат мĕнешкел тутлăччĕ тата. Килĕрен çĕр лаптăкĕ валеçме пуçласан пĕрле ĕçлес йăла манăçа тухма пуçларĕ. Хальхи шкул ачисем те йышпа утă пуçтарса кĕртнине курман. Çавăнпах йăх-несĕлĕн йăлийĕркине çамрăксене кăтартас тĕллевпе çанă тавăрса ĕçе пуçăнтăмăр», — ăнлантарчĕ XIX ĕмĕрти чăваш хресченĕн кил хуçалăхĕн музейĕн пуçлăхĕ Людмила Петрова.

Вăр-вар та çаврăнăçуллăскер «Ачак ен» ушкăнра пултарулăхне туптама та, республикăри Хĕрарăмсен союзĕн вырăнти уйрăмне ертсе пыма та ĕлкĕрет. Кăçалхи çу уйăхĕнче наци культурине аталантаракансем утă çулнине кăтартма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Ĕлĕкхи йăлапа така пусса чÿк туни пирки каласа хăварнă. Мĕн пытармалли: хальхи çамрăксенчен хăшĕ-пĕри çава тытма пĕлмест. Çакă, паллах, çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕнче пурăннипе çыхăннă.

«Ачак ен» пултарулăх ушкăнĕ сунтал çине хурса çава туптанине те кăтартнă. Ку ĕç — аслă ÿсĕмри арçынсемшĕн шăл çемми. Людмила Витальевна сăнанă тăрăх, 55 çула çитейменнисен йышĕнче çава туптама пĕлекен сахал. Ĕлĕкхи вăхăтра амăшĕ те çав ĕçе хăнăхнине аса илчĕ вăл. Ахăртнех, ку енĕпе арçынран юлман. Людмила Петрова вара çава хăйрама ăста. Тепĕр тесен, ял хĕрарăмĕ ĕçе уйăрать-и? Ахальтен мар мăшăрĕ ăна çава хăйрама шанать. Тен, арçын ĕçленĕ вăхăтра кăштах канасшăн-ши?.. Утă çулма тухнă чухне те, киле таврăннă май та ял-йыш юрланă. Пĕр-пĕрин хыççăн тăрса ĕç майне кăтартнă. Апат пĕрле çинĕ... Вырăнти артистсем утă çулас йăлана пĕлтĕр сцена çинче пуçласа кăтартнă. Ачак тăрăхĕнчи куракансем ку ĕçе пысăк хак панă. Çакăн хыççăн вĕсене ытти яла чĕнме пуçланă. Музейри ут- çипе çыхăннă экспонатсем çинчен те ыйтмасăр пултараймарăм. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА

♦   ♦   ♦


«Атте киле икĕ костыльпе таврăннă»

Хор артисткин, юрăçăн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткин Светлана Максимовăн ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе пĕр килнĕ. 1940 çулта çуралнă хĕр пĕрчин ашшĕне мăшăрĕ пилĕк ачапа юлса вăрçа ăсатнă.

Амăшĕ – колхоз председателĕ

Светлана Петровна Патăрьел районĕнчи Шетмĕ ялĕнче ÿснĕ. Ашшĕ, 1909 çулта çуралнă Петр Игнатьев, вăрçă пуçланиччен шкул директорĕнче ĕçленĕ. Таврари ялсенче çав вăхăтра аслă пĕлÿ илнĕ çын вăл çеç пулнă. Петр Куприяновича Хусанта педагогика институтĕнчен вĕренсе тухсан ялти шкулсене çĕклеме янă. Амăшĕ Шупашкар районĕнче 1913 çулта çуралнă. Кайран Патăрьел районне училищĕне вĕренме куçнă. Петр Игнатьев институтран каникула яла таврăнсан вăййа тухнă, пулас мăшăрĕпе Антонина Федоровнăпа паллашнă. Вĕсем çамрăклах çемье çавăрнă.

«Эпĕ пĕр çул тултарсан вăрçă пуçланнă. Пирĕн ял вăрман хĕрринче вырнаçнă. Пуйăспа каймашкăн вун сакăр çухрăм утмалла пулнă. Автобус çÿремен. Атте каласа кăтартнă тăрăх, ялти арçынсемпе пĕрле вĕсем фронта тухса кайнă чухне çурăм хыçне кутамкка çакнă та çуран утнă. Çав вăхăтра ялта лашасем те юлман, вĕсене фронт валли ăсатнă. Ман умĕнхисем тăваттăн, чи асли саккăрта пулнă. Ялти арçынсене вăрçа ăсатсан колхоз председательне аннене лартнă. Мана аппа пăхнă. Хăй те ача, анчах вăрçă ир çитĕнтернĕ, вăл кăмака та хутнă. Анне каласа кăтартатчĕ: «Хĕл çывхарчĕ, анчах уй-хирти тыр-пула пуçтарса пĕтерейменччĕ. Хĕрарăмсем алсишпе ĕçлетчĕç. Çуркунне акса хăварма тырă юлмарĕ. Фронт валли леçнĕ, мĕн чухлĕ юлнине халăха валеçнĕ. Вара тăван Шупашкар районне вăрлăх илме темиçе лашапа кайрăмăр. Атте вулăсра ĕçлетчĕ. Вăл пулăшнипе акса хăвармашкăн вăрлăх тупса парса ячĕç. Кайса килсе пĕр эрне вăхăт иртрĕ. Çапла тырă акса хăварайтăмăр». Мана çав вăхăтра аслисем пăхнă. Аппа аса илни куç умĕнчех. Эпĕ утма пуçланă-ха, вăл мана кăмакара хуппипех пĕçернĕ çĕр улми хурса панă. Çавăн патне çитмелле пулнă. Анчах вăй çукран эпĕ тÿне-тÿне кайнă. Тек çимелли те пулман», — салхуллăн аса илчĕ вăрçă ачи. Вăл каласа кăтартнă тăрăх, ашшĕ амăшне патшалăха налук тÿлемелле марри çинчен вăрçăран çырса пĕлтернĕ. Петр Куприянович Мускава çыру çырса нумай ачаллă мăшăрне налукран хăтарма ирĕк илнĕ. Вăл питĕ ăслă пулнă. Ялта вăрçăччен тата ун хыççăн документ-мĕн çырмалла-и — пурте ун патне пынă. Вăл пурин кăмăлне те тивĕçтернĕ, уншăн никамран та пĕр пус илмен. <...>

Елена ЛУКИНА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.