Хыпар 120 (28148) № 24.10.2023

24 Окт, 2023

Пĕр çын та тимлĕхсĕр юлмĕ

«Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фондăн Чăваш Енри филиалĕ уçăлнăранпа кĕçех пилĕк уйăх çитет. Çак тапхăрта специалистсем Шупашкар хулинчи тĕп офисра тата хуласемпе округсенчи консультаци пункчĕсенче граждансене 2,5 пин ытла ыйтупа йышăннă. Филиал ертÿçи Елена Зайцева палăртнă тăрăх, çак тытăмри ĕçченсен тĕллевĕ — кашнине пулăшасси тата тимлĕхпе, ăш пиллĕхпе тивĕçтересси.

…Сергей Алексеев ятарлă çар операцине 2022 çулхи çурла уйăхĕнче кайнă. Служба тивĕçĕсене вăл артиллери дивизионĕнче связист пулса пурнăçланă. Кăçалхи çу уйăхĕнче Сергей мина çинче сирпĕннĕ, йывăр аманнă, контузи пулнă. Салтак Луганск халăх Республикинчи, Ростов облаçĕнчи, Санкт-Петербургри госпитальсенче чылай вăхăт сипленнĕ. «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фондăн Чăваш Енри филиалне пулăшу ыйтма унăн амăшĕ пынă. Сусăр арçынна пĕччен киле таврăнма йывăр: çул çинче ăна пулăшакан çын кирлĕ. Телее, Наталья Вакова социаллă координатор ыйтăва çийĕнчех татса пама пултарнă. Канашри вокзалта Сергея тăванĕсемпе çывăх çыннисем кĕтсе илнĕ. Филиалта ветерана çавăн пекех аманнăшăн пособи илмелли документсене йĕркене кĕртме, суранланнă куçне сиплеме, реабилитаци программи хатĕрлеме пулăшнă. Çухалнă паспортне те Миграци службин Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсемпе пĕрле хăвăртах туса панă. Сергейăн амăшĕ ывăлĕпе тимлĕ пулнăшăн, йывăр вăхăтра пулăшусăр хăварманшăн фонд ĕçченĕсене чĕререн тав тунă. Социаллă координатор ветеранпа халĕ те çыхăну тытать, унăн ыйтăвĕсене çийĕнчех татса пама пулăшать. Ятарлă çар операцийĕнчен таврăннисемпе уйрăммăн ĕçлесси социаллă координаторсен ĕçĕ-хĕлĕнче тĕп вырăн йышăнать. Галина Ря¬занова социаллă координатор çар тивĕçĕсене пурнăçланă чухне йывăр аманса пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пулса тăнă М.-а пулăшу парать. Шупашкарти 1-мĕш больницăра сипленнĕ хыççăн салтак киле таврăнсан хыççăн ун патĕнче социаллă координаторпа пĕрле РФ Социаллă фондăн Чăваш Енри уйрăмĕн специалисчĕ пулнă, пособисемпе страховани тÿлевĕсене, реабилитацин техника хатĕрĕсене илмелли документсене пухма пулăшнă. Патăрьел тата Шăмăршă округĕсенчи социаллă координатор Алена Петрова та ветерансем патне килĕрен çÿрет, вĕсене пулăшу памалли программăсем хатĕрлет. Комсомольски округĕнчи Татьяна Та¬расовăн та ĕç кунĕ çакăн евĕрлех иртет. Ĕнер акă вăл çар операцийĕнче пуç хунă салтакăн ашшĕ-амăшĕ патĕнче пулнă, вĕсен çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Елена Терентьева Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕн боль¬¬ницинче час-часах пулать. Унта ятарлă çар операцине хăйĕн ирĕкĕпе кайнă М. сипленет. Ветеран кăткăс операци хыççăн сывалма пуçланă ĕнтĕ. «Телее, алă-ура хускалать. Тухтăрсем лайăх сиплеççĕ. Елена та пысăк пулăшу парать», — терĕ вăл. Амăшĕ те ывăлĕн сăмахĕсемпе килĕшсе фонд ĕçченĕсене чĕререн тав турĕ. Елена М.-на çар çыннисене тивĕçекен çăмăллăхсемпе тÿлевсем пирки каласа кăтартнă, малашнехи пулăшу мелĕсене палăртнă. Йывăр вăхăтра хăйне пăрахманшăн хавхаланнă ветеран ура çине тăрсан филиала кайсах унти ĕçченсене тав тăвассине пĕлтерчĕ. Фонд специалисчĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакансен çы¬вăх çыннисене те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Акă вĕсем тăрăшнипе оф¬тальмологи больницинче уçă алăк¬сен кунне ирттернĕ. Тухтăрсем 28 çын сывлăхне тĕрĕсленĕ, сиплев ме¬лĕсене палăртнă. Ятарлă çар операцине хутшăнакан И. амăшне вара çав кунах операци тунă. «Юлашки уйăхра куç палăрмаллах начарланчĕ. Питĕ япăх курма пуçларăм, — терĕ вăл. — Операци хыççăн тепĕр хут çуралнă пекех туйăнчĕ. Çут тĕнче пачах урăхла курăнма пуçларĕ». «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фонд пулăшнипе Шупашкарта пурăнакан Александрăн ыйтăвĕ те çитес вăхăтра татăласса шанас килет. Ятарлă çар операцийĕнчен урасăр таврăннă çамрăк çу уйăхĕн¬че Шупашкар хулин администрацине урамран хваттере кĕме пандус вырнаçтарма ыйтса çырупа тухнă. Çĕртме уйăхĕнче муниципалитет комиссийĕ ЧР Строительство министерствине инвалид пурăнакан çурт¬ра ятарлă хатĕр вырнаçтармалли акт хатĕрлесе тăратнă. Хальхи вăхăтра çак ĕç-хĕле пурнăçлама нумай хваттерлĕ çурт хуçисен ирĕкĕ те кирлĕ. Анчах пухура, шел те, ветеранăн ыйтăвне татса памалăх сасă пухăнман. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

♦   ♦   ♦


♦  Ăс-хакăла аталантарма... спорт кирлĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2024 çул Спорт çулталăкĕ пулассине пĕлтернĕ. Тÿрех палăртмалла: ырă пуçару. «Раççей — спорт çĕршывĕ» форумран çитнĕ хыпар спортпа çыхăннă пур çынна та çунатлантарчĕ ахăртнех. Раççей спортсменĕсене тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнма чарнă вăхăтра ку уйрăмах питĕ пĕлтерĕшлĕ. Форумрах спортсменсен парадне чĕртсе тăратма сĕннĕ. Ăна Мускаври Хĕрлĕ тÿремре кăна мар, регионсенче те йĕркелени унăн сумне ÿстеретех. Аса илтеретпĕр: спортсменсен парачĕ пирвайхи хут 1919 çулта йĕркеленнĕ, вăрçă хыççăн спорт уявне Хĕрлĕ тÿремре мар, стадионсенче ирттернĕ, 90-мĕш çулсенче ку йăлана пăрахăçланă. Отрасль ветеранĕсем каланă тăрăх, спортсменсен парачĕ Çĕнтерÿ парачĕ тата Ĕçпе çуркунне праçникĕ евĕр пысăк уяв пулнă, унта республикăри паллă спортсменсемпе тренерсем, спорт çулĕ çине тăнă çамрăксем, спорта юратакансем, хула çыннисем пуçтарăннă. 2014 çулта тепĕр ырă йăлана та чĕртсе тăратрĕç: «Ĕçлеме тата хÿтĕлеме хатĕр» физкультурăпа спорт комплексĕ хута кайрĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмрисене спортпа, физкультурăпа çывăхлатас енĕпе унăн витĕмĕ пысăк. ГТО комплексĕ вăй илнĕ хыççăн спорт инфратытăмĕ çĕнĕ об˜ектсемпе пуянланчĕ. Пĕчĕк хуласемпе районсене те ГТО лапамĕсемпе тивĕçтерчĕç. Темиçе çул каялла уçă вырăнти спорт комплексĕсем тума тытăнчĕç, вĕсем пирĕн республикăри темиçе районта уçăлчĕç. Футбол уйĕсене çĕнетес ĕç тапранчĕ. Шупашкарта «Атăл» стадионта пысăк строительство пырать, çывăх вăхăтра «Çĕнĕ хула» микрорайонта каток уçăлĕ. Спорт çулталăкĕнче спорт об˜екчĕсен йышĕ татах ÿсĕ. Спорт – çĕр-çĕр çынна пĕрлештерекен пулăм. Асрах-ха: Олимп çулăмĕн тата Универсиада çулăмĕн эстафетисем, командăсен Европа чемпионачĕ, «Раççей — спорт çĕршывĕ» форум… Вĕсем пурте Чăваш Енре иртнĕ. Çăмăл атлетика енĕпе çĕршыв чемпионачĕ те Шупашкарта пĕрре мар пулнă. Вăл пирĕн республикăри вун-вун çынна спортпа çывăхлатрĕ. «Республикăри тĕп стадионта иртекен ăмăрту мана çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнелет. Спорт çăлтăрĕсене курни, вĕсенчен автограф илни, спорт лапамĕсенчи тупăшусене сăнани мĕ¬не тăрать. Çитĕнекен ăру вĕсенчен тĕслĕх илет. Акă спорт секцине çÿрекен мăнук та çĕршыври чи вăйлă атлетсем пек çитĕнÿсем патне туртăнать, пирĕн хулара иртекен пĕр чемпионата та сиктермест вăл. Эпир унпа телевизорпа Олимп вăййисене, биатлонистсемпе йĕлтĕрçĕсен тĕнче кубокĕсене, футбол матчĕсене ялан пăхатпăр», — тенĕччĕ стадиона пынă ентеш Марина Волкова. Чăн та, Олимпиада халăх юратакан спорт уявĕ, анчах тĕнчери лару-тăрăва пула пирĕн çĕршывра Олимп юхăмĕн хăвачĕ чакрĕ. Раççей тĕлĕшпе чару мерисем çирĕплетнĕ хыççăн пирĕн çĕршывра çĕнĕ ăмăртусем çуралчĕç. 2022 çулта пуçласа Пĕтĕм Раççейри çуллахи спартакиада иртнĕ, унта çĕршыври чи вăйлă атлетсем тупăшнă. 2024 çулта хĕллехи спартакиада пулать. Сăмах май, Спорт министерствин йышăнăвĕпе, унăн ятне улăштарĕç: Раççейри халăхсен спартакиади. 2022 çултах Паралимпиецсен вăййисене йĕркелерĕç. Çак турнирсенчен пирĕн ентешсем те наградăсемпе таврăнчĕç. Раççейре иртекен пысăк ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă спортсменсене премисемпе чыслама тытăнчĕç. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


Вĕренĕве çăмăллатмалли мелсем шухăшласа кăларма кăмăллать

Педагогикăри ăсталăхĕ пысăк пулнăран унăн класĕнче вĕренÿре юлса пыракансем çук. Ачасене пĕлÿ парас ĕçре вăл яланах çĕнĕлĕхсем шырать. Тĕпчев ĕçне тата кĕнекесем кăларма хастар хутшăнать. Професси ăсталăхне ÿстерсех пынăран, педагогика культури пуян тата кăмăл-сипечĕ вышкайсăр анлă пулнăран ăна тĕрлĕ наградăпа хавхалантарнă. «Турă панă вĕрентекен», — теме пулать ун пирки. Вăл — Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ шкулта пуçламăш классене пĕлÿ паракан Тамара Чашкова. Тамара Георгиевнăна нумаях пулмасть «Халăх учителĕ» хисеплĕ ят пачĕç. Чăваш Республикинче вăл çак ята пĕрремĕш тивĕçрĕ.

Сцена çине тухма хăрать

— Сирĕншĕн кăçалхи юпа уйăхĕ питĕ хумхануллă килчĕ пек туйăнать. Çуралнă кунăр, професси уявĕ пулчĕ, унсăр пуçне «Халăх учителĕ» ята тивĕçрĕр. Кăмăлăр мĕнле?

— Савăннинчен ытларах хăрарăм. Тĕлĕнмелле пулчĕ ку маншăн. Документсем хатĕрленĕ чухне çĕнĕлĕх асăрхарăм. Хаçатжурналти хамăн материалсем мар, ман çинчен çырнă статьясем кирлĕ пулчĕç. Редактора алă пустарса, пичет çаптарса çав материалсене те кĕртме тиврĕ унта.

— Çак çула Педагогпа наставник çулталăкĕ тесе пĕлтернине мĕнле йышăнтăр?

— 2010 çулта Учитель çулталăкĕ пулнăччĕ. Ун чухне Менделеев фончĕ мана «Вĕрентĕве тÿпе хывнăшăн» медальпе чысланăччĕ. 2009 çулта грант илнĕччĕ. Тĕрĕссипе, мана Раççей Президенчĕн грантне виçĕ хутчен панă: 2009, 2013 тата 2020 çулсенче. 2009 çулта грант илнисен 2010 çулта «Çулталăк учителĕ» конкурса хутшăнмаллаччĕ. Эпĕ ун чухне аллăран иртнĕччĕ ĕнтĕ. «Конкурссем 50 çултан каçнисем валли мар, çамрăксем валли», — шухăшăма палăртнăччĕ эпĕ. Тĕрĕссипе, ахаль те сцена çине тухма питĕ хăратăп. Пĕлместĕп мĕншĕн çапла? Пуçа чиксе шăпăрт ĕçлесе ларма кăмăллатăп, анчах сцена çине тухас тесен темиçе çул пурăнмалăх нерв пĕтет. Ун чухне мана хисте-хистех «Çулталăк учителĕ» конкурса хутшăнтарчĕç. Вĕрентÿ ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕртнĕшĕн, пултарулăх ĕçне хастар хутшăннăшăн санаторире канма путевка пачĕç. 2010 çул, Учитель çулталăкĕ, çавăн пек асра юлчĕ. «Халăх учителĕ» ят пирки эпĕ çулла кăштах илтнĕччĕ. Анчах унпа пачах интересленмен. Шухăшламан та, тĕлленмен те… Каярахпа пирĕнтен юлашки çулсенче ăçта-ăçта хутшăнни çинчен ыйтса пĕлчĕç. Пĕрех шанманччĕ. Эпир чăваш шкулĕсем валли электрон пособи нумай хатĕрленĕ. Çавна та шута илнĕ ĕнтĕ. Тĕрĕссипе, учительсен хушшинче чăвашла электрон пособи кăларакан сахал. Наука ĕçченĕсем, кĕнеке авторĕсем ĕçлеççĕ. Çав пособисене тата интерактивлă электрон пособисене эпĕ Тамара Артемьевăн кĕнекисем валли хатĕрленĕ. Эпир вĕсене министерствăна парассишĕн кăларман, ачасене вĕренме кăсăклă пултăр тенĕ. Электрон пособисене хатĕрлес ĕçе Виталий Путеров та хастар хутшăннă.

— Ачалăхăра аса илĕр-ха. Мĕншĕн вĕрентекене каяс терĕр?

— Эпĕ шкула кайичченех учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Манăн асанне Александра Золотова 1932 çулта Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен /ун чухне вăл педтехникум пулнă/ вĕренсе тухнă. Малтан — Тени, кайран Юманлăх шкулĕсенче пуçламăш классене вĕрентнĕ. Çирĕп ыйтакан хĕрарăм пулнă. Чĕмпĕрте вĕреннĕскерĕн пĕлĕвĕ çивĕч пулнă. Эпĕ ун патне çÿреттĕм. Хăй вĕрентнисем ун патне киле пырсах тав сăмахĕ калатчĕç. Эпĕ çавна мĕн пĕчĕкрен курнă. Асанне вырăс пулнă, Чулхула облаçĕнчен куçса килнĕ. Тăванĕсем йăлт вырăсла калаçнă. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вара чăвашла калаçма вĕреннĕ. Ăна ялта пурте хисеплесе Александра Матвеевна тетчĕç. Манăн атте Георгий Ананьевич та вĕрентекен пулнă. Черчени, рисовани тата ĕç урокĕсене ертсе пынă. Пенсие тухиччен «Раççей вĕрентĕвĕн отличникĕ» палла тивĕçрĕ. Ехремкасси шкулĕнчен 15 ÿнерçе кăларнă вăл. Анне Ульяна Кирилловна пединститутăн физматĕнче вĕреннĕ. 1943 çулта, виççĕмĕш курс пĕтерсен, ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Ленинграда хÿтĕленĕ чухне пуç хунă. Килте йăмăкĕпе кăна юлнă. Анне института пăрахса киле таврăннă. Ĕмĕр тăршшĕпе библиотека заведующийĕнче ĕçлерĕ. Унăн йăмăкĕ Елена Кирилловна — педагог. Шкулта 40 çул ытла биологипе хими вĕрентрĕ. Аннен аппăшĕ Мария Кирилловна пенсие тухичченех пуçламăш класс учителĕнче ĕçлерĕ. Кукаçи Кирилл Иванович вăрçăччен пуçламăш классене пĕлÿ панă, шкул заведующийĕнче вăй хунă. 75 çул иртсен унăн вил тăприне тупрăмăр. Асаттен ашшĕ чиркÿпе прихут шкулĕнче ачасене вулама, çырма вĕрентнĕ. Хăш чиркÿре ĕçленине архивра шырамалла-ха. Хальлĕхе çак ĕçе туман эпĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


Кунта кашни тăваткал метрĕ пĕлтерĕшлĕ

Аваллăх управçин алăкне уçсанах урăх тĕнчене лекетĕн. Алăк патĕнчи сентрере тĕрлĕ халăх пуканисем тараватлăн «кĕтсе илеççĕ». Хальхинче эпир — Çĕнĕ Шупашкарти Историпе ÿнер музейĕн комплексĕнче. Вăл химиксен хулинчи ÿнер музейĕпе тавра пĕлÿпе хула историйĕн музейне 2011 çулта пĕрлештернипе йĕркеленнĕ. Кунта харăсах темиçе куравпа паллашма пулать. Çапла вара музейре чăвашсен пурнăçне аваллăхран пуçласа паянхи кунчченех сăнласа кăтартнă. Музей директорĕ Дмитрий Спрыжков пирĕн вулакансене куравсемпе тĕплĕнрех паллаштарма килĕшрĕ:

«Чăваш Ен Паттăрĕсем. Ĕлĕк¬хисем тата хальхисем» — паттăрлăхпа патриотизм темине çутатакан интерактивлă курав. Унта чăваш арĕсем вăрçă çулĕсенче паттăрлăх кăтартнине уçса панă. Ку выставкăра куракан хăйне çав пулăмсене лекнĕнех туять. Ăна, тĕпрен илсен, Могилев хулинчи 1944 çулхи çĕртме уйăхĕн 23-28-мĕшĕсенче пулнă операцие халалланă. Çак дивизири салтаксен 70 проценчĕ Чăваш Енрен пулнă. Операци вĕçленсен Чăваш Енри 22 салтакпа офицер Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ. Выставкăн иккĕмĕш пайне музей ĕçченĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакансене халалласшăн. Салтаксене мĕнле пулăшнине, мĕнле ĕçсем тунине уçса парасшăн. «3D-диорама выставка республикăра урăх çук. Ăна эпир Санкт-Петербургри энтузиастсемпе пĕрле хатĕрлерĕмĕр», — паллаштарчĕ Дмитрий Валерьевич. Чăн та, ку куравра хăвна 1944 çулхи Могилева лекнĕнех туятăн. Питĕ хăйне евĕрлĕ! Хула урамĕсене яр! уççăн сăнланă. Çав вăхăтри хĕç-пăшал выртать, танк чарăнса ларнă… Гестапо пÿлĕмĕ те пур… Дмитрий Спрыжков пĕлтернĕ тăрăх, асăннă курав тепĕр уйăх ĕçлĕ.

2019 çулта музейре «Нумай хваттерлĕ ял: Шортан — 13 утăм хула патне» курав уçăлнă. Аякка кайиччен палăртса хăварар: Иван Дубановăн «Чăваш Республикинчи географи ячĕсем» кĕнекере ку ят «шурă ту» сăмах майлашăвĕнчен йĕркеленни çинчен пĕлтернĕ. «Çак проекта пурнăçа кĕртме аваллăх управçинче ĕçлекенсем 2018 çулта грант çĕнсе илчĕç. Сентре-çуртра ял çыннисем хулана пурăнма куçнине кăтартнă. Халăх ялтан хулана пурăнма куçнă чухне, паллах, япалисене те пĕрле илнĕ. Вĕсен шутĕнче купăс, сăмавар, çĕр виçмелли япаласем, хурт-хăмăр хатĕрĕсем, урай çиттисем, шут шăрçи, йĕтĕр тата ытти пулнă. Пĕр ял çыннисене нумай хваттерлĕ пĕр çурта вырнаçтарнă. Çĕнĕ Шупашкар хули вырăнĕнчи ялсем Шортан вулăсне кĕнĕ. Сăмах май, вĕсем пурăна киле «Шортан» ентешлĕх йĕркеленĕ. Шортансем пуçтарăнса мероприятисем йĕркелеççĕ. Хастар тавра пĕлÿçĕсем ял, йăх историйĕпе çыхăннă кĕнекесем кăлараççĕ. Çак курава йĕркелеме те вĕсем питĕ нумай пулăшрĕç. «13» хисеп экспозицире темиçе хутчен те тĕл пулать. Кунта 13 ял, 13 çын шăпи тата 13 ăсталăх сăнланнă. Телейсĕр хисепрен лайăххине турăмăр. Мĕнле эртелсем пулнине, епле уявсем ирттернине уçса пама тăрăшрăмăр. Этнографи блокĕнче çак тăрăхра пурăнакан чăвашсен çуллахи тата хĕллехи наци çи-пуçĕпе паллашма пулать», — пĕлтерчĕ Дмитрий Валерьевич. Сăмах май, кунта интерактивлă карттă та пур. Кашни яла çутатса пультпа усă курса вĕсем çинчен вуласа пĕлме пулать. Республикăра çакăн евĕрлĕ курав пĕртен-пĕрре. Вăл — Çĕнĕ Шупашкарти çак музейре. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


«Сасă хăпартмастăр, çапах сире итлемесĕр тăма çук»

Çапла каланă Нинель Дмитриевăна ĕçтешĕсем

— Линейка атă кунчинчех çÿретчĕ. Уй-хире тухсан кирек хăш вăхăтра ăна кăларса сухаланă ана тарăнăшне тĕрĕслесе пăхаттăм. Ĕçе çиелтен тума хăнăхман. Ял хуçалăхне ялан аталантарассишĕн ĕçленĕ. Профессие юратни те чуна парса тăрăшма хистенĕ, — каласа кăтартрĕ Чăваш АССРĕн ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Нинель Дмитриева. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче Нинель Петровна Вăрмар районĕнче пурăнакансен пурнăçне, экономикине, культурине аталантарассишĕн нумай вăй хунă. Хăйĕн ĕçĕн кашни тапхăрĕнче сахал мар ыйту татса панă, çитĕнÿсем тунă. Вăл тăрăшнипе те район çĕкленнĕ. Ырă ĕçĕсене кура Нинель Петровна чыса, халăх хисепне тивĕçнĕ.

Чун туртнипе

Нинель Петровна Свердловск облаçĕнчи Туринск хулинче çуралнă. Хăй вăхăтĕнче шăпа вĕсен çемйине çав тăрăха илсе çитернĕ. Çемьере виçĕ ывăлпа пĕр хĕр çуралнă. Нинель Петровна çур çулта чухне ашшĕ çĕре кĕнĕ. Тăватă ачапа тăрса юлнă мăшăрĕ тепĕр çулталăкран тăван тăрăхне, Красноармейски районне, куçса килнĕ. — Чатукасси шкулĕнче вĕрентĕм. Анне Шупашкарта сĕтел-пукан фабрикинче ĕçлетчĕ. Кашни кун киле çÿретчĕ. Кил хуçалăхĕнчи ĕçсене пиччесем пурнăçланă. Аннен аппăшĕ пулăшатчĕ. Унăн мăшăрĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ кунĕ умĕн çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче вилнĕ. 28 çулта упăшкисĕр юлнă хĕрарăм текех качча тухман. Анне ирех тухса кайса каçхине çеç таврăнатчĕ. Çав вăхăтра пире кунĕпе аппа пăхнă. Мĕн ачаранах колхозра ĕçлесе ÿсрĕмĕр. Тен, çавăнпах агроном профессине килĕштертĕм, — каласа кăтартрĕ Нинель Дмитриева. Амăшĕ пĕртен-пĕр хĕрне агронома ярасшăн пулман, повара вĕрентессишĕн çуннă, çемье те, ачасем те тутă пулаççĕ тесе вĕрентнĕ. Хăй йывăр пурнăçпа нушаланнăран çапла шухăшланă ĕнтĕ. Анчах Нинель Петровна чун туртнă специальноçа алла илме ĕмĕтленнĕ. Шкул саккипе сыв пуллашсан Шупашкарти ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ.

Çамрăксене яла хăварнă

— Студент чухнех ÿсен-тăран ĕçĕн кафедрине аслă лаборанткăна ĕçлеме илчĕç. Унтан наукăн кĕçĕн сотрудникне куçарчĕç, хыççăн наукăн аслă сотрудникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыма шанчĕç. Институтăн хăмла лаптăкĕ пурччĕ. «Симĕс ылтăн» ÿстереттĕмĕр. Кафедра çумĕнче наукăпа тĕпчев секторĕнче сăнавсем ирттереттĕмĕр. Производство опытне тухма Вăрмар районне каймалла пулчĕ. Унта вун тăватă хуçалăхран кашниех хăмла ÿстеретчĕ. Мана «Россия» совхоза ячĕç. Специальноç питĕ килĕшетчĕ, çавăнпа вĕренме те çăмăлччĕ. Студент пурнăçĕ те кăсăклăччĕ. Институтра ĕçлекенсен пултарулăх ушкăнне юрлама çÿреттĕм. Сцена çине пĕччен те тухаттăм. Драмкружока та каяттăм. Шкулта чухнех спортпа туслăччĕ, институтра та йĕлтĕрпе ярăнса ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнаттăм, — çамрăклăхне аса илчĕ АПК ветеранĕсен председателĕн заместителĕ. «Россия» совхозра практикăра чухне вăл пулас мăшăрĕпе Николай Александровичпа паллашнă. Салтака кайса килнĕ каччă комсомол организацийĕн секретарĕнче ĕçленĕ. Виçĕ студенткăна, икĕ зоотехникпе пĕр агронома, шăпах Николай Дмитриевсен килĕпе хирĕç хваттере янă. Çамрăксем пĕр-пĕрне куç хывнă. Каччă Нинель Петровнăна час-часах кинона йыхравланă. Икĕ çул туслă çÿренĕ хыççăн çемье çавăрнă, комсомолла туй кĕрлеттернĕ. Николай Александровича Шупашкара парти шкулне вĕренме янă. Çамрăксене ялта хăварассишĕн тăрăшса совхоз ертÿлĕхĕ ăна — ял канашĕн председательне, Нинель Петровнăна совхозăн иккĕмĕш уйрăмĕн агрономне лартнă. <...>

Елена ЛУКИНА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.