Хыпар 123 (28151) № 31.10.2023

31 Окт, 2023

Уява мĕнле кăмăлпа кĕтсе илеççĕ?

Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне республикăра чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче паллă тăвĕç, уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетĕç.

Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енри ял хуçалăх организацийĕсемпе пысăк хресченфермер хуçалăхĕсенче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем 973093 тонна ªтасатиччен шута илниº е пĕлтĕрхинчен 32213 тонна çеç сахалрах пухса кĕртнĕ. Çав шутра округсенче ªтоннаº: Улатăр — 95121, Елчĕк — 83325, Канаш — 69243, Çĕрпÿ — 68808, Вăрнар — 66117, Вăрмар — 58112, Патăрьел — 55697, Пăрачкав — 52294, Етĕрне — 47832, Муркаш — 42690, Красноармейски — 42564, Комсомольски — 41459, Шупашкар — 38676, Шăмăршă — 34360, Куславкка — 34241, Йĕпреç — 29980, Тăвай — 29390, Элĕк — 25980, Сĕнтĕрвăрри — 25968, Çĕмĕрле — 15946, Хĕрлĕ Чутай — 15291. Çĕртме-утă уйăхĕсенче, вегетаци тапхăрĕ пынă чухне, культурăсене нÿрĕк çитмерĕ пулин те республикăра пуçтарса илни иртнĕ çулхинчен нумай сахал мар. Уй-хир ĕçĕ çăмăллăн пулса пымарĕ. Шăрăх аграрисене сиен кÿнĕрен Канаш, Комсомольски, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар, Елчĕк округĕсенче чрезвычайлă лару-тăру туса хума тиврĕ. Çанталăк типĕ тăнăран çĕртме уйăхĕнче ял ĕçченĕсем 2010 çул таврăнасран сехĕрленме тытăнчĕç. Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче Йĕпреç, Куславкка, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Комсомольски, Муркаш, Çĕрпÿ округĕсен администрацийĕсен ял хуçалăх пайĕсен ертÿçисем редакцие тăпран тымар шайĕнчи нÿрĕк виçи пĕчĕкленсе юлнине, çумăр çывăх кунсенчех çумасан культурăсем аптăрама пуçлассине пĕлтерчĕç. Çĕртме уйăхĕнчи шăрăха лайăхах чăтса ирттерчĕç, хуçалăхсен ертÿçисемпе агрономĕсем утă уйăхĕн пĕрремĕш эрнинче вара вĕсене сехмет кĕтсе тăнине ăнланса илчĕç. Чăвашгидрометеоцентр пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи çу уйăхĕнче нÿрĕк 2022 çулхи çав хушăринчен сахалрах ÿкнĕ пулин те кĕрхисене вегетацие лайăх пуçлама, çурхисене çу уйăхĕнчех шăтма май пачĕ. Ку çеç мар, çуркунне илсе юлнă вăй вĕсене çĕртме-утă уйăхĕсенчи типпе чăтса ирттерме пулăшрĕ. «Кăçал тухăç пĕчĕкрех пулать», — тесе Михаил Ермошкин, Валерий Долгов, ытти агроном малашлăха курса çĕртме уйăхĕн иккĕмĕш çурринчех каларĕç, прогноз тÿрре тухрĕ. Сăлтавĕ мĕнре-ха? Вăл минерал удобренийĕпе те, агротехникăпа та, çĕр ĕçченĕнчен килекен ытти сăлтавпа та çыхăнман. Удобрени кăçал 2022 çулхинчен ытларах та сапнă. Сергей Артамонов вице-премьер кашни гектар пуçне 50-55 килограмран ªÿсен-тăрана ÿсме кирлĕ паха япалисене шутласанº кая мар хывма ыйтнăччĕ. Çур акине агротехнологие пăхăнса иртнĕ çулхинчен маларах, тăпрара нÿрĕк çителĕклĕ чухне, ирттерчĕç, çум курăкпа сăтăрçăсене вăхăтра пĕтерчĕç. Сăлтавĕ вĕсенче те мар. Ăçта? Ăна Чăвашгидрометеоцентрăн пай ертÿçи Марина Китарьева уçăмлатма пулăшрĕ. <...>

Юрий СЕРГЕЕВ

♦   ♦   


Камсем вĕсем, ача-пăча литературине аталантаракансем?

Çыракан çын яланах пичетленме, хайлавне вулакан патне çитерме ĕмĕтленет. Вырăсла шăрçалакансем валли тĕрлĕ хулăн журнал чылай. Чăваш авторĕсен произведенийĕсем вара «Тăван Атăл» журналта, «Çамрăксен хаçачĕпе» «Чăваш хĕрарăмĕнче» тата район хаçачĕсенчи ятарлă страницăсенче кун çути кураççĕ. Çав вăхăтрах Чăваш кĕнеке издательстви те çулсеренех тематика планĕпе килĕшÿллĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ вун-вун кăларăм пичетлет, вăл шутра – тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем валли те. Паллах, хальхи вăхăтра писательсем хăйсем тĕллĕн те кĕнеке кăларма пултараççĕ, анчах ку пĕртте йÿнĕ мар. Хайлавсене кун çути кăтартма ирĕксĕрех тĕрлĕ мел е спонсорсем шырама тивет. Кирек мĕнле пулсан та кĕнеке кăларас шухăшлисем тÿрех типографисене çул тытаççĕ. Унта вара мĕн йăтса пынă, çаплах пичетлесе параççĕ – редакцилемесĕр, юсаса илемлетмесĕр… Çапла майпах ачасем валли ÿкерчĕксемсĕр, пахалăхсăр кăларăмсем тухаççĕ. Ара, ÿнерçе тÿлемелле, ку каллех кĕнеке хакне ÿстерет-çке

Пуйтарать, хавхалантарать

Телее, ÿсекен ăрăва лайăх литературăпа тивĕçтерессине патшалăх шайĕнчех тимлĕх уйăраççĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи çĕртмен 16-мĕшĕнче кăларнă йышăнупа килĕшÿллĕн çулсеренех ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен конкурсĕ иртет. Пĕтĕмлетÿ тăрăх, виçĕ ал çыру çĕнтерÿçĕ пулса тăрать. Вĕсене виçĕ номинацире палăртаççĕ: «Шкул çулне çитменнисем тата кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли çырнă хайлав», «Вăтам классенче вĕренекенсем валли çырнă хайлав», «Аслă классенче вĕренекенсем валли çырнă хайлав». Мала тухнă авторсене укçан хавхалантараççĕ, ал çырăвĕсене Чăваш кĕнеке издательствинче пичетлесе кăлараççĕ, республикăри вулавăшсене çитереççĕ. Писательшĕн чăннипех те пысăк савăнăç темелле. Кăçалхи ăмăртура Марина Карягина, Владислав Николаев тата Улькка Эльмен ĕçĕсем чи лайăххисем пулнине маларах пĕлтернĕччĕ. Ку таранччен конкурс вун икĕ хутчен иртнĕ. Çак хушăра камсем палăрнă-ха унта? Çĕнĕ ятсем çуталнă-и? Камсем хак параççĕ ал çырусене? Библиотекăсен çÿлĕкĕсем çинче камсен кĕнекисем тăраççĕ, вулакансем вĕсене мĕнле йышăнаççĕ? Çак ыйтусене хамăрăн кĕске тишкерÿре хуравлама тăрăшăпăр.

Мĕнрен пуçланнă?

2012 çулта Сергей Павловпа /«Шупашкар кулачĕ», вăтам классенче вĕренекенсем валли/ Галина Матвеева /«Чăваш», аслă классенче вĕренекенсем валли/ пĕрремĕш çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Шел те, ун чухне кĕçĕн çултисем валли тивĕçлĕ хайлав тупăнман пулас никама та палăртман. Пуçласа конкурса вун ултă автортан вун çичĕ ĕç килнĕ. 2013 çулта, ахăртнех, ĕçтешĕсен çитĕнĕвĕпе хавхаланса, вун тăхăр çыравçă çирĕм çичĕ ал çыру /конкурс историйĕнче чи нумаййи/ тăратнă. Чи маттуррисем Арсений Тарасов /«Чăваш кĕпи»/, Геннадий Кириллов /«Пушмак тасатакан виçĕ арçын ача»/ тата Елен Нарпи /«Пăрлă шыври хĕвел пайăрки»/ пулнă. 2014 çулта ăнтăлу кăштах сĕвĕрĕлнĕ: вун тăватă автортан çирĕм икĕ ĕç килнĕ. Александр Михайлов /«Тĕлĕнтермĕш тăван ен»/, Иван Тенюшев /«Йăпăрйăпăр шăванка тата кăлтăр-кăлтăр кульăк»/, Римма Прокопьева /«Пĕртен-пĕр юр пĕрчи»/ мала тухнă. 2015 çулта ăмăртăва вун икĕ çыравçă çеç хутшăннă, вĕсем пĕрер ĕç тăратнă. Лару-тăру çапла хăвăрт лакса ларнине мĕнпе ăнлантарма пулать? Пирĕн писательсен çырма вăхăт çитсе пымасть е урăх сăлтав пур-ши? Сăмах май, конкурс ĕçĕсене камсем хак панине йĕркелÿçĕсем пысăк вăрттăнлăхра упраççĕ. Положенире вĕсен ячĕсене тупаймăр. Танлаштарма: Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотеки хăй ирттерекен «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» литература конкурсĕн жюри членĕсене уççăнах пĕлтерет. Тен, ку укçа-тенкĕпе çыхăннă? Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн хайлавĕсене коллективлă сборника çеç кĕртеççĕ, мала тухни вĕсен кĕсйи-енчĕкне нимĕн чухлĕ те хулăнлатмасть.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Унра çунакан çулăм ыттисен чĕринче чĕрĕлтĕр

Пĕтĕм Раççейри «Лиффт» VII литература фестивалĕнче Марина Карягина поэт «Ылтăн лауреат» ята тивĕçнĕ. Çавăнпах сумлă фестиваль çитес çул Чăваш Енре иртĕ. Кăçал вара тĕрлĕ тăрăхра пурăнакан çыравçăсем Хусана пухăннă.

Фестивальте Александр Куприн режиссерăн «Амфистроф. Встречное течение» фильмне сÿтсе явнă. Ку ĕçре ят-сум çĕнсе илнĕ чăваш поэчĕн Марина Карягинăн пултарулăхĕпе паллаштарнине аса илтерес килет. Сăмах май, ăна Шупашкарта иртекен кинофестивальте те кăтартнăччĕ. Ун çинчен «поэзи анинче çĕнĕ çул хывакан» теме те пулать. Мĕншĕн тесен тĕнче поэзийĕнче амфистроф çыракан урăх çук. Çав жанрпа çуралнă унăн сăввисем сулахайран сылтăмалла та, сылтăмран сулахаялла та вуласан тарăн шухăшлă пулса тухаççĕ. Марина Карягина пĕр самантрах кĕске амфистроф шăрçаларĕ. Ăна çамрăк сăвăçа Таниял Элкее халалланине палăртрĕ.

«Хут — ана: каласа тухатла!

Ту çинелли — пĕр çул: уç!

/Вĕçĕнчен пуçламăшнелле вулатпăр/

Çул уçрĕ пиллени.

Çутал та ху тасал, Акана тух!»

Марина Карягина çыракан палиндромра йĕркесем малтан та, хыçалтан та пĕрешкел вуланаççĕ пулсан амфистрофра шухăшĕ улшăннине, пĕр текстрах икĕ хайлав пулса тухнине çак тĕслĕх те çирĕплетет.

«Амфистроф — чăннипех тĕлĕнтерекен жанр. Тĕнче поэзийĕнче кун пек çыракан хальччен пулман», — тенĕ фестиваль йĕркелÿçи, Евразири халăхсен ассамблейинчи литература канашĕн ертÿçи, Пĕтĕм тĕнчери писательсен «WOW» организацийĕн президенчĕ Маргарита Аль. Хусанти Айрат Бик-Булатов поэт Марина Карягинăна Шупашкарти «ГолосА» фестивальте пуçласа илтнине, вăл шухăш хăвачĕпе такама та тĕлĕнтерме пултарни пирки пусăм туса каланă. Марина Карягинăна «Лиффт» ялавне панă. Малтанхи çулсенче фестивале Мускавра, Крымра, Сочире, Тюменьте, Ĕпхÿре, Бакура, Турцире, Египетра йĕркеленине каласа хăвармалла.

«2002 çулта педуниверситетра литературоведенипе пĕлÿ паракан Виталий Станьял студентсем валли вĕренÿ кĕнеки хатĕрлетчĕ. Жанрсен тĕслĕхĕсем пирки çырса кăтартмашкăн тĕллев тытнăскер манпа çыхăнчĕ. «Палиндром çинчен калас килет, анчах Чăваш Енре ку жанрпа çырмаççĕ. «Санăн çук-и?» — тесе ыйтрĕ. «Çук», — хурав патăм. «Çырсан шăнкăравла», — терĕ», — аса илчĕ Марина Федоровна. Виталий Петрович унăн хăватне шанниех çĕнĕ жанрпа ĕçлеме хавхалантарни куçкĕрет. «Пĕррехинче çырнă чухне курах кайрăм: çав йĕрке кутăнла вуласан пач урăх шухăша пĕлтерет, анчах шÿтлĕ йĕрке пулса тухрĕ. Умĕнчен пăхсан – философиллĕ шухăш. Маншăн çакă чуна çывăхрах пулчĕ, мĕншĕн тесен эпĕ — шÿт çыракан мар. Палиндром жанрне те вăйă тесе каланине йышăнаймастăп», — калаçăва тăсрĕ поэзи тĕнчинче хăйĕн çулне тупнăскер. Хăйне евĕрлĕ жанрлă сăвăра та йăлана кĕнĕ формăпа çырнă чухнехиллех тарăн шухăш çырăннине палăртать вăл. Çав вăхăтрах ирĕклĕн тертленмесĕр кашни йĕркене сыпăнтарнине калать. «Палиндром, амфистроф çырма мана ансатрах та. Издательствăра редактор шухăша вăйлатас тесе ахаль сăвă сăмахне улăштармашкăн сĕнме пултарать. Унта вара сăвăри пĕр сăмаха та улăштараймăн», — ăнлантарать сăмах ăсти. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА

♦   ♦   


«Çамрăксен фестивалĕ пурнăçа ăнланма май парать»

РФ Президенчĕ Владимир Путин 2024 çулта Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен фестивальне Раççейре ирттересси çинчен Указ кăларчĕ. Унăн йĕркелÿ комитетне, йышĕпе президиумне çирĕплетнĕ. Фестиваль ăнăçлă, усăллă иртессе шанатпăр. Çĕршывра çавнашкал форум пĕрре çеç мар пулнă. Вĕсене аса илер-ха.

Урамсенче — пин-пин чечек

Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен VI фестивалĕ 1957 çулхи утă-çурла уйăхĕсенче Мускавра «Тăнăç пурнăçшăн тата туслăхшăн» чĕнÿпе иртнĕ. Унта 131 патшалăхран 34 пин çамрăк хутшăннă. Вăл çамрăксемшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Форум Никита Хрущев пĕрремĕш секретарĕн ирĕклĕ шухăш тапхăрĕпе тÿр килнĕ, çамрăксем хăйсен шухăшне уççăн каланипе палăрнă. Чикĕ леш енчен килнисем пирĕн делегатсемпе, Мускав çыннисемпе çăмăллăн хутшăнса калаçнă, вĕсене Хăрушсăрлăх комитечĕ йĕрлемен. Хăнасем Мускав кремльне, Горький паркне, паллă ытти вырăна кĕрсе курнă, пурĕ 800 ытла мероприяти ирттернĕ. Фестивале Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче çуралнă, шкулта ачасене географи вĕрентнĕ Вингер Митта та хутшăннă. Форумран таврăнсан «Коммунизм ялавĕ» ªхалĕ — «Хыпар»º хаçатра çапла аса илнĕ: «Туслăх — Çĕр чăмăрне — илем, этемлĕхе телей кÿрекен хăватлă туйăм! Вăл фестивальшĕн сиплĕ сывлăш евĕрех пулчĕ. Чăваш делегацине Мускав «Хапăл тăватпăр!» сăмахсемпе кĕтсе илчĕ. Урамсенче — пин-пин шурă чечек, салтак тÿми текенни, фестиваль ялавĕпе эмблеми, шурă, сарă тата хура ÿтлĕ савăнăçлă çынсем. Пурте кăшкăраççĕ: «Тăнăç пурнăçшăн! Туслăхшăн!» Акă, эпир — Хĕрлĕ тÿремре, халăх вĕçĕмсĕр талкăшать. Авă, мăйĕнчен çÿхе тутăр уртнă çамрăк, кăкăрне значок çакса тултарнăскер, Чехословаки ялавне вĕлкĕштерет. «Ăна хамăр значока парнелер мар-и?» — ыйтатăп Чăваш ял хуçалăх институчĕн студентĕнчен Алешăран. Прага çамрăкĕн кăкăрне вăл республикăри çамрăксен фестивалĕн значокне çирĕплетрĕ. Хыççăн ыталашсах пĕр-пĕрне ырă сунчĕç. Юнашарах, тепĕр ушкăнра, — Данирен килнĕ хăна. «Ганс Христиан Андерсен, туслăхшăн! — терĕм ăна. — Хăйĕн чĕлхипе тем каларĕ, çырма пăрахсах алла чăмăртарĕ. «За дружбу!» — терĕ вырăсла. Кремльте Египет делегацийĕпе тĕл пултăмăр. Вĕсен экскурсовочĕ чăвашсене патшалăхĕн ялавне, Гамаль Насер президент сăнне парнелерĕ. «Русские — наши братья!» — терĕ. Каçхине Манеж тÿремĕнче манифестаци иртрĕ. Унта хутшăннисем харăсах: «Çĕр çинче туслăх тата тăнăç пурнăç пултăр!» — терĕç». <...> 

Юрий МИХАЙЛОВ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.