Асăрханни чире сиплессинчен ансатрах
2025 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен Раççей Федерацийĕн территорийĕнче çĕнĕ «Вăрăм тата хастар пурнăç» наци проектне пурнăçа кĕртнĕ май «Кашнин валли сывлăх» федераци программине пуçарнă.
Унăн тĕллевĕ — сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче сарасси, çавăн пекех диспансеризаци тата профилактика тĕллевĕпе ирттерекен медицина тĕрĕслевĕ йĕркелесси. Çак мерăсене пула чĕрепе юн тымарĕн тытăмĕсен, сахăр диабечĕ, усал шыçă тата ытти чир аталанас хăрушлăха вăхăтра тупса палăртма май пур. Çак чирсене профилактика туни пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен асăрхаттарни вĕсене сиплессинчен ансатрах. Организм тăрăмне тăтăшах тĕрĕслени ĕмĕре тăсма тата йывăр чирсенчен хăтăлма май парать.
Диспансеризаци вăл — профилактика мероприятийĕсен комплексĕ. Вĕсен пурте пĕр тĕллев — этемĕн пĕтĕмĕшле сывлăхне хаклас, çавăн пекех малтанхи тапхăрти йывăрлăхсене, вăрахчен сисĕнмесĕр иртекен тата палăрма ĕлкĕреймен чир-чĕре, тупса палăртасси. Чылай чухне вĕсене кая юлса, сиплев тухăçлăхĕ чылай чакнă тапхăрта, тупаççĕ. Чире вăхăтра тупса палăртни вара ăна аталанма памасть.
Диспансеризаци программи Раççейре 2013 çулта старт илнĕ. Ăна обязательнăй медицина страхованийĕн тытăмĕнче пурнăçлаççĕ. Эппин, Раççей çыннисем диспансеризацие ОМС полисĕпе тӳлевсĕрех тухма пултараççĕ. Диспансеризаци иртмелли тапхăр ӳсĕмрен килет. 18-39 çулсенчи çынсен кашни виçĕ çулта диспансеризаци тухмалла. 40 çултан пуçласа вара — кашни çулах.
Сывлăх канăçсăрлантармасан е вăраха кайнă чир çук пулсан та диспансеризацие ОМС полисĕпе иртмелле. Çул çитнĕ граждансем ăна вырăнти медицина организацийĕнче, сывлăх центрĕнче тата поликлиника çумĕнчи диспансеризаци пӳлĕмĕнче, врач амбулаторийĕнче, фельдшерпа акушер пунктĕнче тухаççĕ. Гражданин миçе çулта тата арçын е хĕрарăм пулнине кура тĕпчевсемпе тĕрĕслевсен йышне уйăраççĕ. Диспансеризаци тухмалли документсем — паспорт тата ОМС полисĕ.
Диспансеризаци ирттернĕ май Патшалăх гарантийĕн программине çĕнĕлĕх кĕртнине аса илтеретпĕр.
2024 çултан пуçласа йăха тăсма пултармалли ӳсĕмри /18-49 çулсенчи/ хĕрарăмсемпе арçынсем профилактика медицина мероприятийĕсем иртнипе пĕрлех, çулĕсене кура, хăйсен репродуктивлă сывлăхне хаклакан диспансеризаци иртме пултараççĕ. Çак тĕрĕслевĕн тĕп тĕллевĕ — чир паллисене асăрхасси е ача çуратассине япăх витĕм кӳме пултаракан чир-чĕре тупса палăртасси.
Унсăр пуçне 2024 çултан пуçласа диспансеризаци вăхăтĕнче 25 çултан аслăрах граждансем пурте 10 çулта пĕр хутчен С гепатитран тĕрĕсленмешкĕн анализ тӳлевсĕр пама пултараççĕ.
Коронавирус инфекцийĕпе чирлесе ирттернĕ граждансем валли анлăрах диспансеризаци программи пурри çинчен те аса илтеретпĕр. Вăл 2021 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлет. Хушма тĕрĕслевсем кĕртекен анлă çак программа çын организмĕнче улшăнусем пуррине тата чирлеме пултараслăха сирме пулăшать.
Диспансеризаци шутне кĕрекен, юлашки 12 уйăхра иртнĕ медицина тĕпчевĕсен докуменчĕсене хăвăрпа пĕрле илĕр. Вĕсене диспансеризаци иртнĕ чухне шута илеççĕ, унсăр пуçне çак документсем диагностика процесне хăвăртлатаççĕ тата тухтăра малашнехи тĕрĕслеве е сиплес хăвăртлăха палăртма май параççĕ.
Енчен те гражданинăн кăçал диспансеризаци иртме çул çитмен, анчах вăл хăйĕн сывлăхне питĕ тĕрĕслесшĕн тĕк — ăна саккунпа пăхнă ытти майпа тума пулать. Сывлăха сыхламалли майсенчен пĕри — профилактика медицина тĕрĕслевне тăтăшах ирттерни. Вăл диспансеризацин малтанхи тапхăрĕпе танлашать. Профилактика тĕрĕслевне çулталăкра пĕр хутчен иртмелле. Çав вăхăтрах медтĕрĕслеве те, диспансеризацие те пĕр вăхăтрах тухма юрамасть.
Ĕçлекен граждансем 2024 çултан пуçласа диспансеризацие хăйсем вăй хуракан предприятисенчех, студентсем вара вĕрентӳ организацийĕсенчех тухма пултараççĕ. Çакна тума ку е вăл организаци ертӳçин суйласа илнĕ медицина организацийĕпе килĕшӳ тумалла тата ĕçченсемпе студентсене диспансеризаци иртме условисемпе тивĕçтермелле. Ĕç вăхăтĕнче диспансеризаци тухма тепĕр чухне вăхăт çук. Çак тĕллеве пурнăçлама ĕçлев саккунĕпе килĕшӳллĕн граждансене ĕç вырăнне, вăтам шалăва сыхласа хăварса пĕр кун параççĕ.
Пенси умĕнхи ĕçченсене /60 çултан аслăрах арçынсене, 55 çултан иртнĕ хĕрарăмсене/ çулталăкра çакăн пек канмалли икĕ кун пама пултараççĕ. Çавна май датăна кăтартса ĕç паракан ячĕпе заявлени çырмалла.
Çакна асра тытмалла: медтĕрĕслевре пулнине ĕçченĕн документпа çирĕплетмелле. Çавна май диспансеризаци тухнă медицина организацийĕнчен справка илмелле, ăна ĕçпе тивĕçтерекене памалла. Енчен те ĕçчен çак кун диспансеризаци тухман тăк ăна çитес çул кану кунĕпе тивĕçтермеççĕ. 75 çултан аслăрах çынсем тата сывлăха пула куçса çӳресси чăрмавлă граждансем диспансеризацие килĕсенче тухма пултараççĕ.
Чăваш Енĕн ОМС территори фончĕ халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарас тĕллевпе тата инвалидлăхăн, вăхăтсăр вилеслĕхĕн тĕп сăлтавĕ пулса тăракан, вăраха тăсăлакан инфекциллĕ мар чирсенчен асăрханас енĕпе информаци ĕçне аталантарать. Çавна май çулсерен ятарлă буклетсем хатĕрлет, вĕсене республикăри медицина организацийĕсене валеçет.
Профилактика ĕçĕсене пула хальхи пурнăçра инфекциллĕ мар чирсенчен чылайăшĕ аталанассине сирме кăна мар, вĕсене пула çынсем инвалида тухассине чакарма та пулать. Диспансеризаци тухни пысăк пĕлтерĕшлĕ, вăл çыннăн пурнăçĕнче сывлăх тĕлĕшпе мĕнлерех хăрушлăхсем пуррине палăртать /сăмахран, тĕрĕс мар апатланни, сиенлĕ йăласем/ тата вĕсем малашне мĕн патне илсе пырассине уçса парать. Çакна астумалла: сывлăхшăн тăрăшасси кашни çыншăн, пĕтĕм çемьешĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулмалла. Диспансеризаци сывлăх тĕлĕшĕнчи çивĕч ыйтусене малтанхи тапхăрсенче тупса палăртма, пурнăç йĕркине врачсем сĕннипе кăштах улшăнусем кĕртме тата чирсене профилактика тума май парать. Эппин, хамăр сывлăхшăн, пирĕн çывăх çынсен сывлăхĕшĕн эпир хамăрах яваплă.
Ульяна ПЧЕЛКИНА, Чăваш Енĕн ОМС территори фончĕн ĕçченĕ.
Комментировать