Хыпар 46 (28363) № 27.06.2025
Кузнецовсен пахчи савăнтарать
Пĕр çулхине отпуск вăхăтĕнче Александрпа Надежда Кузнецовсем Муркаш тăрăхĕнчи юлташĕсем патне хăнана кайнă, вĕсен куçа илĕртекен çĕр çырли анине курса савăннă. Çакăн хыççăн мăшăр çутă ĕмĕтпе çунатланнă. Мĕншĕн çуллахи кану вăхăтĕнче ĕçлесе пăхас мар? Çитменнине, педагог-юлташĕсем чылай вăрттăнлăхпа паллаштарнă, ырă сунса çак ĕçе пуçăнса пăхма сĕннĕ. Мĕнех, куç хăрать те алă тăвать! Малтан Тăвай округĕнчи Тăрмăшри килти çичĕ сотăй çĕр çинче çырла çитĕнтерме тĕв тунă Кузнецовсем, майĕпен сĕтеклĕ çимĕç лаптăкĕ ӳссех пынă. Ялти юлташĕпе пĕрле Лачкасси çумĕнчи çĕре арендăна илнĕ.
Хĕвелпе выртса хĕвелпе вăранаççĕ
Александрпа Надежда Кузнецовсем халь кашни кану кунĕнче Тăвай округĕнчи Тăрмăша васкаççĕ, çуллахи вăхăтра ялтах пурăнаççĕ. Акă вун пĕр çул ĕнтĕ вĕсем çĕр çырли çитĕнтерме тытăнни. Лайăх тухăç илес тесен йăран çинче нумай тăрмашмалла. Юр кайса пĕтсен ĕçĕ пуçланать те мĕн çĕр шăничченех. Çырли вăрманти, çырмари пек мар çав, хăйне хăй çитĕнмест. Çу тăршшĕпе миçе хутчен çумламалла, кăпкалатмалла, йăрансен хушшине улăм сармалла, сухалне касмалла, пиçсен вăхăтра татма ĕлкĕрмелле, çав вăхăтрах калча та хатĕрлемелле… Çырла ани çине им-çам пачах сапмаççĕ. «Хими препарачĕ валли пирĕн укçи-тенки те, вăхăчĕ те çук», — терĕ ăшшăн кулса Александр Валерьянович. Кузнецовсен пахчи ятпа палăрнă лаптăк халь самай пысăк — 3 гектар таранах. 1 гектарне сĕтеклĕ çĕр çырли йышăнать. Ыттине хальлĕхе кантараççĕ. Вун-вун тĕрлĕ сорт ӳстереççĕ Александр Валерьяновичпа Надежда Михайловна. Пĕри тепринчен шултрарах та пылакрах. Мĕн тĕрли кăна çук пулĕ. Тĕслĕхрен, Азия, Полка, Мурано, Сан-Андреас, Кама, Гармония, Чамора Туруси тата ытти те. Ывăлĕсем Максимпа Руслан, Александрăн амăшĕ Валентина Николаевна — çулла çитсен иртен пуçласа каçченех çĕр çырли йăранĕсем çинче. Çак пархатарлă ĕç вĕсене чăннипех те киленӳпе савăнăç кӳни вĕсен телейпе çиçекен сăн-питĕнченех палăрчĕ. Паллах, çырла ӳстересси ансат мар. Ыйхă пирки те манма тивет. Çуллахи кунсенче хĕвелпе выртса хĕвелпе вăранма хăнăхнă вĕсем. Александр мĕн ачаран çĕр ĕçне юратнине туйса амăшĕ Валентина Николаевна çитĕнсен, тен, яла юлĕ, çурт лартĕ тесе ун валли çĕр те илсе хунă пулнă. Çапах та ывăлĕ хулара тĕпленсен те — пĕрмаях Тăрмăшра. Амăшĕ тунсăхлама та ĕлкĕреймест — çемье çывăх çынни патне эрне вĕçĕнче килсе те çитет. Ашшĕ вырăнне Александр пĕчĕккĕллех ашшĕсĕр юлнă. Çывăх çынни пурнăçран уйрăлнă чухне арçын ача пĕрремĕш класра кăна вĕреннĕ. Йăмăкĕ Люда ултă çулта пулнă, кĕçĕнни Сергей иккĕре çеç. Хуçалăхри мĕн пур ĕçшĕн çемьере асли яваплă пулса тăнă: пĕчĕккĕллех суха пуç тытнă, кĕтӳ кĕтнĕ, амăшĕпе пĕрле хирте выльăх кăшманне çум курăкран тасатнă. Çавăнпах Валентина Николаевна мăнукĕсен умĕнче Александра яланах тĕслĕх вырăнне хурса калаçать: «Аçăр сирĕн çулта чухне ним мар пĕр машина вутă çурса, купаласа хуратчĕ». Арçын ача çемьере ашшĕ çукки ан сисĕнтĕр, амăшĕ çакна ытлах ан туйтăр тесе те çапла тăрăшнă. Аслăрах классенче пушшех те, ăна нимле ĕç те хушмалла пулман. «Çырла çинче ĕçлесе канатпăр эпир. Вăл пире киленӳ кӳрет. Ачасемпе, мăнуксемпе пĕрле кун иртнине те сисместĕп, йышпа ĕçлеме мĕн тери хаваслă. Ак çырла вăхăчĕ иртет те пурте пĕрле канма кайса килетпĕр. Ачасем Раççейĕн илемлĕ регионĕсене килĕштереççĕ. Чулхулара, Хусанта, Мускавра, Костромара, Сыктывкарта тата ытти чылай çĕрте пулса курчĕç», — кăмăллăн калаçрĕ Валентина Николаевна. Сăмах май, вăл ялти ача садĕнче тата чылай çĕрте ырми-канми тăрăшнă. Виçĕ ачана ура çине тăратмалла-çке. Мăшăрĕ Валерьян Леонидович пурнăçран уйрăлнă чухне кĕçĕнни Сергей икĕ çулта çеç пулнă. Ларма-тăма пĕлмен Валентина Николаевна кăçал 70 çул тултарнă. Хуçалăха çирĕп тытса пырать вăл, пахча çимĕç çитĕнтерет, чăх-чĕп усрать. Мăнукĕсене яланах тутлă апатпа хăналать. Максимпа Руслан асламăшне чăвашла, хитрен, юратса чĕннине илтме питĕ кăмăллă пулчĕ. «Çырла ани çине васкамалла пулин те кукăль-пӳремеч пĕçерме те вăхăт тупатпăр. Пĕри икерче — хăймапа, тепри çырла варенийĕпе çиме юратать», — мăнукĕсем çине пăхса йăл кулчĕ Валентина Кузнецова. Арçын ачасем иккĕшĕ те спортпа туслă. Ялти стадионра вĕсем чухлĕ мечĕк тапса чупакан та çук пулĕ. Каникулсенче пĕрмай Тăрмăшра пурăннăран кунта тусюлташ нумай тупнă. Ялти стадион ача-пăча сассипе кĕрлесе кăна тăрать. Максимпа Руслана Тăрмăшра вĕренекенсем хăйсен тăрăхĕн ачисем пекех йышăнаççĕ. Çиччĕмĕш класс пĕтернĕ Максим пуринчен ытла техникăна кăмăллать. Мотоблок е машина çĕмĕрĕлсен ашшĕпе пĕрле юсать арçын ача. Урапа улăштармалла чухне те айккинче юлмасть. Кунта пуринчен ытла ашшĕн Александр Валерьяновичăн тӳпи пысăк. Арçыннăн пăта çапма пĕлмеллех. Çакна вăл малти вырăна хурса ывăлĕсене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарать. <...>
Елена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
Туризм экспорт аталанăвне те тĕревлет
Икĕ эрне каялла республика урлă иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери «Еврази чĕринчи çул çӳрев» экспедици çинчен, йышăнар, хаçатра тĕплĕн каласа парайманччĕ. Анчах эпир кая юлман, чылай региона, çĕршыва çитме тĕллев лартнă экспедици малалла пырать, экспертсем вăл Чăваш Ен экспортне аталантарас енĕпе пысăк пĕлтерĕшлине пусăм тусах палăртаççĕ те — «Экспорт» кăларăмра унпа туллинрех паллаштарни шăпах вырăнлă.
«Пĕтĕм тĕнчери регионсен интеграцийĕн центрĕ» АНО Раççей Президенчĕн Администрацийĕ, РФ Суту-илӳпе промышленноç палати тата «Росконгресс» фонд пулăшнипе йĕркеленĕ экспедици Чăваш Енпе çыхăнасси республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Дмитрий Краснов унăн «Регионсен экспорт майĕсем. Регионсем пĕрле ĕçлессине аталантарасси» панель сессине хутшăннинчен пуçланчĕ тени вырăнлă-тăр. Республика унта тулашри ĕçтешлĕх тата регионăн экспорт майĕсемпе паллаштарчĕ. Экспедици ют çĕршывсемпе тытакан экономика çыхăнăвĕсене çирĕплетме пулăшнă май «Çĕршывсен хушшинчи коопераци тата экспорт», «Туризм тата тараватлăх» наци проекчĕсен тĕллевĕсемпе пĕр килет. Чăваш Ен хăйĕн экспорчĕн çурринчен ытларах пайне Вăтам Ази çĕршывĕсене ăсатать. Çак шутра чи малтанах — машиностроени, хими, электротехника отраслĕсен, çăмăл промышленноç продукцийĕ, апат-çимĕç, ытти тавар. Çак самант пĕлтерĕшлĕ: пирĕн экспортерсен пысăк пайĕ — пĕчĕк тата вăтам бизнес предприятийĕсем. — Республикăри предприятисен хăйсен продукцине чикĕ леш енне ăсатассипе çыхăннă географие анлăлатмалли майсем пысăк. Калăпăр, эпир ют çĕршывсенчи ĕçтешсене машиностроени, электротехника, хими производствисен продукцине сĕнме пултаратпăр. Чăваш Ен çавăн пекех Раççейĕн релестроени центрĕ шутланать — электротехника кластерĕн предприятийĕсем уйрăм позицисемпе çĕршыв рынокĕн 40% таран пайне йышăнаççĕ, — терĕ Дмитрий Иванович. Инвесторсемшĕн регионăн аграри секторĕ те интереслĕ. Чăваш Ен севок сухан çитĕнтерес енĕпе ăнăçлă ĕçлет, хур ашĕ туса илес енĕпе те пире çитекен çукрах — Раççей рынокĕн 70% патнелле. Вăтам Ази çĕршывĕсемпе килĕштерсе ĕçлемелли малашлăхлă çул-йĕрсен шутĕнче — туризм. «Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ку енĕпе тимлĕ пулнине кура юлашки пилĕк çулта чăваш Ене килекен туристсен юхăмĕ 2,5 хут ӳсрĕ. Пирĕн туризмпа рекреаци ресурсĕсем пуяннине кура туризмăн 16 тĕсне аталантаратпăр. Çав шутра — ял, экологи туризмĕ, çавăн пекех культурăпа, курса çӳрессипе, сиплевпе, вĕренӳпе çыхăннă çул çӳревсене те хапăл», — йыхрав евĕрех янăрарĕç вице-премьер сăмахĕсем. Вăл çавăн пекех çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкарти 15-мĕш экономика форумĕ иртесси çинчен пĕлтерчĕ, экспорт ыйтăвĕ унта та тĕп темăсен шутĕнче пулассине çирĕплетрĕ. «Пирĕн Чăваш Енри çул çӳрев ăшă та тарават йышăнуран, пĕр-пĕрне шанассине тата туслă хутшăнăва йĕркеленĕскертен, пуçланчĕ. Шупашкар пире янкăр хĕвелпе кĕтсе илчĕ — вăл кунта пурăнакансен çутă кăмăлне, тараватлăхне сăнарлать тейĕн. Икĕ кунра эпир Чăваш Енре кунти халăхăн пуян культура еткерĕпе паллашрăмăр...» Ку вара — экспедицие хутшăннисен хаклавĕ. Вĕсем кунта «Культурăсен диалогĕ: вырăс чĕлхи — шанăç инфратытăмĕн никĕсĕ» çавра сĕтел тавра пухăнса та калаçнă. Çавăн пекех хăнасем Раççей Географи обществин çул çӳревçисен интереслĕ историйĕсемпе паллашнă. Шупашкарта Раççейĕн тĕрленĕ карттин, Чăваш наци музейĕсене çитнĕ. Кунта курнин шутĕнче вĕсем чи малтанах чăваш тĕррине палăртаççĕ — эрешсен пĕлтерĕшĕпе кăсăкланнă, вырăнти тĕрĕ ăстисен ĕçне пахаланă. «Ясна» этнопаркра пулни те вăрахлăха асра юлĕ: халăхăн ал ăсталăхĕ, наци тумĕ, музыка инструменчĕсем, халăх йăли-йĕрки — курмалли-тĕлĕнмелли пайтах. «Еврази чĕринчи çул çӳрев» экспедици пилĕк çĕршыва — Раççее, Казахстана, Кăркăсстана, Таджикистана тата Узбекистана — пĕрлештернĕ. Виçĕ теçеткене яхăн машинăран тăракан автоколонна 51 кунра 8 пин ытла километра тăсăлакан вăрăм çула хыçа хăварса 30 ытла хулара пулать, экспедицие 100 ытла çын хутшăнать /ытларахăшĕ — асăннă çĕршывсенчи блогерсем/, вĕсем наука сессийĕсене, бизнес-форумсене, культура мероприятийĕсене, вĕрентӳпе çыхăннă тĕлпулусене хутшăннă. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Чăваш апат-çимĕçне чикĕ леш енче те кăмăллаççĕ
Чăваш Ен «Çĕршывсен хушшинчи коопераци тата экспорт» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн регионăн «Агропромышленноç комплексĕн продукцийĕн экспорчĕ» проекта пурнăçлас енĕпе çине тăрса ĕçлет.
Наци проекчĕ, 2025-2030 çулсем валли палăртнăскер, АПК продукцийĕн экспорчĕн калăпăшне 2021 çулхинчен 1,5 хутран кая мар ӳстермелли, АПШн 73,2 миллион долларне çитермелли тĕллев лартать. Ăна тӳрре кăлармашкăн республикăра экспорта тĕревлемелли комплекслă система йĕркеленĕ, тивĕçлĕ инструментсем хатĕрленĕ. Проекта пурнăçламашкăн асăннă çулсенче федераци укçине уйăрассине пăхман пулин те Чăваш Енре регион проекчĕн паспортне хатĕрленĕ, экспорта ӳстерес тĕллевпе тĕрĕслев кăтартăвĕсене çирĕплетнĕ. 2025 çулта Чăваш Енри предприятисем пĕтĕм тĕнчери куравсене, форумсене хутшăннă. Çав шутра — «ПРОДЭКСПО-2025», «Раççей — ислам тĕнчи: KazanForum 2025». Çулталăк вĕçлениччен хутшăнмаллисем татах пур-ха: «Раççейре туса кăларнă», «World Food Moscow» куравсене, Китайри Чэнду хулинчи, Индири «World Food India 2025» тата Казахстанри Астанари ĕçлĕ миссисене кайма палăртаççĕ. Республикăн ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Волкова пĕлтернĕ тăрăх, экспортăн кăçалхи планпа пăхнă калăпăшĕ 50,4 миллион тенкĕпе танлашать. Кăрлач-çу уйăхĕсенче регионтан чикĕ леш енне агропромышленноç комплексĕн продукцийĕн 9,8 пин тоннине ăсатнă. Ку çулталăк планĕн 30% танлашать. Экспортăн тĕп позицийĕсен шутĕнче — кондитер изделийĕсем, кайăк-кĕшĕк ашĕ, кофе тата чей концентрачĕсем, çу культурисем, севок сухан. Продукци виçĕ теçетке çĕршыва каять. Чи пысăк экспортерсен списокĕнче — Китай, Беларуç, Азербайджан, Таджикистан тата Узбекистан. Республика кондитер тата макарон изделийĕсен, çăнăх, тырă хывăхĕн, алкогольсăр тата спиртлă шĕвексен, аш-какай продукцийĕпе сĕт юрварĕн, çĕр улмин, севок суханăн ытти ĕçме-çиме экспортне ӳстерме палăртать. Паянхи кун регионти АПКри экспорта тĕллев вырăнне хуракан организацисен, чикĕ леш енчи компанисемпе ĕçлемелли шанчăклă та çирĕп килĕшӳсене пурнăçлаканскерсен, йышĕ йĕркеленнĕ ĕнтĕ. Вĕсен списокĕ самай вăрăм: «Акконд», «Мега Юрма», «Чăваштырăпродукт», Шупашкар хулин сĕт, Етĕрнери спирт завочĕсем, «Çĕр улмине мухтав», «Букет Чувашии», «Волга Айс» компанисем, В.Кузнецовăн фермер хуçалăхĕ, А.Хорошавинăн суту-илӳ çурчĕ. Çак ретрех пысăк трейдерсене те асăнмалла: «Смарт Трейд Эм Пи Ти», «Аван», «КМК», ыттисем. Регионăн асăннă проекчĕпе, патшалăхăн «Ял хуçалăхне аталантарасси тата ял хуçалăх продукцийĕн рынокне йĕркелесси» программипе килĕшӳллĕн аграри отрасльне, тирпейлекен промышленноçа пулăшмашкăн кăçал 5,4 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. Çак укçан пĕр пайĕ инвестици проекчĕсене пурнăçлама кайĕ. Çав шутра — экспорт тĕллевлисем: «Мега Юрма» обществăн фермисене, «Чăваштырăпродукт» акционер обществин Канашри элеваторне реконструкцилесси, Шупашкар хулин сĕт заводĕнче кефира савăтсене тултармалли çĕнĕ линисем вырнаçтарасси, «Акконд» кондитер фабрикинче çĕнĕ техника линийĕсене ĕçлеттерсе ярасси, ыттисем. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Чăваш Ен уява çитĕнÿсемпе кĕтсе илчĕ
Етĕрнесен ăнăçăвĕсем савăнтарчĕç
«Вăрман витĕр, уй-хир урлă тăван патне эп васкап...» — юсаса çĕнетнĕ çулпа Шупашкартан Етĕрнене кайнă чухне юрă сăмахĕсем аса килчĕç. Ăна каярах вырăнти сцена ăстисем те янратрĕç. Етĕрнере Республика кунне паллă туни хулана пырса кĕрсенех палăрчĕ. Çакăнта пурăнакансем кашни хăнана ăшă кăмăлпа çывăх тăван пек кĕтсе илчĕç. Вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнмашкăн, çĕнĕлĕхсене чи малтан курмашкăн май килчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Позитив» теплица комплексне уçма хутшăннă май çакăнта çитĕнтерекен продукци çĕршыври лавккасене, çурçĕрти регионсене таранах, çитессе каларĕ.
Çавнашкалах ассортиментне тата пахалăхне лайăхлатса пырассине палăртрĕ. Халĕ икĕ комплекс ĕçлет. Унта салат туса илеççĕ. Пурĕ 10 теплица çĕклĕç. 70 çын валли ĕç вырăнĕ пулĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тата теплица комплексĕн ертӳçи Константин Здоронов продукцие «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» брендпа кăлармашкăн калаçса татăлчĕç. «Етĕрнесĕт» предприятире сĕте хытă хутлă курупкана тултаракан çĕнĕ линие хăтларĕç. Унăн витĕмĕпе пĕр сехетре 4,5 тонна таран сĕте тирпейлеме май пур. Çакă обществăн ĕç хăватне пысăклатмашкăн май парать. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче республикăн 14 округĕнче Олег Николаевăн пуçарăвĕпе «Сывлăх патне тепĕр утăм» проект вăй илчĕ. Каярах ытти муниципалитетри шурă халатлисем те çак ĕçе хутшăнĕç. Чăваш Ен ертӳçи Республика кунĕнче Етĕрнери «Сывлăх пункчĕн» ĕçĕпе паллашрĕ. Етĕрне — пуян историллĕ, туристсене илĕртекен хула. Халĕ унта Чăваш хăмлин музейне те кĕрсе курма пулать. Сăмах май, ăна йĕркелемешкĕн вырăнти бюджетран 5 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Музей ертӳçи Ирина Моисеева ăнлантарнă тăрăх, ку çурт культура еткерлĕхĕн обĕекчĕ шутланать. Ăна вăрманпа ĕçлекен купса Михаил Железнов хăпартнă. Çакăнта хăй вăхăтĕнче лавкка та, кинотеатр та, казначейство та вырнаçнă. «Хăмла çитĕнтерни — республика историйĕпе экономикин курăмлă пайĕ. Музей анлă çула — йăх-несĕлĕн пĕрремĕш утăмĕсенчен пуçласа хальхи ăрăвăн çитĕнĕвĕсем таранах — сăнлать. Хăмла туса илессипе Чăваш Ен Раççейре малта пынине палăртма кăмăллă. Кунта кашниех сайра тĕл пулакан экспонатсемпе паллашмашкăн, сăра вĕретес вăрттăнлăхсене пĕлмешкĕн тата эпир культура еткерлĕхне упраса аталантарнине курмашкăн пултарать», — терĕ Олег Николаев. Ентешĕсене, хăнасене уявпа саламланă май Етĕрне округĕн пуçлăхĕ Станислав Трофимов йăх-несĕле асра тытса аталану çулĕпе çирĕппĕн утнине палăртрĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çакăнта тĕпленнисен пурнăçĕ темиçе çултах лайăх енне улшăннине курма май килни çинче чарăнса тăчĕ. Çĕнтерӳçĕсен йăхĕнчен пулни малалла ăнтăлма хăпартлантарнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Ырă малашлăхшăн халех тăрăшмаллине каларĕ. Çавăн чухне тин çамрăк ăру хăйĕн вырăнне тупма пултарĕ, пулăшу кĕтекене вара тĕрев пама май килĕ. Республика Пуçлăхĕ Раççей Геройне Евгений Борисова ятарлă çар операцийĕнче усă курмашкăн спутник çыхăнăвĕн тытăмне пачĕ. Техника темле йывăр лару-тăрура та ентешсене çыхăнăва тухма пулăшĕ. Етĕрне çыннисене нумай наградăпа чысларĕç. Тĕслĕхрен, Наталья Садовникова «Анне» амăшĕн мухтавĕн паллине тивĕçрĕ. Вĕсем çинчен хăй вăхăтĕнче хамах хаçатра çырнăччĕ. Ултă ачаллă çемье пысăк йышпа сцена çине тухрĕ. Тем тесен те, Садовниковсем уява илем кӳчĕç. «Амăшĕн сăпайлă пулмалла, пепкисемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле, йывăр самантра ывăл-хĕре пулăшмалла», — Наталья Николаевна çавнашкал сĕнӳ пачĕ. Садовниковсем 10 ĕне, сыснасем усраççĕ. Ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхĕпе ачисем те ĕçе хăнăхаççĕ. Университетра, шкулта тăрăшса вĕренеççĕ. Юрра-ташша та ăста вĕсем. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
♦ ♦ ♦
Санпа мана та, ăна та...
Кирек кампа та пулма пултарать, анчах — манпа мар... Телефонпа шăнкăравласа, интернет урлă улталаннă тĕслĕхсем пирки çапла шухăшлакан чылай. Анчах вăл е ку çын ултавран шанчăклă сыхланнă темешкĕн май çуккине çине-çинех пулакан преступленисем çирĕплетеççĕ.
Бухгалтери ĕçченĕсем улталанмалла мар — куллен укçапа ĕçлекенскерсем пĕлмен-палламан çынна шанмаççĕ пек... Анчах вăсем те, авă, сыхланаймаççĕ. Шупашкарта 53 çулти бухгалтеркассир «вăлтана» çакланнă — ултавçăсене 1,5 миллион тенкĕ ытла куçарса панă. Полицирен пулăшу ыйтнăскер хăй каласа панă тăрăх, палламан çын малтан ăна мессенджер урлă шăнкăравланă, СМСпа килнĕ кода пĕлтерме ыйтнă. Энергосбытăн пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерме кирлĕ имĕш. Çав цифрăсене пĕлтернĕ хыççăн — каллех шăнкăрав: финанс мониторингĕн службин ĕçченĕ иккен. Ку хутĕнче те мессенджер урлă çыхăннă арçын хĕрарăм маларах ултавçăпа калаçни çинчен пĕлтернĕ, вăл патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталне кĕме пултарнă май ун ячĕпе кредит илесшĕнмĕн. Çухатуран сыхланас, ултава пӳлес тесен бухгалтерăн укçине «хăрушлăхсăр» шут çине куçармалла... Ӳкĕте кĕртнĕ, хĕрарăм çак сĕнĕве пурнăçласа укçа куçарнă. Çакăн хыççăн тин хăй улталаннине ăнкарса илнĕ. Шупашкартах пурăнакан арçын вара преступниксене шанса машинăсăр юлнă. Улталаннине ăнлансан кăна вăл полицирен пулăшу ыйтнă. Унчен вара «шăплăх режимне» уянă. Ăна та такамсем мессенджер урлă шăнкăравланă, курьер пырасси çинчен каласа СМСпа килнĕ кода пĕлтерме ыйтнă. Арçын никамран та нимĕнле посылка та кĕтмен, апла пулин те телефон çине килнĕ код цифрисене каланă. Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕнчи уйрăм кабинета кĕме кирлĕ тепĕр кода ултавçăсем малтанхи цифрăсем йăнăш пулнă тесе ыйтса пĕлме пултарнă. Кĕçех каллех шăнкăрав янăранă. Ку хутĕнче Федерацин хăрушсăрлăх службин сотрудникĕ имĕш. Вăл хăйĕн умĕн шăнкăравлакансем ултавçăсем пулни çинчен каланă. Вĕсем арçыннăн «Тойота-Королла» автомобильне ярса илесшĕн тесе хăратнă, ăна сутма, çапла майпа çухатуран сыхланма сĕннĕ. Машинăшăн илнĕ укçана вара «сейф ячейкине» хумалла... Çак инструкцие пурнăçласа арçын машина сутса илнĕ 700 пин тенкине çухатнă. Укçине онлайн мелпе куçарма тăнă, анчах банк çапла тăвассине пӳлнĕ. Арçын укçана алăран илес тесе финанс учрежденине хăй кайнă, банк сотрудникĕсемпе калаçнă хыççăн хăй улаталаннине ăнланнă, тинех полиципе çыхăннă. Шупашкар арçынни хăйне такам пăснă тесе шухăшланă та — 1,3 миллион тенкĕ çухатнă. Вăл 40 çула çитнĕ, анчах çемье çавăрайман. Çакăн сăлтавне юмăçран ыйтса пĕлме шут тытнă. «Йăлтах пĕлекен» хĕрарăма интернетра шыраса тупнă. Ăна телефонпа пĕлтерӳре кăтартнă номерпе шăнкăравланă. Линин тепĕр вĕçĕнчи сасă хусахран сăн ӳкерчĕкне ярса пама ыйтнă. Ăна пăхнă хыççăн пĕтĕмлетӳ тунă: сире такам пăснă... Пулăшма пултаратьмĕн — унран хăтармашкăн сĕнĕ. Паллах, ку тӳлевлĕ. Çав хĕрарăма ĕненсе арçын пĕлĕшĕсенчен, микрофинанс организацийĕсенчен кивçен илнĕ — юмăçа 1,3 миллион тенкĕ ытла куçарса панă. Хĕрарăм çак укçан пĕр пайне кайран тавăрса пама шантарнă. Хăйĕн пултарулăхне ĕнентерме масар çинче çурта çутса ирттернĕ «сиплев сеансĕн» видеоӳкерĕвĕсене те ярса панă. Вĕсене пăхнă хыççăнах телефонран тасатмалли пирки асăрхаттарнă, унсăрăн пăсни татах вăй илет имĕш. Сеанссем вĕçленнĕ, «икĕ эрне усă курма юраман» укçана тавăрмалли вăхăт çитнĕ те — юмăç çухалнă, телефонне тытма пăрахнă. Арçын тин хăй улталаннине ăнланнă — полицие утнă. Ултавçăсем анлăн усă куракан мел — инвестици шучĕпе укçа хывма сĕнесси. Шел те, çăмăллăнах тупăш илес кăмăл тыткăнне нумайăшĕ лекет. Шупашкар хулин шалти ĕçсен управленийĕнчен 42 çулти хĕрарăм пулăшу ыйтнă. Хăй каланă тăрăх, вăл интернетри паллашу сайтĕнче пĕр арçынпа çывăхланнă — унпа темиçе кун çыру çӳретнĕ. Çамрăк çын хăй рынокри тупăшлă позицисене укçа хывнин шучĕпе пурăнни çинчен каласа тĕлĕнтернĕ. Услам аван — япăх мар пурăнатьмĕн. Çапла тума ăна пĕр аналитик пулăшать. Çакскер Шупашкар хĕрарăмне те унăн пулăшăвĕпе усă курма сĕннĕ. Çакна ĕненсе ентешĕмĕр телефона ятарлă приложени вырнаçтарнă, çĕнĕ пĕлĕшĕ каланă биржа сайтĕнче регистрациленнĕ, унта 1 миллион тенке яхăн куçарнă. Çак тăкак çывăх вăхăтрах пысăк услампа çаврăнса килессе шанса кредит та илнĕ. Анчах хăй хывнă инвестицие каялла илеймен. Тăванĕсенчен пулăшу ыйтнă, лешсем унăн куçне уçнă — улталанни çинчен каланă. Çакнашкал вăлтана Çĕнĕ Шупашкар арçынни те çакланнă. Унăн çухатăвĕ тата пысăкрах. Ултав çинчен полицие унăн 66 çулти амăшĕ евитленĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, 43 çулти вăхăтлăх ниçта та ĕçлемен ывăлĕ кăçалхи çу-çĕртме уйăхĕсенче палламан çынсене 1,9 миллион тенкĕ ытла куçарса панă. Ку истори арçын инвестици хывса тупăш илмелли реклама курнинчен пуçланнă. Пĕлтерӳри телефонпа шăнкăравланă. Унтан хутшăну мессенджерта малалла тăсăлнă. Ăна телефона ятарлă приложени вырнаçтарма, ют çĕршыв валютипе вклад уçма сĕннĕ. Çийĕнчех темиçе пин тенкĕ ыйтнă — валютăна куçарма кирлĕ-мĕн. Çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче унăн шучĕ çине чăнласах укçа куçнă: нумай мар — темиçе çĕр тенкĕ. Анчах арçын ăна та пулин хăйĕн инвестици сферинчи «вĕрентекенне» куçарса панă. Палламан çынсем ăс парса пынине пурнăçласа вăл ашшĕ-амăшне те «тупăшлă» ĕçе хывмашкăн ӳкĕте кĕртнĕ. Анчах чăнлăх урăхларах пулса тухнă: вĕсен укçи ултавçăсен аллине лекнĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Ку шкул чи лайăххисен йышĕнче
«Ывăлăм Григорий Ширшов Çĕнĕ Шупашкарти искусство шкулĕнче вокал уйрăмĕнче пĕлӳ илет. Ăна унта вĕренме, пултарулăхне аталантарма питĕ килĕшет. Шкул валли çĕнĕ музыка инструменчĕсем, ноутбуксем, сĕтел-пукан туяннăшăн питĕ савăнтăмăр. Вĕренӳ заведенийĕн материалпа техника никĕсне пуянлатни ачасен пултарулăхне пур енлĕн аталантарма май парать», — палăртрĕ шухăшне Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Татьяна Ширшова. Татьяна Юрьевна хăй те хула шкулĕнче вĕрентекенре тăрăшать, ачасене пĕлӳ парас ĕçе лайăх ăнланать.
«Эпир аталанасшăн, çĕнĕлле ĕçлесшĕн»
Çĕнĕ Шупашкарти искусство шкулĕ — республикăра чи паллисенчен, чи вăйлă аталаннисенчен пĕри. 2022 çулта асăннă заведени валли «Культура» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн материалпа техника никĕсне пуянлатма 5 миллион та 361 пин тенкĕ уйăрнă. «Çав укçапа музыка инструменчĕсем — фортепиано, баян, балалайкăсем, классикăлла гитарăсем, сĕрме купăссем, вĕренӳ класĕсем валли оборудовани, вĕрентӳ литератури, сĕтел-пукан, шкапсем, учебниксем, ноутбуксем туяннă. Çамрăк художниксем валли рисованипе атлассем илнĕ. Вĕренӳ класне çĕнĕ фортепиано лартнă. Концерт залĕнче çутă тата сасă оборудованийĕ вырнаçтарнă. Сăмах май, музыка инструменчĕсемпе сĕтел-пукан пĕтĕмпех хамăр çĕршывра туса кăларнисем», — çапла пуçларĕ калаçăва Çĕнĕ Шупашкарти искусство шкулĕн директорĕ Екатерина Царькова. Унăн шухăшĕпе, «Культура» наци проекчĕ вĕсене çĕнĕ тĕллевсем палăртма майсем туса панă. Екатерина Евгеньевна пĕлтернĕ тăрăх, паян асăннă шкулта 1273 ача вĕренет. Кунта ачасем пултарулăхне аталантарма хулари тĕрлĕ шкултан çӳреççĕ. «Эпир професси илес умĕнхи программăсене пурнăçа кĕртетпĕр тата пĕтĕмĕшле аталантаракан программăпа ĕçлетпĕр. Çамрăк ăрăва тĕрлĕ çул-йĕрпе аталантаратпăр. Ӳнер, хореографи, театр, ал ĕç ăсталăхĕ, эстетика енĕпе пĕлӳ паратпăр. Çитес çул пирĕн шкулăн 50 çулхи юбилейĕ пулать. 2026 çулта ака е çу уйăхĕнче отчетлă пысăк концерт ирттерĕпĕр. Ăна эпир шкул çур ĕмĕр тултарнине халаллăпăр. Химиксен хулинчи искусство шкулне 1976 çулта хута янă. Çурта йĕркеллĕ тытса тăратпăр, пĕчĕк юсав ĕçĕсене çулсеренех тăватпăр. Халĕ, сăмахран, акт залне реконструкцилемелли проект хатĕрлетпĕр. Вăл кивĕрех, ăна çĕнĕлле курас килет. Калăпăр, манăн шухăшпа, сценăна улăштармалла. Çавăн пекех ачасен туалечĕсене çĕнетмелле. Эпир аталанасшăн, çĕнĕлле ĕçлесшĕн. Çитес çул 3-5 çулсенчи ачасем валли çĕнĕ ушкăн уçма палăртатпăр. Пирĕн халиччен ун пек ушкăн пулман. Химиксен хулинче çак ӳсĕмрисем валли нимех те çук. Вĕсене те хушма пĕлӳ памалла. Эпир 3-5 çултисем валли программа шухăшласа тупнă. Вĕсен музыка занятийĕсем пулĕç. Унта музыка инструменчĕсемпе калама хăнăхĕç. Эпир кăçал «Фимбо» ятлă çĕнĕ музыка инструменчĕ илтĕмĕр. Халĕ вĕсем валли ксилофонсем туянатпăр. Вокал та, сывлав гимнастики те пулĕç. Çав вăхăтрах калаçу чĕлхине те аталантарĕç. Кунсăр пуçне ӳнер урокĕсем те иртĕç. Унта ӳкерме, алă ĕçĕ тума хăнăхĕç. Халĕ вĕсем валли класс хатĕрлетпĕр, унта юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Çав ушкăн çĕнĕ вĕренӳ çулĕнчен ĕçлĕ. Çуллахи вăхăтра пирĕн ачасем канаççĕ. Апла пулин те çĕртме уйăхĕн 16-20-мĕшĕсенче эпир уçă сывлăшри хула пленэрне йĕркелерĕмĕр. Çамрăк сăрă ăстисем кашни кун вунă сехетрен пуçласа 12 сехетчен ӳкерчĕç. Ку мероприятие тĕрлĕ ӳсĕмри ачасем валли йĕркеленĕ. Педагогсем ылмашăнса ĕçлерĕç. Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пур педагог та отпуска кайрĕ. Пĕтĕмлетерех калас тăк, шкула модернизациленипе ачасем, ашшĕ-амăшĕ питĕ кăмăллă», — пытармарĕ Екатерина Евгеньевна. Ку шкула çӳрекенсем регион, çĕршыв шайĕнчи конкурссенче çĕнтереççĕ, лауреатсем пулса тăраççĕ, гран-присем илеççĕ. Вĕсем нумай мероприятие хутшăнаççĕ. Малашне те хăйсен вăйне тĕрĕслеме тĕв тăваççĕ. Асăннă шкул 2015 çулта Раççейри чи лайăх 50 искусство шкулĕ йышне кĕнĕ. Çĕнĕ Шупашкарсем искусствăсен «Юратнă Чăваш Ен» фестивалĕнче кашни çулах вăй виçет. Искусство шкулĕнче пĕлӳ илнĕ талантлă ачасем тĕрлĕ направленипе вĕренме кĕреççĕ. Калăпăр, Шупашкарти ӳнер тата музыка училищисене. Хăшĕ-пĕри СанктПетербургри, Мускаври вĕренӳ заведенийĕсенче пĕлĕвне ӳстерет. Асăннă шкулта пĕлӳ илнĕ Ольга Когут «Звезда» канал йĕркеленĕ «Звезда» телеконкурсра палăрнă. «Певчая» хушма ятлă хĕр те ырă енĕпе палăрнă. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Ĕçчен çын чула та чун кĕртет
Шăмăршă районĕнчи Вырăс Чукалĕнче çуралса ӳснĕ хĕр паян Шупашкар округĕнчи Карантай ялĕнче тĕпленнĕ. Ку тăрăхра ăна хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. Сăмахăм Çырмапуç территори пайĕнчи Чăрăшкасси культура çурчĕн ертӳçи Галина Королькова çинчен пырать.
«АСАННЕ СĂМАХĔ АСĂМРАХ»
«Эпĕ çичĕ ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ, — калаçăва пуçларĕ Галина Васильевна. — Атте-анне колхозра ĕçленĕ, хушма хуçалăхра чылай выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп, хур-кăвакал усранă. Пире, ачисене, пĕчĕкренех ĕçе вĕрентнĕ. Эпĕ çемьере виççĕмĕш ача пулса çитĕннĕ. Астăватăп: аттепе анне ирех вăрмана — утă çулма, икĕ пичче колхоза ĕçе каятчĕç. Мана йăмăкпа шăллăмсене пăхма хăваратчĕç. Унсăр пуçне вăрмантан лавпа курăк тиесе килетчĕç. Ăна типĕтме урама сарса хураттăм. Хăйсем каллех вăрмана утă çулма каятчĕç. Тепĕр чухне пиччесем çĕр улми хирне çум çумлама кайнă май апат хатĕрлетчĕç. Вĕсене кура эпĕ те хам валли çăкăрпа сĕт, çăмарта илеттĕм. Пиччесенчен юлас килместчĕ, вĕсем хыççăн çара уран чупаттăм. Çавсемпе тан ĕçлеттĕм. Тепĕр чухне кăштах кая юлаттăм. Вĕсем вара пулăшатчĕç. «Ĕлкĕрейместĕн, киле кай», — тесе те вăрçнă. Çапах эпĕ парăнман. Ĕçе хăнăхасси çаксенчен пуçланнă та. Йышлă çемьери ачасем пĕр-пĕрне пулăшса çитĕнеççĕ. Çавăнпа вĕсен хушшинчи туслăх ĕмĕрĕпех пырать. Тепĕр тĕслĕхе те аса илмесĕр пултараймастăп. Сурăх кĕтĕвне черетпе каймаллаччĕ. Анне пĕррехинче пире валли кукăль пĕçерсе пачĕ. Ирхине 4-5 сехетре шăллăмпа иксĕмĕр кĕтĕве кайрăмăр. Кăнтăрла сурăхсем каннă вăхăтра эпир те выртрăмăр. Сисмерĕмĕр те çывăрса кайнă. Качакасем вара пирĕн апата çисе янă. Вăрантăмăр та — çăкăр-кукăль çук. Мĕн çимелле? Шăллăм сĕнĕвĕпе эпĕ апат-çимĕç илме киле кайрăм. Пирĕн пата хăнана асанне килнĕччĕ, аннепе иккĕшĕ чей ĕçсе ларатчĕç. Эпĕ аннене хамăрăн нуша пирки каларăм. «Нумайрах çывăрнă пулсан качакасем хăвăра та çисе яратчĕç», — терĕ асанне хыттăн. Унăн сăмахĕсем манăн асăмра ĕмĕрлĕхех юлчĕç». Вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Галина Шупашкарти 21-мĕш училищĕре çĕвĕçе вĕреннĕ. Каярахпа «Рассвет» çĕвĕ пĕрлешĕвĕнче вăй хунă. «Ун чухне общежитире пӳлĕмсем çукрахчĕ. Эпир хваттерсенче пурăнаттăмăр. Коммунистсен партине кĕрсен общежитире пӳлĕм парасси пирки пĕлтерчĕ мастер. Çавна май эпир тантăшпа партине кĕтĕмĕр. Чăн та, партбилетпа пĕрлех пӳлĕмлĕ пултăмăр», — терĕ вăл. ПУЛАС МĂШĂРĔПЕ УЙ-ХИРТЕ ПАЛЛАШНĂ «Аякра пулнăран тăван киле час-часах кайса çӳрейместĕм. Çул укçи те хаклăччĕ, çӳреме те кансĕрччĕ. Çавна май Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси ялĕнчи Елена Егорова пĕррехинче пире, темиçе хĕре, хăйсем патне хăнана чĕнчĕ. Эпир хаваспах килĕшрĕмĕр. Ялта çуралса ӳснĕ хĕрсемшĕн хулара ахаль ларасси — чĕр тамăкчĕ. Çавна май Ленăсем патне час-часах çӳреме пуçларăмăр, кил тĕрĕшре те пулăшаттăмăр. Унăн амăшĕ колхозра ĕçлетчĕ. Вĕсене çĕр улмине кăларма пайпа уйăрса паратчĕç. Пĕррехинче, ăна кăларса пĕтерсен, тиесе ямашкăн çын кирлĕччĕ. Мана пĕр йĕкĕте чĕнме ячĕç. Эпĕ унпа маларах сăмахласа илнĕччĕ. Унăн хĕсметре пĕрле пулнă юлташĕ пирĕн кӳршĕ ялта пурăнатчĕ. Йĕкĕтпе пĕр чĕлхе тупрăмăр, вăл пире пулăшма килĕшрĕ. Пулас упăшкапа Сашăпа çакăнта паллашрăмăр та. Нумаях çӳремерĕмĕр — мăшăрлантăмăр», — малалла тăсăлчĕ калаçу. Çамрăк мăшăр малтанах Карантай ялĕнче тĕп килте пурăннă, каярахпа — Чăрăшкассинче икĕ пӳлĕмлĕ хваттерте. Кил хуçи Александр Анатольевич Куйбышев ячĕллĕ колхозра водительте тăрăшнă, Галина Васильевна вара вырăнти ача садĕнче, «Керамблок» пĕрлешĕвĕн Çырмапуçĕнчи хушма хуçалăхĕнче сысна пăхнă, пахча çимĕç çитĕнтернĕ çĕрте, колхоз йĕтемĕнче, уй-хир бригадирĕнче вăй хунă. Пĕтĕмлетсе каласан, ăçта чĕннĕ — унта кайнă. Тăрăшуллă мăшăра каярахпа колхоз пуçлăхĕсем ахальтен мар Карантай ялĕнче коттедж уйăрса панă. Ку вăхăтра Корольковсен икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕннĕ. Ĕçчен çемье картиш тулли выльăхчĕрлĕх усранă, пахча çимĕç те çитĕнтернĕ. 20 çул каялла шăпа Галина Васильевнăна Чăрăшкассинчи культура çуртне илсе çитернĕ. Паянхи кунччен вăл унта тăрăшать. «Хамăн ĕçе питĕ юрататăп эпĕ, — тет вăл. — Паллах, ĕçлеме çăмăл мар. Манăн ушкăн çирĕп, юлташсем нумай. Хăть хăш ĕçе те пĕрле тăватпăр, пĕр-пĕрне пулăшатпăр. 2007 çулта «Токаш» фольклор ушкăнĕ йĕркелерĕм. Эпир хамăр тăрăхри мероприятисене хутшăннисĕр пуçне Тутарстанри, Удмурт Республикинчи, Чĕмпĕр хулинчи фестиваль-конкурссене те хутшăннă. Иртнĕ çул вара Краснодар тăрăхĕнчи Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Русская гармонь на Азовском море» фестивале кайса килтĕмĕр. Унта артистсем 17 регионтан пуçтарăннăччĕ, çав шутрах Чăваш Енрен те чылай ушкăн кайнă. Кăçал çак мероприяти утă уйăхĕн 7-13-мĕшĕсенче Алуштăра «Русская гармонь в Крыму» ятпа йĕркеленĕ. Унта кайма та хатĕрленетпĕр. Сцена валли кĕпе çĕлетпĕр, репетици ирттеретпĕр». Сăмах май, çак проект ертӳçи — Александр Ганичев. Фестивале вара «Русская гармонь» продюсер центрĕ йĕркелет. Ăна Александр Ганичев ертсе пырать. Унăн мăшăрĕ Светлана Калачева /Ефремова/ юрăç, композитор Красноармейски районĕнчи Кӳлхĕрри ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вăл — «Русская гармонь» продюсер центрĕн тĕп директорĕн çумĕ. Кăçал нарăс уйăхĕнче Светлана Калачевăпа Александр Ганичев Чăрăшкассине хăнана килнине пĕлтерчĕ Галина Васильевна. Вĕсем вырăнти культура çуртĕнче концерт кăтартнă. Светлана Михайловна вара чăвашла та юрланă. «Халĕ эпир вĕсемпе туслашрăмăр. Концерт хыççăн сĕтел хушшинче чылай калаçса лартăмăр, сумлă хăнасене сăйларăмăр, асăнмалăх парнесем патăмăр», — пулни-иртнине аса илчĕ культура ертӳçи. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Хальхи библиотекăра кĕнекесем те юрлаççĕ
Çĕнĕ ăру библиотекине кĕрсен юмах тĕнчине лекнĕнех туйăнать: капăр хуплашкаллă кĕнекесем, илемлĕ те çутă пӳлĕмсем, ăшă кăмăллă ĕçченсем. Çавăнпах ĕнтĕ унта ачасем те, аслă ӳсĕмрисем те туртăнаççĕ. Шупашкар округĕнчи Çĕньял вулавăшне «Культура» наци проекчĕ пулăшнипе хăтлăх кĕртнĕ, çĕнĕ кĕнекесемпе тата хальхи йышши оборудованипе пуянлатнă.
Чи лайăх вулавăш
Библиотека ертӳçи Татьяна Кириллова каланă тăрăх, учреждение çĕнетме патшалăх бюджетĕнчен 5 миллион тенкĕ уйăрнă. Хальхи вăхăтра вулавăш фондĕнче — 16 пин кĕнеке, модернизациччен 9 пин кăна пулнă. Кĕнекесемпе Кӳкеçри тĕп библиотека тивĕçтерет. Фондра Чăваш кĕнеке издательствин кĕнекисем те чылай. Вулавăша 20 хаçат-журнал килсе тăрать, вĕсен йышĕнче чăвашла кăларăмсем те пур. Ача-пăча уйрăмĕнче — слайдерсем, чӳречеллĕ, юрă-кĕвĕллĕ, театрлă, калаçакан кĕнекесем, виммельбухсем. Вĕсене пĕчĕккисем алăран ямаççĕ. Çул çитменнисем валли те нумай. Уйрăмах фантастикăна, фэнтезие кăмăллаççĕ. Икĕ чĕлхепе /чăвашла-вырăсла/ тухнисене ыйтаççĕ. Çитĕннисем валли классикăсăр пуçне, историпе, сывлăхпа, психологипе çыхăннă кĕнеке чылай. Паллă артистсен пурнăçĕ çинчен çырнисем, совет литератури, çар приключенийĕ, детектив, юрату романĕсем — пурте пур, суйла кăна. Библиотекăра виçĕ пӳлĕм: тĕп залра мероприятисем ирттереççĕ, унтах проекторпа фильмсем кăтартаççĕ. Ача-пăча зонинче вылямалли хатĕр йышлă. Тепĕр пӳлĕмĕ тĕрлĕ техникăпа пуян: интерактивлă глобус, виртуаллă шлем, мультистуди, планшет, аудиокĕнекесем… Япăх куракансем валли ятарлă кĕнекесем пур. Виççĕмĕш пӳлĕмре кĕнеке вуласа ларма меллĕ. — Çулла хула ачисем нумаййăн килеççĕ. Вĕсем те тĕлĕнеççĕ вулавăш пуян пулнинчен. Библиотекăра интересли чылай пулин те хальхи ачасене смартфонран уйăрма питĕ йывăр. Çемйипе вулакан та пур. Çамрăк чухне вуланă çын халĕ те алла кĕнеке тытать. Çулла пахча ĕçĕ пуçлансан çитĕннисем сахалрах çӳреççĕ. Хăшĕ-пĕрне кĕнекесене килех кайса паратăп. Пирĕн кĕнекесем ытти яла та «çитеççĕ». Акă Алевтина Павлова Вăрманкас çыннисем патне кĕнеке йăтать. Мошкассинче пункт пур, унта вулав йĕркеленĕ. Шанар, Чăрăшкасси ачисем ватăсем валли илсе каяççĕ, — каласа кăтартрĕ Татьяна Владимировна. Библиотекăра кашни уйăхра темиçе мероприяти ирттереççĕ, кĕнеке куравĕсем хатĕрлеççĕ. Юбилейсене, уявсене, паллă пулăмсене асра тытаççĕ. Акă нумаях пулмасть «Артек» уçăлнăранпа 100 çул çитнине халалланă уява пухнă. Культура учрежденийĕнче «Мастерилка» пултарулăх мастерскойĕ те ĕçлет. Унта пуçламăш класра вĕренекенсем вĕтĕ шăрçаран, хутран, ытти материалтан илемлĕ япаласем тума вĕренеççĕ. Кружок ĕçне Оксана Иванова библиотекарь йĕркелесе пырать. Культура институтĕнче пĕлӳ илнĕскер ачасемпе уйрăмах ĕçлеме интереслĕ пулнине палăртрĕ. Çĕньял вулавăшĕ 1919 çулта ĕçлеме пуçланă. 1970 çултанпа ялти клубра хӳтлĕх тупнă, 2006 çулта пуçламăш шкул пулнă çурта куçнă, тепĕр çул тĕслĕх библиотека пулса тăнă. 2021 çулта Çĕньял вулавăшĕ «Чи лайăх библиотека» ята тивĕçнĕ. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать