Хыпар 80 (28397) № 24.10.2025

24 Окт, 2025

Аманнисене пулăшассинчен пуçласа транспорт çурма унки таран

Олег Николаев республикăра пурăнакансене пăшăрхантаракан ыйтусене вĕсенчен хăйсенчен илтме май паракан тӳрĕ линисене йăлана кĕртнĕ — иртнĕ çулсенче вĕсем икĕ теçетке ытла хут пулнă. Çапах иртнĕ ытларикунхи калаçу вăл суйлавра çĕнтерсе регион ертӳçин тилхепине иккĕмĕш хут тытнă хыççăнхи пирвайхи тӳрĕ лини пулчĕ. Граждансемпе йĕркеленĕ тӳрĕ диалог халăха мĕн кулянтарнине те, мĕн савăнтарнине те уççăн сăнларĕ.

Республика пурнăçĕ паян Чăваш Енĕн 2030 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн программи çинче никĕсленет. Олег Николаев палăртнă тăрăх, ăна пурнăçлас тĕлĕшпе тăхтав çук. Маларах çав программа малашлăха пырса тивнине кура инçетри тĕллевсене сăнлать пекчĕ, халь вара унта палăртнă ĕçсене пурнăçлас тапхăр пырать. Документ хуласемпе ялсенче пурăнакансем валли пĕрешкел майсем йĕркелессине тĕпе хурать. Çак ĕçĕн курăмлă кăтартăвĕсем те палăраççĕ ĕнтĕ. Çав шутра Олег Алексеевич çĕнелнĕ аэропорта, вĕçевсен анлăлансах пыракан географине, юхан шыв тăрăх пассажирсене илсе çӳресси вăй илнине палăртрĕ. «Мĕн хăйĕн тухăçлăхне кăтартрĕ — çавна пысăклатса-ӳстерсе пырăпăр», — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Çапах кирек мĕнле пулсан та пысăк проектсен хыçĕнче уйрăм çынсем, вĕсен кулленхи пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тăраççĕ. Çынна вара хăйне пырса тивекен пайăр ыйтусем шухăшлаттараççĕ, кулянтараççĕ. Улатăр хĕрарăмне, тӳрĕ линие хăйĕн ыйтăвĕпе тухнăскере, сăмахран, урамсенчи хунарсем çутманни пăшăрхантарать. Канашсем хулари тĕп урама хăтлăлатассипе кăсăкланчĕç. Сĕнтĕрвăрринче пурăнакансем вара хăйсен нумай хваттерлĕ кивĕ, юхăннă çурчĕпе çыхăннă ыйтăва татса парас тĕлĕшпе пулăшу шыраççĕ. Олег Николаев кашнинех тĕплĕ те татăклă хурав пачĕ. Вăл е ку ыйтăва тишкерессине палăртрĕ, вĕсене татса памашкăн укçа уйăрас ыйтусене пăхса тухма шантарчĕ. Социаллă пулăшупа çыхăннă ыйту чылай пулчĕ. Республикăн амăшĕн капиталĕпе çыхăннă ыйту тĕлĕшпе тӳрлетӳ пулать — Правительство çĕнĕлĕхсене çул пама хатĕр. Нумай ачаллă çемьесене тӳлевсĕр çĕр лаптăкĕ парасси пирки те çавнах каламалла. Çĕр вырăнне альтернативлă йышăну тунăччĕ — укçа параççĕ, çав вăхăтрах Олег Алексеевич лаптăксене юхăнтарса яни пирки те каларĕ — вĕсемпе тĕллевлĕн усă курмалла. Хальлĕхе, шел те, çав лаптăксенче çурт-йĕр çĕклес тĕлĕшпе вĕсен хуçисен енчен хастарлăх пысăк тееймĕн. Ку енĕпе те граждансенчен çирĕп ыйтĕç. Ятарлă çар операцине хутшăннă ентешсене, аманнăскерсене, регион тӳлевĕпе пулăшасси пирки те калаçу пулчĕ. «Кун пирки ыйту чылай пулнине кура тивĕçлĕ йышăну тунă, — терĕ Олег Алексеевич. — Республика Пуçлăхĕн указĕпе килĕшӳллĕн Ĕçлев министерстви чӳк уйăхĕнче пĕр хут паракан тӳлеве ыйтса çырнă заявкăсене йышăнма тытăнĕ». Çак мерăпа мĕншĕн маларах усă курманнине уçăмлатнă май вăл СВО пуçлансан республикăра салтаксене пулăшмалли чылай мерăна вăя кĕртнине аса илтерчĕ. Çав шутра — комплекслă реабилитаци те. Ятарлă çар операцийĕнчен таврăнакан кашни çынна унăн сывлăхĕ мĕнле пулнине пăхмасăр сиплевпе реабилитаци мерисемпе тивĕçтерме тăрăшнă. Салтаксем Чăваш Енри сиплев учрежденийĕсенче реабилитаци тухаççĕ, сипленеççĕ — каялла строя таврăнаççĕ е мирлĕ пурнăçра хăйсен вырăнне тупаççĕ. Чылайăшĕ «Хамăрăннисен вăхăчĕ» программăна хутшăнать. «Çак çулсенче тĕрлĕ шайри реабилитацире 3 пин ытла çын пулнă. Пирĕн тĕллев — укçа хĕрхенмесĕр çар служащийĕсене пулăшасси. Медицина, психологи енĕпе, ытти пулăшу... Çĕнĕ указ ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа унта хутшăнса аманнă кашни çынна пырса тивет», — пĕлтерчĕ республика Пуçлăхĕ. Çивĕч тепĕр ыйту — транспорт, инфратытăм. Картишсене юртан тасатассинчен пуçласа Шупашкарти виççĕмĕш транспорт çурма ункин строительстви таранах. Ку енĕпе ăнăçлă тĕслĕхсем пурри куçкĕрет. Олег Алексеевич халĕ Атăл тăрăх Чулхулана, Хусана çитме май пуррине аса илтерчĕ, аэропорт çĕршывсен хушшинчи рейссене йĕркелес енĕпе ĕçлет. Пирвайхи маршрут Шупашкара Бакупа çыхăнтарасса шанма пулать. Картишсем тенĕрен, вĕсене пăхса тăрассишĕн, паллах, управляющи компанисем яваплă – вĕсен хăйсен ĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçламалла. Транспорт çурма ункине вара, «пăкăсенче» нушаланакан тĕп хулашăн сывлăш çавăрса ямаллискере, 2027-2028 çулсенче тума пуçласшăн — «халĕ проекта тӳрлетес ĕçсем пыраççĕ». Унăн кăна мар, Шупашкара кĕнĕ, унтан тухнă вырăнсенчи развязкăсен строительстви пирки те манман. Чăн та, вĕсене хăçан тăвасси тĕлĕшпе те татăклă хурав пулмарĕ — паян-ыранах мар... Тепĕр енчен, республика влаçĕсем пысăк груз турттаракан автотранспорта тĕрĕслесе тăрассине те вăйлатасшăн — ку асфальт арканасран, çулсем сиенленесрен упранма пулăшмалла. Калаçура çакă та сисĕнчĕ: çынсене вак ыйтусем кăна мар, территорисен аталанăвĕпе çыхăннă пысăк проектсем те интереслентереççĕ: «Ниме — Халăх бюджечĕ» пуçару программипе килĕшӳллĕн ялсенче пысăк хăвăртлăхлă интернета аталантарассинчен тытăнса Атăл леш енне хăтлăлатасси таран. Ячĕшĕн, вăхăтлăха тăвакан юсав ĕçĕсем текех тивĕçтермеççĕ — проектсем тĕплĕ, вăрахлăха пулмалла, хăтлăхăн паянхи стандарчĕсене тивĕçтермелле. Хамăршăн та хăтлă, хăнасем — туристсем — килсе курмалăх, хакламалăх та пулччăр. Пирĕн хоккеистсемпе футболистсем Раççей чемпионачĕсене хутшăнма пăрахни пирки ыйтнине хуравланă май Олег Николаев футбол командипе çыхăннă ыйтăва Шупашкарти «Труд» стадиона туса пĕтернĕ май татса парасси çинчен каларĕ. Хоккее илес тĕк — «Шупашкар—Арена» пур, спортăн çак тĕсне аталантарма нимĕн те чăрмантармалла мар. Çĕнĕ Шупашкарти «Сокол» клуб вара, ун шучĕпе, Чулхуласен «Торпедин» фарм-клубĕ пулса тăмалла — совет саманинче шăпах çапла пулнă. Икĕ сехете тăсăлнă тӳрĕ эфирта Олег Николаев 50 ыйтăва хуравлама ĕлкĕрчĕ. Пĕтĕмпе вара тӳрĕ линие 800 ытла ыйту килнĕ. Ытларах — влаç органĕсен социаллă сечĕсем тата интернет-ресурссем урлă.

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачашăн — 300 пин тенкĕ

Республикăн 2026 çулхи тата планпа пăхнă 2027, 2028 çулсенчи бюджечĕн проекчĕ хатĕр. Тивĕçлĕ саккун проекчĕпе юнкун Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарчĕ.

Ларăва вара Правительство пуçлăхĕ Сергей Артамонов пухăннисене çĕнĕ вицепремьерпа Олег Марковпа паллаштарнинчен пуçларĕ. Республика Пуçлăхĕн пĕр кун маларах алă пуснă указĕпе çак должноçа уйăрса лартнăскер Транспорт, Строительство министерствисен ĕçĕшĕн яваплă пулĕ. Чăннипе, «паллаштарни» сăмах вырăнлах та мар — Олег Ивановича влаç коридорĕсенче ахаль те лайăх пĕлеççĕ. Михаил Игнатьев республикăна ертсе пынă вăхăтра, 2016 çулччен, вăл Чăваш Ен Правительствинче ĕçленĕ ĕнтĕ — вице-премьер статусĕпе Строймина ертсе пынă. Çавна май Сергей Артамонов та ун пирки «опытлăскер, унăн опычĕ республика аталанăвне пулăшасса шанатпăр» терĕ. Сергей Геннадьевич Правительствăри ытти улшăну пирки те каларĕ: укçа «хуçи» Михаил Ноздряков малашне Экономика аталанăвĕн тата Промышленноç министерствисен кураторĕ те пулĕ. Хальлĕхе Çут çанталăк ресурсĕсен министерствин кураторĕ паллă мар та, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн шухăшĕпе, ăна ял хуçалăхĕшĕн яваплă Андрей Макушев вице-премьера «пăхăнтарни» вырăнлă пулмалла. Çитес виçĕ çуллăх бюджет пирки каланă май Михаил Ноздряков унпа виçĕ уйăх каяллах ĕçлеме пуçланине палăртрĕ. Халĕ саккун проекчĕ пиçсе çитнĕ — депутатсемпе «нульмĕш вулава» ирттернĕ те ĕнтĕ. Тӳрех асăрхаттарчĕ: бюджет дефицитлă пулать. Çитес çулхи параметрсене илес тĕк — тупăш та, тăкак та ӳсĕмлĕ. Чăн та, хамăрăн тупăш виçи чакать. Çав вăхăтрах налук тупăшĕ хушăнмалла. Бюджет никĕсĕнчи пысăк тĕллевсен шутĕнче вице-премьер бюджет ĕçченĕсен шалăвне ӳстерессине асăнчĕ. Наци проекчĕсем валли виçĕ çулта уйăракан укçа калăпăшĕ 53 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Социаллă сфера тăкакĕсем пысăк — 2026 çулта вĕсем бюджетăн 62,7% йышăнĕç, 69 миллиард тенке яхăн пулĕç. Ку кăçалхинчен 10% нумайрах. Михаил Геннадьевич потребитель хакĕсен ӳсĕмĕн прогнозĕ 4% танлашни çинчен каларĕ те — социаллă тăкаксем самай нумайрах хушăнни чылай ыйтăва татса парассинче палăрмалла. Наци экономики валли уйăракан укçа та хушăнать. «Минусли» — ял хуçалăхĕ кăна, ун валли çитес çулхи бюджетра пăхнă укçа кăçалхинчен 6,4% пĕчĕкрех. Çакна финанс министрĕ Мускав АПКна тĕревлеме пăхнă укçана секвестр мелĕпе касса илнипе сăлтавларĕ. Апла пулин те, шантарчĕ Михаил Геннадьевич, ял хуçалăхне пулăшмалли мĕн пур мера упранса юлĕ, çĕннисем те пулĕç. Калăпăр, ăратлă выльăхăн генетика шайĕнчи селекцине пулăшма. Транспортшăн лайăх тĕрев пулать — Чăваш транспорт управленине пулăшасси малалла тăсăлĕ. Çул-йĕр строительствипе юсавĕ валли те укçа çителĕклĕ — 20% хушăнать. Михаил Ноздряков çулсен вырăнти сетьне, М-12 автомагистрале тунă чухне арканнăскере, юсама федераци бюджетĕнчен 2,5 миллиард тенкĕ уйăрма йышăнни çинчен пĕлтерчĕ — трассăсен вун-вун километрĕ тинех йĕркене кĕрĕ. Республикăн адреслă инвестици программи валли пăхнă 10,2 миллиард тенкĕ çинчен каланă май Михаил Геннадьевич унта кĕнĕ пысăк проектсем çинче чарăнса тăчĕ. Çав шутра — Шупашкарти «Акварель» микрорайонта çĕнĕ шкул тума пуçласси, Вăрмар районĕн тĕп больницин çурчĕн, Красноармейскинчи культура çурчĕн строительстви, «Шурă чулсем» лагерĕн тасатакан сооруженийĕсен реконструкцийĕ, Шупашкар, Тăвай округĕсенче нумай ачаллă çемьесене çурт тума тӳлевсĕр панă çĕр лаптăкĕсене инфратытăмпа тивĕçтересси тата ытти те. Патшалăх Канашĕн спикерĕ Леонид Черкесов бюджет саккунĕн проектне парламентăн икĕ тапхăрпа ирттерме палăртнă çитес сессийĕнче тишкерессине çирĕплетрĕ. Маларах, чӳк уйăхĕн 18-мĕшĕнче, халăх итлевне йĕркелесшĕн. Сессин пĕрремĕш тапхăрĕ вара чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртĕ. Леонид Ильич бюджет тупăшĕ-тăкакĕ ӳсĕмлĕ пулассине ырларĕ те — сессире ăна йышăнас тĕлĕшпе пысăк чăрмавсем пулассăн туйăнмасть. Правительство виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ача çуралнă çемьесене пĕр хут паракан тӳлевпе тивĕçтермелли йĕркепе условисене çирĕплетрĕ. Ĕçлев министрĕн пĕрремĕш çумĕ Елена Шашкарова пĕлтерчĕ: тӳлев виçи 300 пин тенкĕпе танлашать. Чăн та, ăна кашни çемье илеймĕ — 35 çулчченхи çамрăксен çемйисене, сахал тупăшлăскерсене, пулăшĕç. Елена Михайловна палăртнă тăрăх, ача çуратассин коэффициенчĕ çĕршыври 41 регионта Раççейри вăтам шайран пĕчĕкрех. Чăваш Ен те — çав списокра. Çак тӳлев асăннă кăтартăва лайăхлатмашкăн пулăшасса шанаççĕ. Укçапах çыхăннă тепĕр йышăну та пулчĕ, вăл спорт аталанăвне пырса тивет. Сăмах физкультурăпа спорт сферин ĕçченĕсене, республика территорийĕнчи 50 пин çынран ытла пурăнман ял-хулана ĕçлеме куçаканскерсене, пĕр хут паракан саплаштару тӳлевĕпе хавхалантарасси пирки. Спорт министрĕ Василий Петров «Земство тренерĕ» текен программăпа килĕшӳллĕн спорт инструкторĕсене, тренерпреподавательсене пама палăртакан тӳлев 1 миллион тенкĕпе танлашнине çирĕплетрĕ. Ăна илекенсем укçапа хăйсем пĕлнĕ пек усă курĕç — ку енĕпе нимĕнле чару та çук. Тĕрĕссипе, çак тӳлеве республикăн кирек хăш кĕтесне куçакан та илме пултарать. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарсăр пуçне — вĕсем кăна «халăх йышĕ 50 пин çын таран» текен условие пăхăнмаççĕ. «Земство тренерĕсен» куçнă вырăнта тулли ĕç кунĕн режимĕпе 5 çултан кая мар ĕçлемелле. Вĕсем валли çитес çуллăха 12 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Тĕп пайĕ, 11880 пин тенки, федераци укçи, ытти — республика бюджетĕнчен. Программа 2027-2028 çулсенче те вăйра пулĕ. Сăмах май, паянхи кун хайхи пысăк мар хуласемпе ялсенчи асăннă должноçсен вакансийĕсен шучĕ виçĕ теçеткерен те иртет. Ытларах — Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Елчĕк округĕсенче. Спорт министерстви вĕсене йышăнас кăмăллă «миллионерсене» суйласа илмелли конкурс пуçланни çинчен кăрлачра пĕлтерĕ.

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Хыпар» хаçатăн турнирне хутшăнма, пырса курма чĕнетпĕр

Унта чи вăйлă спортсменсем вăй виçеççĕ

Кире пуканĕ йăтасси — вăйлисемпе чăтăмлисен спорчĕ, вăл çыннăн вăй-халне тĕрĕслет, кăмăл-туйăмне çирĕплетет. Тимĕр вăййине кăмăллакан чи маттур спортсменсем юпа уйăхĕн 24-26-мĕшĕсенче Шупашкар хулинче пухăнаççĕ, «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркелекен Пĕтĕм Раççейри турнирта вăй виçеççĕ.

«Коммунизм ялавĕ» хаçатăн /халĕ «Хыпар»/ 1984 çулхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче кире пуканĕ йăтас енĕпе иртнĕ пĕрремĕш ăмăртăвне 7 регионтан 200 яхăн атлет хутшăннă. Пĕлтĕр вара 19 регионтан килнĕ чи вăйлă спортсменсем тупăшнă. Пĕтĕм Раççейри турнир кăçал 40-мĕш хут иртет. Çавна май çак кунсенче Шупашкар вăйлă çынсен спорчĕн тĕп хули пулса тăрать. «Ăмăртусем çӳллĕ шайра иртессе, кире спорчĕн аталанăвне тӳпе хывасса шансах тăратпăр. «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркелекен турнир ăрусене çыхăнтаракан уява çаврăнтăр. Пурне те çак мероприятие хутшăнма, пырса курма чĕнетпĕр. Вăл Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче иртет. Ăмăртусенче вăй виçекен спортсменсене ăнăçупа çĕнтерӳ сунатпăр», — терĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Виктория Вышинская. Виктория Анатольевна çавăн пекех чăваш халăх хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркелекен турнира хатĕрленмешкĕн, спортсменсене хавхалантармашкăн пулăшма килĕшнĕ партнерсене пурне те тав турĕ. «Пирĕн туслă çыхăну çирĕпленсех пытăрччĕ», — тесе пĕтĕмлетрĕ.

«Ял ачисем трактор ураписенчен штанга ăсталанăччĕ»

Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Карпов — кире спортĕнчи паллă ят. СССР спорт мастерĕ Раççей, Совет Союзĕн чемпионачĕсенче, Тĕнче кубокĕнче малти вырăнсене йышăннă. Çавăн пекех Юрий Михайлович спорт ветеранĕсен ăмăртăвĕсенче те пысăк çитĕнӳсем тунă: çĕршыв, тĕнче, Европа чемпионачĕсенче пĕрремĕш пулнă, тĕнче рекордне çĕнетнĕ. 1995 çултанпа пĕр улшăнмасăр Пĕтĕм Раççейри кире спорчĕн федерацийĕн Чăваш Енри уйрăмне ертсе пырать.

Аслисенчен тĕслĕх илнĕ Вăл 1955 çулта Елчĕк районĕнчи Тип Тимеш ялĕнче çуралнă. Вăрçă хыççăн çут тĕнчене килнĕ ачасене çăмăл килмен. Юрий те пĕчĕклех ĕçе кӳлĕннĕ. «11-12 çулсенчех лашапа утă-улăм, тислĕк турттараттăм. Ялта 30 яхăн лашаччĕ. Атте тракторист пулнăран пĕр вăхăт плугарьте çӳрерĕм. Кунне икшер смена ĕçлеттĕмĕр, çĕрле те тухаттăмăр. Нихăçан та ӳркенмен. Аннене те килти ĕçсене тума пулăшаттăмăр. Пусăран пайтах шыв йăтнă, выльăх-чĕрлĕх сахал марччĕ. Салтака тухса каяс чухнехи каç аннене пулăшас тесе мунча урайне те çуса панăччĕ. Нимле ĕçрен те ютшăнман. Ялти пуçламăш, унтан Тăрмăшри сакăр çул вĕренмелли, каярахпа Елчĕкри вăтам шкулсенче ăс пухрăм. Ĕлĕк шкула çуран çӳренĕ. Пирĕн яла автобус та çӳретчĕ, анчах вăл тулли пулнипе пире лартмастчĕ. Елчĕке çитме 7 çухрăмччĕ. Çумăр, юр е çил-тăман — утаттăмăр. Сайра хутра велосипедпа, йĕлтĕрпе каяттăмăрччĕ. Çуран çӳренипех сывлăхлă та тĕреклĕ пулса ӳсрĕмĕр, чир-чĕр мĕнне пит пĕлсех кайман», — аса илчĕ Юрий Михайлович. Пулас чемпион ачаранах спортпа туслă. «Чупма юрататтăмччĕ, вăрăм дистанцисене ытларах килĕштереттĕм. Елчĕк шкулĕнче вĕреннĕ чухне Николай Мальков учитель штангăпа питĕ кăсăкланатчĕ. Вăлах — Елчĕкре йывăр атлетикăпа кире спорчĕн секцине пуçарса яраканĕсенчен пĕри. Шкул коридорĕнчех штанга ларатчĕ. Пур ача та унта пухăнатчĕ вара. Аслăраххисем штанга йăтнине пăхаттăмăр. Пурин те çĕклесе пăхас килнĕ ахăртнех. Вĕсенчен тĕслĕх илсе эпир, хамăр кас ачисем /вĕсем 20 яхăн та пулнă/, трактор ураписене лумпа çыхăнтарса штанга та тунăччĕ. Каçченех аппаланаттăмăр вара унпа, тимĕр сасси урамĕпе сарăлатчĕ. Тĕрлĕ виçеллĕ кире пуканĕсем те пурччĕ. Вĕсене те черетленсе çĕклеттĕмĕр. Хамăр тĕллĕнех, аслисем кăтартса пымасăрах. Мĕнлерех йăтмаллине пĕр-пĕрне вĕрентеттĕмĕр. Симферопольти кĕçĕн командирсен шкулĕ хыççăн космос çарĕнче службăра тăтăм. Пирĕн çар чаçĕ Якутире вырнаçнăччĕ. Унта спортзал лайăхчĕ. Спорт снарячĕсем те пурччĕ. Кире пуканĕ те. Спортзала тренировкăна çӳреттĕмĕр, ăмăртусене хатĕрленеттĕмĕр. Салтака кайиччен эпĕ 58 килограмм таяттăмччĕ, киле 78 килогрампа таврăнтăм. Анне тирпейлĕн упранă тумтир пĕри те юрамастчĕ. Кунта тӳрех çакна каламалла: мăнтăрланнипе ӳт хушман, тренировкăсенче кĕлеткене тĕреклетнĕ. Пирĕн рота командирĕ эрменччĕ. Лутраскер пулин те спортпа питĕ туслăччĕ. Турник çинче упăте пек явăнатчĕ. Штангăпа кире пуканне те хăпăл-хапăл йăтатчĕ. Пирĕнтен те çирĕп ыйтатчĕ. Турникран хам та пĕр алăпа 11-12 хут туртăнаттăм», — калаçăва малалла тăсрĕ Юрий Карпов.

Андрей МИХАЙЛОВ.


«Хаçат вырсарникун та тухнă»

Истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ, СССР Журналистсен тата Писательсен союзĕсен членĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, республикăри Журналистсен союзĕн Çемен Элкер, Николай Никольский, Леонид Ильин, Раççей журналистсен союзĕн премийĕсен лауреачĕ, «Хыпар» тĕп редакторĕнче чĕрĕк ĕмĕре яхăн ĕçленĕ Алексей Леонтьев редакци 1998 çултанпа – Издательство çурчĕ аталанăвне пысăк тӳпе хывнă. Алексей Петровичран редакцире ĕçленĕ тапхăра аса илме ыйтрăмăр.

Куллен — çĕршер çыру…

– Алексей Петрович, «Хыпар» хаçатра, тĕрĕсрех – «Коммунизм ялавĕнче» ĕçленĕ вăхăтран ытларах мĕн асра юлнă?

– Асра юлнă пĕрремĕш пулăм – 1979 çулхи утă уйăхĕнче, Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан редакцие ĕç шырама килни. Демьян Семенов редактор шăпах хăйĕн ĕç пӳлĕмĕнчеччĕ. Ун патне кĕтĕм, вăл мана пĕлетчĕ. 1976 çулта эпĕ практикăра пулнăччĕ. «Демьян Филиппович, сирĕн ĕç çук-и?» – терĕм. «Пур!» – терĕ вăл. Редактор ревизи корректорĕ кирлине пĕлтерчĕ. Редакцин яваплă çак тытăмĕнче вăрçă ветеранĕ Петр Юткин çулталăка яхăн пĕччен ĕçлет-мĕн. Ниепле те тепĕр çын тупаймаççĕ. Ун чухне хаçата эрнере 6 хут кăлармаллаччĕ. Вырсарникун та тухнă. Çапла ĕçе кĕтĕм: иккĕмĕш ревизи корректорĕ пулса тăтăм. Петр Николаевич еплерех хĕпĕртерĕ…

– Ревизи корректорĕн мĕн тумалла пулнă?

– Пĕрремĕш корректура типографире наборланă гранкăсене вулать. Йăнăшсене тупса тӳрлетме кайса парать. Тӳрлетнĕ çав гранкăсемпе хаçат полосисене /страницисене/ калăплаççĕ /вырăсла – верстка/. Калăпланă хыççăн полосасем ревизи корректурине килеççĕ. Подчитчица текстсене пăхсайĕрлесе пырать, ревизи корректорĕ сасăпа вулать. Пирĕнпе пĕр вăхăтрах – дежурнăй редактор та. Çак ĕçе пай заведующийĕсене шаннă. Эпир пĕрле вулатпăр та йăнăшсене тӳрлетме кайса паратпăр. Тӳрлетнĕ хыççăн полоса каллех килет те вара юлашки тапхăр – «свежая голова» вулать. Ку сăмах çаврăнăшĕпе Совет Союзĕн мĕн пур хаçатĕнче усă курнă: професси терминĕ. Эпир ăна чăвашла мĕнле каламаллине шухăшласа тупайманччĕ. «Чĕрĕ пуç» тени хитре мар илтĕнет. «Свежая голова» вулавĕ хыççăн ревизи корректорĕ тепĕр хут тĕрĕслет. Подчитчица киле каять. Эпир юлашки полосана типографие паричченех ларатпăр. Эпĕ унта çулталăк ытла ĕçлерĕм. Пĕрремĕш отпуск хыççăн, 1980 çулхи юпа уйăхĕнче, Демьян Филиппович мана ял хуçалăх пайĕн корреспондентне куçарчĕ.

– Тата мĕн асра юлнă?

–1986 çулта мана çырусен пайĕн заведующине лартни асăмра çырăннă. Çĕнĕ самана пуçланчĕ: уççăнлăх, демократизаци, цензурăна пĕтернĕ. Питĕ нумай çыру килет: пурте тĕрĕслĕх шыраççĕ, çитменлĕхсене критиклеççĕ. Çырусен пайĕнчен манăн сĕнӳпе килĕшсе çырусемпе общество корреспонденчĕсен пайĕ туса хучĕç. Пайра ун чухне икĕ учетчица, 3 корреспондент ĕçлетчĕ. Куллен сахалран та 100 çыру килетчĕ. Пурне те хурав памаллаччĕ, кирлĕ çĕре çитермеллеччĕ. Çырусене вуласа тепĕр чухне манăн çур кун иртетчĕ. Пĕр пайне редактора памалла, ыттисене – пайсене, унта вĕсене е пичете хатĕрлеççĕ, е тĕрлĕ инстанцие мерăсем йышăнма ярса пама сĕнеççĕ. Эпĕ ун чухне диагональпе вулама вĕрентĕм. Тата почерксене уйăрма хăнăхрăм. Ку вăхăта нумай перекетлет. Манăн вара çырас килет. Тулта пурнăç вĕресе тăрать-çке, вулакана каласа кăтартмалли темĕн чухлĕ. Паян, наукăра ĕçленĕ май, архив докуменчĕсемпе нумай ĕçлеме тивет. Темĕн тĕрлĕ почерка та тишкеретĕн. Редакцири опыт пулăшать. Ял хуçалăх пайĕнче 6 çул ĕçлесе йăлăхсах çитнĕччĕ, яланах пĕр япала: фермăсем, техника паркĕ, тăпра эрозийĕпе кĕрешесси. Ĕне сума, техникăна мĕнле пăхмаллине, тырă акма «вĕрентетпĕр». Çитмен ял юлман теместĕп, анчах республикăпа çителĕклех паллашрăм. 1986 çулта «Тăван Атăл» журналта «Чăваш хăмли» очерк тухни асăмрах. Пĕчĕк брошюра калăпăшĕ. 1988 çулта çав кăларăмрах «Ял шăпи» очерк тухрĕ: Граждан вăрçи хыççăнхи аркану, экономикăн çĕнĕ политики, вак хуçалăхсене репрессилесе пĕрлештерни, кулак тесе пин-пин хресчене ют çĕре кăларса яни… Кĕскен: истори публицистики.

– Эсир хаçатăн яваплă секретарĕ те пулнă…

– …1988 çул вĕçĕнчен пуçласа. Çак должноçа КПСС обкомĕн бюровĕнче çирĕплетмелле. Эпĕ вара — шăп çав кунсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш общество-культура пĕрлĕхне йĕркелеме чарнине хирĕçлекен коллектив çырăвне алă пуснисенчен пĕри. Обком секретарĕ Анатолий Леонтьев çакна аса илчĕ, пĕрремĕш секретарь Илья Прокопьев хăй кăмăлсăррине палăртрĕ. Мана хам алă пуснине… пăрахăçлама хушрĕç. Çыру вара халăхра сарăлнă ĕнтĕ… Çапах та должноçа çирĕплетрĕç. Мускава Раççей социополитика институтне куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕччĕ. Ун тĕлĕшпе те ура хумарĕç. Сăмах май, 1991 çулта пирĕн курс диплом илсен института хупрĕç. Яваплă секретарь ун чухне редакторăн виççĕмĕш çумĕ пек пулнă. Эпĕ çырусен пайĕн ĕçне те йĕркелесе пынă. Ун чухне эпир, редакцири çамрăк ăру, чĕлхе тасалăхĕшĕн питĕ вăйлă кĕрешеттĕмĕр. Планеркăра ку ыйтăва мĕн чухлĕ хускатман пулĕ? Калăпăр, мĕншĕн «Московски /Ленински, Калинински/ район» тесе çырмалла, «Мускав /Ленин, Калинин/ районĕ» мар? Мĕншĕн «государство планĕ», «Верховнăй Совет» – «патшалăх планĕ», «Аслă Канаш» мар»? Паллă вун-вун самантран тепри – Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕ 1980 çулсен вĕçĕнче хăйĕн хаçатне уçни. Редактор должноçне хамăн кандидатурăна тăратрăм. Программа хатĕрлерĕм. Трибуна çине тухса калаçрăм. Хаçата «Хыпар» ят парасшăн терĕм. Ун чухне халăх, гуманитари интеллигенцийĕсĕр пуçне, «Хыпар» пирки мар, унăн никĕслевçи Н.В.Никольский çинчен те пĕлмен. Çĕр проценчĕпе тенĕ пекех коммунистсенчен тăракан парламент редактор должноçне КПСС рескомĕн пĕрремĕш секретарĕн пулăшуçине лартнинчен тĕлĕнмĕпĕр. <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.