Чи лайăххисене, пуçаруллисене чысларĕç

2 Фев, 2015

"Чăваш Республикин чи лайăх патшалăх граждан служащийĕ" тата "Чăваш Республикин чи лайăх муниципалитет служащийĕ" конкурссене çулсеренех йĕркелеççĕ. Çак кунсенче вĕсен çĕнтерÿçисене Правительство çуртĕнче чысларĕç.

"Чăваш Республикин чи лайăх патшалăх граждан служащийĕ" конкурс кăçалхипе 4-мĕш хут иртрĕ, унта патшалăхăн 15 органĕнчи 18 служащи хутшăнчĕ. Конкурс суйлавĕ 2014 çул вĕçĕнче иртнĕччĕ. Ун чухне претендентсем хăйсен ĕçĕсене хÿтĕлерĕç. Йĕркелÿ комитечĕн членĕсем конкурса хутшăнакансенчен вĕсем мĕншĕн шăпах çак проекта суйласа илнине, ăна пурнăçа кĕртес тĕллевпе мĕн тунине ыйтса пĕлчĕç. "Чăваш Республикин чи лайăх муниципалитет служащийĕ" конкурс 3-мĕш çул иртет, унта 51 çын икĕ номинаципе тупăшнă: "Муниципалитет районĕн, хула округĕн чи лайăх муниципалитет служащийĕ" /32 çын/ тата "Ял /хула/ тăрăхĕн чи лайăх муниципалитет служащийĕ" /19 çын/. Асăннă конкурссен тĕп тĕллевĕ - служащисене хăйсен тивĕçне ăнăçлă пурнăçламашкăн хавхалантарасси, регион аталанăвне пысăк тÿпе хывнисене тупса палăртасси, кадр тытăмĕн тăнăçлăхне çирĕплетесси, вĕсен пултарулăхне аталанма пулăшасси. Кунашкал конкурссем республикăн патшалăх граждан тата муниципалитет службисен ят-сумне те ÿстерме пулăшаççĕ.

Январĕн 30-мĕшĕнче çĕнтерÿçĕсене чыслама пуçлас умĕн "Чăваш Республикин чи лайăх патшалăх граждан служащийĕ" йĕркелÿ комитечĕн председателĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев тупăшусене хутшăнакансем пурте "чи лайăххи" ята илме тивĕçлине палăртрĕ. "Тĕнче, пурнăç улшăнса пынăçемĕн патшалăх тата муниципалитет служащийĕсенчен те çирĕпрех ыйтаççĕ. Çак конкурссем чи пуçаруллисене - çĕнĕ идейăсемпе ĕç меслечĕсем сĕнме пултараканнисене - тупса палăртма май параççĕ. Вĕсем хăйсем сĕннĕ проектсене пурнăçласса шанас килет", - терĕ Юрий Егорович. Вăл проекчĕсене ăнăçлă хÿтĕленĕ 10 служащие Чăваш Республикин управлени кадрĕсен резервне кĕртмешкĕн сĕнессине те пĕлтерчĕ.

Ку конкурсра ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин ачасемпе амăшĕсене медицина пулăшăвĕ парассине йĕркелекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Нина Емельянова çĕнтерчĕ. Вăл "Ачасем вилессине чакармалли майсем: Чăваш Республикин опычĕ" проекта хÿтĕленĕ. Нина Николаевна, министерствăра 10 çул ĕçлекенскер, ача-пăча вилесси демографи лару-тăрăвĕн тĕп кăтартăвĕсенчен пĕри пулнине, республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн шайне те витĕм кÿнине каларĕ. "Çулталăка çитмен ачасем вилес енĕпе Чăваш Ен тахçан Раççейре малти 5 регион йышĕнчеччĕ. Эпĕ ку кăтарту хам министерствăна килнĕренпе мĕнлерех улшăнса пынине тишкертĕм. Амăшлăхпа ачалăха хÿтĕлекен службăна аталантарсах пынăран ку кăтарту 2013 çултанпа икĕ хут чакрĕ", - терĕ вăл журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май. Çулталăка çитмен пепкесем пурнăçран уйрăласси чакнипе пĕрлех ачасем тулаш сăлтавсене пула вилесси ÿснине те палăртрĕ Нина Николаевна. Тĕп сăлтав - пĕчĕкскерсене ашшĕ-амăшĕ пăхса-асăрхаса çитерейменни, çавăнпа медицина ĕçченĕсем çитĕннисене ачасем тĕлĕшпе тимлĕрех пулма чĕнсе калаççĕ.

"Чăваш Республикин чи лайăх муниципалитет служащийĕ" конкурсăн йĕркелÿ комитечĕн председателĕ, ЧР юстици министрĕ Надежда Прокопьева унта хутшăнакансен шучĕ çулсеренех ÿссе пыни çинчен каларĕ. "Муниципалитет районĕн, хула округĕн чи лайăх муниципалитет служащийĕ" ята Канаш хула администрацийĕн физкультурăпа спорт уйрăмĕн пуçлăхĕ Искандер Мингалеев тивĕçрĕ. Пăрачкав районĕнчи Семеновское ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Людмила Канылина ял /хула/ тăрăхĕн чи лайăх муниципалитет служащийĕ пулса тăчĕ.

Çĕнтерÿçĕсене Дипломсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА