Ешĕл хунав çутталлах туртăнать...

18 Мар, 2015

Çут тĕнчене çĕнĕ кайăк килни - иксĕлми телей, вышкайсăр савăнăç. Ачасем - пирĕн пуласлăх, шанăç, тĕрев тесе ахальтен каламастпăр вĕт. Çĕр çинчи пĕтĕм ырăлăха, ĕмĕт-тĕллеве вĕсемпе çыхăнтаратпăр. Çамрăк ăрăва сывă та таса, халăхăмăра юрăхлă çитĕнтерессишĕн пултарнă таран тăрăшатпăр.

Шел, пирĕнтен килмен сăлтав та сахал мар иккен. Тĕслĕхрен, йывăр амакпа çуралнисенчен хăшне-пĕрне уралантарма хальхи йышши кăткăс медицина та хевте çитереймест. Çапах та патшалăхăмăр хăйĕн çамрăк гражданĕсене пахалăхлă пурнăçпа тивĕçтерессине чăнласах хаклать, тăрăшать.

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин "Хулари 3-мĕш ача-пăча больници" бюджет учрежденийĕн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ медицинăн паллиативлă пулăшăвĕпе тивĕçтерекен уйрăмĕнче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли йĕркеленĕ ятарлă пресс-тур та çакна тепĕр хут çирĕплетрĕ.

Хÿтлĕх утравĕ

2002 çулхи ноябрь уйăхĕнче Чăваш Енре Республикăри ача-пăча клиника больницин никĕсĕ çинче медицинăн паллиативлă пулăшăвĕпе тивĕçтерекен уйрăм хута кайнă. Иртнĕ çулхи май уйăхĕнче асăннă тытăма Шупашкарти Хулари 3-мĕш ача-пăча больницине куçарнă. Хальхи вăхăтра унта 10 койка вырнаçтарнă, йывăр чирлисене стационар условийĕнче пăхса тăма тытăннă.

Уйрăмри палатăсене малтан юсаса çĕнетнĕ, кашнинче санузел вырнаçтарнă, чÿречесене, алăксене, инженери коммуникацийĕсене сипленекенсене меллĕ пулмалла улăштарнă. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 12 млн тенкĕ ытла тăкакланă. Паллиативлă пулăшăвăн ятарлă оборудованине кăна 2,7 млн тенкĕлĕх туяннă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.