Ял çыннисем çĕнĕ кĕнекесем кĕтеççĕ

25 Мар, 2015

Чăваш кĕнеке издательствине вулакансем тăтăшах çыраççĕ çырусем, сĕнÿсем параççĕ. Кĕнеке кăлараканпа вулакан хушшинчи çыхăну коллектива çăмăл мар ĕçре хавхалантарса, вăй-хал парса пырать.

Акă, Вăрнар районĕнчи Вăрманкас ял библиотекинчен килнĕ çыру. "Сывă-и, Чăваш кĕнеке издательствин хисеплĕ ĕçченĕсем? Эпир сире пархатарлă ĕç-хĕлĕршĕн тав тăватпăр. Вулама юратакансемшĕн çĕнĕ кĕнеке тухни - чăн-чăн уяв. Юлашки вăхăтра Чăваш кĕнеке издательствинче Чăваш Ен историйĕпе çыхăннă нумай кĕнеке кун çути курчĕ. Вулавăшра çавăн пекех вăл е ку çыравçă çинчен вырăсла çырнă кĕнекесем те пур. Çакăн пек кĕнекесем тăван чĕлхепе тухсан питĕ аван пулмалла. Вулавăша илемлĕ хуплашкаллă, пуян содержаниллĕ, ăс-хакăл парнелекен кĕнекесем килме пуçлани савăнтарать. Вулакансем чăваш кĕнекисене уйрăмах кăмăллаççĕ. Шел те, анчах вĕсем çителĕксĕртерех. Ял çыннисем çĕннисем тухасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вулакансем Н.Симуновăн кĕнекисене, уйрăмах "Ан йĕр эсĕ, Лена" произведение, ыйтаççĕ. Çак кĕнекене çĕнерен кăларсан эпир сире чĕререн тав тунă пулăттăмăр. Мĕншĕн тесен маларах тухнисем кивелчĕç, çĕтĕлме пуçларĕç. Çавăн пекех Александра Лазеревăн "Чипер Анна", "Çутă пĕве", "Çунатлисем", "Хĕр чĕри", Ваçлей Алендейĕн "Пилеш пăхма пит хитре", "Ушкăн-ушкăн пĕлĕт иртет", "Ферма хĕрĕ - сарă хĕр", Мĕтри Кипекăн "Хитре хĕрарăм", Тихăн Петĕрккин "Атлан" произведенийĕсене çĕнĕрен кăларма ыйтатпăр. Малтанах тав сăмахĕ калатпăр. Сире хисеплесе Вăрманкас вулавăш ĕçченĕ Л.С.Чудакова, Вăрманкас шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен М.И.Афанасьева, асăннă пĕлÿ çуртĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен И.И.Лукина, А.Я.Фомина, В.Я.Кудряшова, Р.Н.Петрова, В.Н.Павлов пенсионерсем, Е.М.Кузнецова социаллă ĕçчен, Е.М.Кузнецова почтальонка тата ытти вулакансем".

Çакăн пек çырусене Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашран та, Етĕрне тăрăхĕнчи Уйкас ял библиотекисен вулаканĕсенчен те илтĕмĕр. Зоя Мижеевăпа Рената Сандыркина вулавăш ĕçченĕсене çынсем вулама юратни, кĕнекесем алăран-алла куçни савăнтарни çинчен хĕпĕртесе пĕлтереççĕ. Çавăнпа чăваш çыравçисен кĕнекисене çĕнĕрен кăларма тархасласах ыйтаççĕ. Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш вулавăшăн чи хастар вулавçисем Н.Е.Дмитриев, С.И.Борисов, В.И.Ефимов, Г.В.Кузьмина, Л.В.Сергеева, сăмахран, Николай Симуновăн "Ан йĕр, эсĕ, Лена" кĕнекине уйрăммăн палăртнă. Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ Валерий Алексеев палăртнă тăрăх - вулакан ку чун çимĕçне ытахальтен килĕштермест. Автор унта кăмăл-сипет ыйтăвĕсене питĕ çивĕччĕн хускатнă. Вĕсем вара нихăçан та кивелмеççĕ, çулсем иртсен те интереслĕ вуланаççĕ.

Чăваш кĕнеке издательствине ют çĕршывсенчен те çырусем килеççĕ. Тĕрлĕ организацисем вăл е ку кăларăма ярса пама ыйтаççĕ. Акă, нимĕçсен наци библиотекинче Г.Ф.Орловăн "Вестники зимы", "Городские и районные газеты", И.Я.Тенюшевăн "Их оставалось только трое", Н.В.Симуновăн "Не плачь, Лена" кĕнекисем тивĕçлĕ вырăн йышăннă ĕнтĕ. Чăваш кĕнекисемпе ют çĕршыв çыннисем те интересленеççĕ. "Кĕнекесем пуян содержаниллĕ, полиграфи енчен пысăк пахалăхлă пулни тĕлĕнтерет",- çыраççĕ вĕсем. Çурçĕр Каролина /АПШ/ штатĕнче пурăнакан Людмила Драгнева Евгения Жачевăн "Чувашская вышивка" кĕнеке-альбомне питĕ ырласа йышăнни çинчен пĕлтерет. Вулакансем ыйтнипех çак кунсенче Виктор Черновăн "Чувашские народные музыкальные инструменты" кĕнеке-альбомне çĕнĕрен кăлартăмăр.

Чăваш кĕнеке издательствин пултарулăх коллективĕ вулакансене, библиотекарьсене вулама юратнăшăн, хăйсен шухăшне палăртнăшăн, сĕнÿсем панăшăн тав тăвать. Чăваш кĕнеке издательстви 95 çул тултарнă çул вулакансене çĕнĕ кĕнекесемпе пĕрре кăна мар савăнтарĕ.

Надежда ОСИПОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.