Архив - 29 Окт, 2015

29 Окт, 2015

“Пÿрт сутса кĕлетре юлтăмăр”

Тăхăр вунă çулран каçнисене, çак ÿсĕмрен кăшт кĕçĕнреххисене пурне те тискер пĕр пулăм çыхăнтарнине пĕлетпĕр: вăрçă. Тăшман Тăван çĕршыва выçă кашкăрла тапăнса кĕнĕ çулхине Нина Сидорова вун иккĕре пулнă. Вăрçă пуçланни çинчен ăна, унран икĕ çул аслăрах аппăшне тата вĕсен виçĕ шăллĕне ашшĕ-амăшĕ пĕлтернĕ. Ачасем пĕчĕк пулин те фашист камне лайăх ăнланнă. Усал хыпара кил хуçипе мăшăрĕ 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Комсомольскине ярмăрккăна кайсан илтсе килнĕ.

29 Окт, 2015

Хăйсен тĕнчинче пурăнаççĕ вĕсем

Çĕрпÿ районĕнчи Вăрман Кăршкана нумаях пулмасть кайса курнăччĕ. Унта хĕлĕн-çăвĕн пурăнакан пĕр çемье хăйне евĕр пулнине вырăнти халăх систерчĕ-ха. Вĕсен калаçăвĕнче «сектантсем» сăмаха илтсен те хăрамасăрах çула тухрăмăр ун чухне. Ахалех шикленнĕ мар-и - нимĕн хăрамалли те çук кунашкал çынсенчен.

Страницы