Архив - Ноя 2016

ноябрь 24th

24 Ноя, 2016

Тăлăхсен нушине никамран лайăх ăнланать

Шупашкарта пурăнакан Христодуловсен çемйи «Юратупа шанчăклăхшăн» медале тата тав çырăвĕсене ахальтен тивĕçмен. Лидия Викторовнăпа Вячеслав Иванович хăйсен тăватă тĕпренчĕкне çитĕнтернипе çеç çырлахман — тепĕр 8 ачана юратăвĕпе ăшăлăхне парнеленĕ. Тăваттăшне — усрава, тепĕр тăваттăшне опекăна илнĕ. 8 ачашăн ашшĕпе амăшĕ пулса тăнăскерсем хăйсен хӳттине илнĕ шăпăрлансене тăван тĕпренчĕкĕсенчен уйăрмаççĕ: пурне те пĕр пек юратаççĕ, кашниншĕн чунне пама хатĕр. Лидия Викторовнăпа Вячеслав Иванович шухăшĕпе, ачасене çитĕнтернĕ чухне чи кирли — юрату. Шăпăрлана мĕн чухлĕ ытларах юрату парнелетĕн — вăл хăйне çавăн чухлĕ çирĕпрех туять.

24 Ноя, 2016

Лекеров авланасшăн, Григорьев тинĕс хĕрринче хĕртĕннĕ

Концертсем, гастрольсем… Юрăçсен пĕр вырăнта ларма вăхăт çук. Çĕнĕ çул умĕн, уйрăмах Шупашкарти культура керменĕсенче, концерт хыççăн концерт йĕркелесе халăха савăнтараççĕ вĕсем. Çăлтăрсен Инстаграмри страницисене малалла шĕкĕлчер-ха. Вĕсен пурнăçĕнче мĕн интересли пулса иртнĕ? Малалла вулас...

24 Ноя, 2016

«Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕчĕ

Çак Çĕр чăмăрĕ çинче Дима Сорокин ятлă каччă пурăнать. Вăл ăçтан тетĕр-и? Вăрмар поселокĕнчен. Гороскоппа — Шывтăкан. Дима футболла выляма, юлташĕсемпе час-часах çулçӳреве тухма кăмăллать. «Икĕ алла — пĕр ĕç» каларăш ун пиркиех. Республикăри чи лайăх вĕренӳ учрежденийĕсен­чен пĕринче — Шупашкарти элек­тромеханика колледжĕнче — вĕреннĕрен пуласлăхĕ пысăк пуласса шанать.

24 Ноя, 2016

Тăхăнмалли те пулман

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тралькассинче пурăнакан Мария Ижендеева тăхăр теçетке çула çывхарать. Çулĕ чылай пулин те ĕçсĕр лармасть кинемей, кăштăртатса çӳрет. Мария Александровна кĕрхи кунсенче килте ларман. Кăмпа юратаканскер çут çанталăк парнине шырама тăтăшах çӳренĕ. Пĕчченех кун кунлаканскер пурнăç тути-масине самай астивнĕ, нумай çухатăва чăтса ирттернĕ. Малалла вулас...

 

24 Ноя, 2016

"Хресчен сасси" 46 /2633/ №. 24.11.2016

Хуçине кура хуçалăхĕ «Трудовик» агрофирма ертӳçи Сергей Иванович Ярчеев çине тăнипе лару-тăру улшăнма тытăнни сисĕнет.

Çын тĕллевсĕр пурăнмасть ЧР Ял хуçалăх министерстви кăçалхи вырма кăтартăвĕсем тата малашнехи плансем пирки канашлу ирттерчĕ.

Сак тулли телей Ултă ачаллă çемьере туслăха мĕн пĕчĕкрен туйса çитĕнеççĕ.

Вăрман ăна сиплет Патăрьел районĕнчи Сăкăтра пурăнакан Иван Владимирович Суркова профессиллĕ вăрманçă тееймĕн, анчах вăл вăл кашни йывăçа чунĕпе туять.

24 Ноя, 2016

Хуçине кура хуçалăхĕ

Ялтан пилĕк çухрăмра, вăрманпа юнашар вырнаçнă ĕне выльăх ферми. 80-мĕш çулсенче кĕрлесе тăнăскер çĕршыври пăтрашуллă тапхăрта витесем пушаннă, хуçасăр пурлăх арканнă. Юлашки вăхăтра «Трудовик» агрофирма ертӳçи Сергей Иванович Ярчеев çине тăнипе лару-тăру улшăнма тытăнни сисĕнет. Территоринче тинех выльăх-чĕрлĕх, техника сасси хуçаланать. Хальлĕхе 350 ылта ĕне выльăх, çав шутра сăвăнаканни - 70 пуç.

24 Ноя, 2016

Çын тĕллевсĕр пурăнмасть

Иртнĕ эрнере ЧР Ял хуçалăх министерстви кăçалхи вырма кăтартăвĕсем тата малашнехи плансем пирки канашлу ирттерчĕ. Ăна ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Мансур Калмыков ертсе пычĕ. Канашлăва ял хуçалăх министерствин специалисчĕсем, район администрацийĕсен ял хуçалăх пайĕсен тата республикăри хуçалăхсен ертӳçисем, агрономсем хутшăнчĕç.

Сахăр кăшманĕ, соя...

24 Ноя, 2016

Сак тулли телей

"Çунашкапа вăрах ярăнаймарăмăр. Ларкăч çинчи хăма вырăнтан тухса ӳкрĕ", — пĕр-пĕрне пӳлсе амăшне пĕлтерме васкарĕç икĕ ывăлĕпе хĕрĕ. Пиччĕшĕсем хăйне ярăнтарайманшăн Дарина самаях кăмăлсарланнă. Ара, ача-пăчан шур юр çинче ытларах выляс килет мар-и?

24 Ноя, 2016

Вăрман ăна сиплет

Йывăç çуртра сывлăш вăрманти пек уçă та таса. Сарлака, чутласа якатнă стена пĕренисенче хыр пурнăçĕ витĕр палăрать. Вĕсене сăрласа илемлĕ тĕс панăн туйăнать. Çук иккен, нимĕнле киçтĕкпе те тĕкĕнмен. Вăрмана лайăх пĕлсен ĕç тумашкăн йывăç суйлама йывăр мар. Патăрьел районĕнчи Сăкăтра пурăнакан Иван Владимирович Суркова профессиллĕ вăрманçă тееймĕн, анчах вăл вăл кашни йывăçа чунĕпе туять. Çак таранччен пин-пин хунав лартса тавралăха экологи тĕлĕшĕнчен пуянлатнă. Вăрманта кăна мар, пахчи хыçĕнче те унăн хырлăхĕ кашласа ларать. Кунсерен ир те каç сукмак хывать вăл унта, таса сывлăшпа сывласа, хусканусем туса сывлăхне çирĕплетет. "Хам алăпа пурнăç панă вăрман сипленине туятăп", — тет.

Страницы