Архив - 20 Июн, 2014 - Хыпар

20 Июн, 2014

Кăлканлă çеçен хир ытамĕнче

Эрĕнпур хутлăхне - кăлканлă çеçен хир ытамне - шăпах вун пилĕк çул каялла çитсе килнĕччĕ. Ун чухне Абдулино районне кĕрекен Ялпай ялĕнче пĕрремĕш хут облаçре пурăнакан чăвашсен Акатуйĕ иртнĕччĕ.

20 Июн, 2014

"Чăвашавтотрансăн" - çĕнĕ ертÿçĕ

ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин "Чăвашавтотранс" ПУП директорне уйăрса лартма конкурс ирттернине пĕлтĕм. Предприятие ертсе пыма кама лартрĕç-ши?

А.САВУШКИН.

Хĕрлĕ Чутай районĕ.

20 Июн, 2014

Ентешсем - "iВолга-2014" форумра

Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче каçхине Чăваш Ен делегацийĕ Самар облаçне тухса кайнă, унта вăл федерацин Атăлçи округĕнчи çамрăксен "iВолга-2014" II форумне хутшăнать. Кăçал çак мероприятире республикăри 90 каччăпа хĕр хăйĕн проекчĕпе паллаштарĕ.

20 Июн, 2014

"Ялах каяс килет"

Ял хуçалăхĕнче кадрсем çитменни пирки тăтăшах калаçатпăр-çыратпăр. Шел, çамрăксенчен чылайăшĕ яла каясшăнах мар, хăйĕн специальноçĕпех ĕçе вырнаçаймасан та хуларах юласшăн. Ветеринар дипломне паян-ыран алла илме хатĕрленекенсем - Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине пĕтерекенсем - яла кайса ĕçлеме хирĕç мар-ши? Хăйсене сăмах парар-ха.

20 Июн, 2014

Çемье çавăрасси - ача вăййи мар

Пирĕнтен кашниех ĕмĕт-тĕллевпе пурăнать. Шкулта аслă классенче вĕренекенсем, тĕслĕхрен, хăйсен пуласлăхĕ пирки час-часах шухăшлаççĕ. Пĕрисем техникумра е институт-университетра пĕлĕвне тарăнлатасшăн, теприсем аттестат илсенех ĕçе вырнаçасшăн, каччăсенчен хăшĕ-пĕри малтан çара кайса килесшĕн.

20 Июн, 2014

Аталану çул-йĕрне уçăмлатрĕç

Ĕнер Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн нумай функциллĕ залĕнче «Раççей регионĕсем - ăнăçлă аталану» VII экономика форумĕ уçăлчĕ.

20 Июн, 2014

«Ыттисемшĕн çутă тĕслĕх вырăнĕнче»

Йăлана кĕнĕ йĕркепе Республика кунĕ умĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика аталăнăвне пысăк тÿпе хывнă ентешсен пысăк ушкăнне йышăнчĕ. Вĕсене - экономикăра, ял хуçалăхĕнче, культурăра, ытти отрасльте ĕçлекенсене - Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе чысларĕ.

20 Июн, 2014

Малалла талпăнакан çемье

Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿрт ялĕнчи Гавриловсем - Николай Васильевич «Гвардеец» колхозра, Роза Никоновна райпо тытăмĕнче нумай çул вăй хунă. Халĕ тивĕçлĕ канура. Пенсире тесе кĕрĕк арки йăваласа лармаççĕ. Картиш тулли выльăх!

20 Июн, 2014

Пĕр-пĕринчен вĕренмелли пайтах

Шупашкарта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн «Раççей Федерацийĕнче Культура çулталăкне ирттересси çинчен» Указне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе федерацин Атăлçи округĕн субъекчĕсен паха опытне палăртас тата ăна ыттисен хушшинче сарас тĕлĕшпе конференци ĕçле