Архив - 20 Июн, 2014 - Çамрăксен хаçачĕ

20 Июн, 2014

Чи пултаруллă çамрăксем - Самар облаçĕнчи форумра

Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Енри пултаруллă 90 çамрăк Самар облаçĕнче вунă кун иртекен «iВолга - 2014» форума çул тытрĕ. Вĕсен йышĕнче - «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ Алена Алтухова та. Форум епле уçăлнă?

20 Июн, 2014

Атте авланать... улттăмĕш хут

Мана анне варĕнче ÿт илсе çут тĕнчене килме май панă аттене куçăмпа курас килми пулчĕ, чунăмри тарăхăва кăштах та пулин сирес тĕллевпе «Çамрăксен хаçатне» çыру шăрçаласа яма шухăш тытрăм.

20 Июн, 2014

Шалчи тулнă - çавă çеç

Тăватă кун каннăран Мускавран Чăваш Ене таврăнтăм - атте-аннене те пĕр уйăх ытла курман, хĕр тусăмсемпе те тахçантанпах калаçман. Ку кăна та мар, Çимĕкре те ялта пулаймарăм. Килсенех алла «Çамрăксен хаçачĕ» лекрĕ - çывăх çыннăмсем ăна тахçантанпах çырăнса илеççĕ. Эпĕ те çак хаçата вулама кăмăллатăп, Мускавра унсăр тунсăхласах çитетĕп...

20 Июн, 2014

Халĕ эсĕ ăçта-ши, кампа-ши?

Пирвайхи, шкул чухнехи, юратăвăм, халĕ те, университетран вĕренсе тухса ĕçлеме тытăнсан та, хутран-ситрен, пĕрер черкке ĕçсен, аса килсе чунăма пăлхатать.