Архив - Дек 2016 - Хыпар

1 Дек, 2016

«Манăн чун-чĕрен чи лайăх тусĕсем» тĕлпулу

Нумаях пулмасть республикăри ачасемпе çамрăксен вулавăшĕнче «Çыравçăпа ирттернĕ кун» мероприятисен ярăмĕпе килĕшÿллĕн Светлана Гордеева сăвăçпа, Валерий Кошкин сăвăç-куçаруçăпа, Роза Степанова юрăçпа тĕлпулу иртрĕ. Вĕсене курма, пултарулăхĕпе киленме тата тĕслĕх илме килнисем — Шупашкарти 49-мĕш шкулăн 4-мĕш класс ачисем.

Светлана Гордеева — сăвăç, ÿнерçĕ тата журналист. Вăл ачасене валли илемлĕ хайлавсем шăрçалать, кĕнекисене валли те хăех ÿкерет.

Кăçал Чăваш Енре — Ĕç çыннин çулталăкĕ. Çавна май Светлана Денисовна тĕрлĕрен специальноç пирки сăмах хускатрĕ.

1 Дек, 2016

Кам мĕнпе пуян...

«Чулпа перекене çăкăрпа пер», — тенĕ авалах. Анчах хытă кÿреннĕ, инкекĕсенче мĕнпур çут тĕнчене айăплама хатĕр çын çак тĕрĕслĕхе ниепле те йышăнаймасть. Хура туйăмĕсене ыттисенчен пытарас тесе çемçен калаçсан та чăнни çиеле тухатех. Тыткаларăшра, ĕçре палăрать вăл. Акăлчансен кун пирки питĕ аван ваттисен сăмахĕ пур: «Санăн ĕçÿсем хăв пирки янăравлă каланине пула эс пуплени илтĕнмест те».

1 Дек, 2016

«Маугли» чăвашла та калаçать

Джозеф Редьярд Киплинг /1865—1936/ акăлчан çыравçин ятне илтмен çын çук-тăр. Ачаранпах унăн юмахĕсене вулатпăр, вăл çырнă хайлавĕсене никĕсе хывса ÿкернĕ илемлĕ фильмсем пăхатпăр. Киплингăн чи паллă произведенийĕ — икĕ кĕнекерен тăракан «Книга джунглей» /1894, 1895 çç./.

Страницы