Архив - Сен 2014 - Чăваш хĕрарăмĕ

сентября 6th

6 Сен, 2014

Вăл пĕлĕте çĕрпе çывăхлатнă

СССР икĕ хут Геройне Андриян Николаев летчик космонавта чăваш халăхĕ ĕмĕр-ĕмĕр асра тытĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта хресчен çемйинче çуралнă вăл. Пурăннă пулсан çак кунсенче 85 çул тултаратчĕ.

6 Сен, 2014

Пушкăртра та юратса вулаççĕ

Вера Артемьева почтальон ытти мĕн пур чăваш хĕрарăмĕ пекех ирхи шуçăмпа вăранать. Ĕнине суса кĕтĕве хăваланă хыççăн сумкине йăтса Треппел почта уйрăмне васкать. Кашни кунах çапла. Таврари виçĕ яла уйăрса панă ăна. Çулĕ вăрăм, утса ывăнмалăх пур. Эрнере виçĕ кун хаçат валеçет вăл. Унсăр пуçне ялти ватăсене пăхать.

6 Сен, 2014

Тĕнчипе палăрнă спортсменсен тăрăхĕнче

Атьăр-ха, Етĕрне районĕнчи Мăн Чурашпа Асламас таврашне çитсе килер. Манпа пĕрле çил ачисемпе ăмăртма хатĕр-и? Кайрăмăр апла... Сăмах май, эпĕ нихăçан та мопедпа ярăнса курман. Ку хутĕнче хăйĕн вăхăтне шеллемесĕр Иван шăпах çак транспортпа пĕр ялтан теприне илсе çитерчĕ.

6 Сен, 2014

Çуралсанах куç хывнă та...

Çĕрпÿри хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи, депутат, халăха социаллă пулăшу паракан центрăн пуçлăхĕ Наталья Михайловна çут тĕнчене хĕлле килнĕ. Ача çуратмалли çуртран илсе тухнăскерне çийĕнчех киле илсе çитереймен. Çула юр хÿсе лартнăран ăшăнмашкăн Тĕнсĕрти Ильинсем патне илсе кĕнĕ ăна.

6 Сен, 2014

Интернет пулсан... савăшу кирлĕ мар

Интернет пирки вунă çул каялла çеç-ха ватăсем мар, çамрăксем те сахал пĕлеттĕмĕр. Унпа еплерех усă курмаллине хăнăхса çитеймессĕнех туйăнатчĕ. Пурнăç вара малаллах шăвать, общество та прогресс утăмсене аванах хăнăхнине куратпăр. Халĕ акă кинемейсемпе мучисем те компьютер умне ларчĕç, кĕсье телефонĕпе çыхăну йĕркелесси те вĕсемшĕн кăткăслăх çуратмасть. Пепкисем калаçма вĕреничченех компьютер çутса килĕшекен мультфильм яма пĕлнишĕн мухтанать ашшĕ-амăшĕ. Шкул ачисем пирки калама та кирлĕ мар: планшет, нетбук урокра та вĕсен аллинчен каймасть.

6 Сен, 2014

Йывăрлăх хăратмасть

Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿртре пурăнакан Павловсен витере йыш хушăнсах пырать. Мăйракаллă шултра выльăх картиш туллиех. Лашисемпе тихисем кăна вун пĕрĕн. "Вĕсенчен пĕри кăна ĕçлекенни. Ыттисене упăшка чун киленĕçĕ валли усрать", - терĕ кил хуçи арăмĕ.

6 Сен, 2014

Аслисенчен вĕренеççĕ

Пурнăçа юратакансем тата кĕнекепе туслашнисем кирек мĕнле çанталăкра та Вăрмарти тĕп библиотекăна пуçтарăнаççĕ. Çакăнта хĕрарăмсен "Сударушка" пĕрлешĕвĕ ĕçлет. Унăн ертÿçи Светлана Щербакова пурне те ырă сунса кĕтсе илет.

6 Сен, 2014

Чăнкă Муркашсем

"Чăнкă" тесе ку таранччен хаçат-журналта кăнтăр енчи район çамрăкĕсем пирки ытларах çыратчĕç. Авăнăн 15-мĕшĕнче пулса иртнĕ ĕç-пуç хыççăн çак сăмах Муркашсемшĕн кăтартуллăрах пек туйăнчĕ... Юрĕ, эсир пирĕнпе пĕрле пулман, апла тăк нимĕн те курман, çавăнпах йăлтах йĕркипех каласа кăтартам.

Страницы