Архив - 2020 - Чăваш хĕрарăмĕ

мая 8th

8 Мая, 2020

Кипкепе çуралнă тăххăрмĕш пепке

1924 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Ишлей /халĕ Шупашкар/ районĕнчи Кăрмăш ялĕнче пурăнакан Тихоновсен çемйинче тăххăрмĕш ача çуралнă. «Таиç ят хурар-и?» — ачисемпе канашланă йышлă çемье ăшшин управçи Анна Ильинична.

8 Мая, 2020

Пурнăçпа вилĕм хушшинче хушшинче

Маршруткăра ларса пыратăп. Çынсем тĕнчипе алхасакан чир çинчен калаçаççĕ. «Тĕрĕссипе, çук вĕт унашкал чир. Ăна тухтăрсем хăйсене ĕç укçи ÿстерсе паччăр тесе шухăшласа тупнă», — илтĕнчĕ тăрук. «Республикăра чирлекенсен йышĕ ÿссех пынă вăхăтра çакнашкал тăрлавсăр пулма та май пур-им-ха? Çирĕп йĕркене пăхăнма мĕнле ÿкĕте кĕртмелле çакнкашкал лару-тăрура?» — шухăшласа канăçа вуçех çухатрăм. Çав хушăрах хама, ĕçтешĕмсене ĕçре мĕнлерех йывăрлăхсемкĕтнине куç умне кăлартăм. Хÿтĕлев тумне кăна — ураран пуçласа пуç тÿпи таран — кунне 10-20 хут хывса тăхăнмалла.

мая 7th

апреля 30th

30 Апр, 2020

Çăпата манăçа тухмасть

"Чăвашла пĕлетĕр-и?" — калаçу пуçартăм Сарă ту облаçĕнчи Калманттай салинче тĕпленнĕ хĕрарăмсемпе. "Паллах", — хурав пачĕç йăхташăмăрсем. Манăн вĕсенчен Çăпата музейĕ çинчен ытларах ыйтса пĕлес килчĕ. Çитменнине, çакăнта çаплипех çăпата хуçас енĕпе ăсталăх класĕсем йĕркелеççĕ. Паянхи саманара мĕн тума кирлĕ ĕлĕкхи çав хатĕр?

30 Апр, 2020

Тĕп пулăшуçăсем — мăнуксем

Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Çуркуннепе ĕç уявне паллă тăватпăр. Маларахри тапхăрта çак кун халăх демонстрацие пухăннă. Юлашки çулсенче уява çут çанталăкра ирттересси йăлана кĕчĕ. Пирĕн вулакансемшĕн çак кун мĕнпе асра юлĕ-ши?

30 Апр, 2020

Шута илме: «хĕрÿ лини» номерĕсем

Сывлăх сыхлав министерстви: 8 8352 26-14-14
Вĕрентекенсем тата ашшĕ-амăшĕ валли, вĕрентĕвĕн дистанци мелĕ пирки: 8 8352 58-37-89
Роспотребнадзор управленийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ: 8 8352 58-24-48, 58-51-66
Аслă ăрурисем патне волонтерсем чĕнсе илмешкĕн: 8-800-201-32-60, 8 (8352) 26-11-11

www.hypar.ru

апреля 29th

апреля 27th

Страницы