Архив - Окт 2014 - Хресчен сасси

1 Окт, 2014

«Кашни каç пĕлĕт вутра»

Комсомольски районĕнчи Тăманлă Выçли ялĕнче пурăнакан Валентина Портнова килĕнче фронтран янă 31 çыру упранать. Вĕсене Валентина Геннадьевнăн хуняшшĕ Василий Гаврилович Портнов хăйĕн çемйи патне çырнă. Пурне те Евдокия Иванова (мăшăрĕ) ячĕпе янă. «Çырусене малтан Евдокия Михайловна упраса пурăннă. Кайран çак тупра пирĕн алла куçрĕ, – тет Валентина Геннадьевна. – Килте пĕчĕк чăматан пур. Шăпах унта сыхланаççĕ вĕсем. Ывăл салтакран янă çырусем те кунтах. Пĕрне те пăрахман, çурман. Вĕсем никама та чăрмантармаççĕ, çăкăр ыйтмаççĕ».

1 Окт, 2014

Юрлакан чÿре тата чун

Мĕншĕн чуна çывăх, мĕншĕн килĕшеççĕ пире Юрий Жуковăн лирикăллă юррисем? Çепĕçлĕхĕпе, тасалăхĕпе тата тирпейлĕхĕпе. Ытарайми ĕлккенлĕхĕпе, чĕрене çемçен сĕртĕнекен çемĕсемпе тыткăнлаççĕ вĕсем. Юрăсенче ырă савăнăçпа çăмăл куляну, йăваш эрлĕхпе телейлĕ хĕпĕртев, ÿкĕнÿ çеç айккинче тăрса юлать.

Страницы