Кахалсем ăçта çуралаççĕ?
Аист çĕклесе килмен ĕнтĕ вĕсене Чăваш çĕр-шывне, хамăрах çурататпăр. Хаçат-журналта, радиопа телекурав кăларăмĕсенче те, пуçлăхсем ларусенче тухса калаçнă чух та "чăваш халăхĕ ĕçчен, хастар, маттур" тесе мухтанаççĕ. Анчах хамăра ытти халăх мĕнле хаклать-ши? Хальлĕхе, ман шутпа, кăкăра çапса мухтанмалли курăнмасть. Пачах урăхла. Халăх кунсерен кахалланса пынишĕн чан çапмалла.




Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейне 1990 çулта уçнă. Вăл маларах шкул çурчĕ пулнă. Ăна халăхăмăра çутта кăларакан Иван Яковлев тăрăшнипе лартнă. Аслă вĕрентекенĕмĕр 1879 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче пĕрремĕш хут асăннă яла килнĕ. Ял халăхĕпе курнăçса калаçнă, шкул уçма палăртнă. Пĕлÿ çуртне 1903 çулта хута янă. Унтанпа 110 çул иртнĕ пулсан та çурт чиперех сыхланса юлнă.





