Архив - Авг 2014 - Çамрăксен хаçачĕ

Август 29th

29 Авг, 2014

Эстонире те чăвашлăха манмаççĕ

Республикăри хăш-пĕр районта уявсене чăваш йăли-йĕркипе килĕшÿллĕн ирттерекенсем пур. Купăс тăссан наци тумне тăхăннă хăнасем такмак каласа савăнаççĕ, ура хуçса ташлаççĕ... Йăла-йĕркене Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан йăхташсем те тытса пыраççĕ.

29 Авг, 2014

“Çынсем çÿп-çап хăварни тĕлĕнтерет”

Юлашки çулсенче пирĕн республикăна ют çĕр-шыв çыннисем тăтăшах килеççĕ. Пĕрисем чăваш чĕлхине тĕпчеççĕ, теприсем, волонтерсем, тĕрлĕ программăна хутшăнаççĕ. Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта «CLEAN CITY» /«Таса хула»/ экологипе культура проекчĕ пуçланни çинчен пĕлтернĕччĕ.

29 Авг, 2014

Яш-хĕре сиенлĕ йăларан пистересшĕн

Патăрьелти вулавăш алăкĕ умĕнче килен-каян тĕрлĕ тĕслĕ çулçăсем çинче хăйсен шухăшĕсемпе сĕнĕвĕсене çырнă. Ытларах çакна пĕчĕккисем тунă.
Вулавăша çамрăксем те, аслисем те час-часах çÿреççĕ. Чи асли - Екатерина Юлташева. Хăй вăхăтĕнче çак вулавăш ертÿçи пулнăскер кăçал 80 çул тултарнă. Ытларах вăл чăвашла çырнă хайлавсене кăмăллать. Екатерина Петровна çулĕсене çывхаракансем кунта кĕнеке вулама кăна мар, пĕр-пĕринпе калаçма та килеççĕ.

29 Авг, 2014

Эстрада артисчĕсем хăш çĕр-шывра хĕртĕннĕ?

Чăваш ĕлĕкренпех пуç çĕклемесĕр ĕçленĕ. Халĕ вара канмалли май нумай. Пĕрисем тинĕс хĕрринчи ăшă хăйăр çинче выртса хĕртĕнеççĕ, теприсем кăсăклă вырăнсене кайса кураççĕ. ЧР Культура министерствин туризм секторĕ пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Енри канакансен ытларах пайĕ Турци, Египет тата Греци çĕр-шывĕсене суйлать, хăшĕ-пĕри Испание, Болгарие, Кипра, Туниса, Чехие тата Пĕрлешÿллĕ Араб Эмирачĕсене çитсе курать. Чăваш эстрада артисчĕсем кăçал ăçта, кампа каннă-ха? Çак ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе вĕсемпе çыхăнтăм.

29 Авг, 2014

“Выçăллă-тутăллă çулсем асрах-ха”

Сĕнтĕрвăрри районĕнче Тупнай Сĕмĕл ялĕнче пурăнакан Мария Герячевăн асĕнче вăрçă тапхăрĕ тата ун хыççăнхи çулсем ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнă. Ун чухне тÿссе ирттернĕ нушана халĕ те куççульленмесĕр аса илеймест.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ вăхăтра Мария Сергеевна пĕчĕк пулнă-ха. Вăл Канаш районĕнчи Вăрăмпуç ялĕнче 1939 çулта кун çути курнă. Çапах тертлĕ çулсем пĕчĕкскерĕн чунне кĕрсе юлнă.

Август 22nd

22 Авг, 2014

“Чăвашсен тараватлăхĕ кăмăла çĕклерĕ”

Çапла палăртрĕç Шупашкара Германирен икĕ эрнелĕхе килнĕ студентсем пĕр саслăн. Вунă çынран тăракан ушкăн Чăваш Енри «Çут çанталăк ландшавчĕсен геоэкологи тĕпчевĕсем» тата «Тĕрĕк тĕнчи: чăваш чĕлхипе культури» çуллахи лагерьсенче ăсталăха туптанă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ чикĕ леш енчи аслă шкулсемпе тахçантанпах çыхăну тытать.

22 Авг, 2014

“Пĕр çынна пăхса пĕтĕм халăха хаклаççĕ”

Никита Васильев хăйне "Чăваш çул çÿревçи" тет. Вăл инçе çула Шупашкартан ака уйăхĕн 9-мĕшĕнчех... велосипедпа тухнă. Халĕ вăл - Крымра.

22 Авг, 2014

“Чăваш Енре спорт аталанать”

Кăçал юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Чăваш Енре Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» спорт форумĕ иртĕ. Республикăра кунашкал мероприяти пĕрремĕш хут пулĕ. Мускавра çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. РФ спорт министрĕ Виталий Мутко форум лапамĕсенчи тĕп дискуссисенчен пĕри спорт резервне хатĕрлесси пулассине пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх - Раççей спортсменĕсем пысăк кăтартусемпе палăрнă, анчах çак шайран чакас мар, малалла аталанас тесен спорт хатĕрленĕвĕн учрежденийĕсен тытăмне çĕнетмелле.

22 Авг, 2014

Америкăра та Раççей ялавĕнчен уйрăлман

Ашшĕ-амăшĕн путсĕрлĕхне пула Çĕмĕрлери «Ăлочка» ача çуртне питĕ пĕчĕкле лекнĕ Антон Батраков АПШри Миссури штатĕнчи çемье хăйне çуллахи каникула илсе кайсан питĕ савăннă.

Страницы