Архив - Мар 2018 - Çамрăксен хаçачĕ

март 29th

Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнчи Прохоровсемпе çулталăк каялла паллашнăччĕ. Арçын мăшăрне мĕн пĕрлешнĕ кунранпах ятран чĕнсе курман, уншăн вăл — Мадам. Ялти ачасем те çакна кура Мария Леонидовнăна Мадам аппа теççĕ.

Шÿте ăнланакан тата хăйĕнчен кулма пултаракан çынна пурăнма чылай çăмăлрах. Йывăрлăха шÿте çавăрать те... вĕресе тăракан нервăсене лăплантарса канлĕ чунпа малалла пурăнать. Сцена çинче шÿтлеме вара пурте пултараймаççĕ. Чăвашра шÿт ăстисем çук мар. Вĕсенчен пĕри — Олег СОФРОНОВ.

Вăрттăнлăх мар: чылайăшĕ ватлăха пĕчченлĕхре ирттерет. Тĕрлĕ сăлтава пула ачи-пăчин, çывăх çыннин тимлĕхĕсĕр, ăшшисĕр юлнă кинемейсемпе мучисем хăйсем тĕллĕнех кăштăртаткалаççĕ. Тăван килтен уйрăласшăн мар вĕсем. Пĕччен пурăнма май çуккисем вара халăха социаллă пулăшу паракан центра çул тытаççĕ е ваттисен çуртĕнче хÿтлĕх тупаççĕ. Пурнăçра нушине нумай тÿссе ирттернĕскерсене унта аван пăхаççĕ.

«Ачуна курса юл»

«Чикĕ леш енче пĕлÿ илме нихăçан та шухăшламан», — тенĕ И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студентки Татьяна Кучерова.

«Медицинăра çак ĕçе чунпа парăннисем çеç ĕçлеççĕ», — тенине унчченех илтме тÿр килнĕччĕ. Елена Драндровăпа, Шупашкарти васкавлă медпулăшу больницинче тăрăшаканскерпе, паллашсан çак шухăш тепĕр хут çирĕпленчĕ. Акушер-гинекологра вăй хурать вăл.

Тахçан вĕсен, кил-çуртсăрскерсен, урам тăрăх кунĕпех апат, хÿтлĕх шыраса çÿреме, йĕпе-сапара, шартлама сивĕре ăçта кирлĕ унта çĕр каçма тивнĕ… Икĕ çул каялла Шупашкар хула администрацийĕ пуçарнипе хуçасăр чĕр чунсене вăхăтлăх усрамалли пункт уçăлнă.

март 22nd

Çуркунне çывхарнă май хĕр-хĕрарăмсем начарланма тăрăшаççĕ. Специалист пулăшмасăр ку тĕллеве пурнăçлама йывăр тесе шухăшлакансем валли Шупашкарта та клиникăсем пур. Çавсенчен пĕринче темиçе хутчен те шăнкăравласа чĕннĕччĕ. Телефон номерне ăçтан тупаççĕ-ши? Юлашки хутĕнче вара килĕшрĕм. «Тÿлевсĕр диагностика», «парне», «йÿнетнĕ хакпа» тенисем кăмăла çавăрчĕç. Унран та ытларах çав клиникăра мĕн сĕнни, мĕнле меслетпе начарлатни çинчен сире, хисеплĕ вулакансем, каласа кăтартас килчĕ.

Страницы