Архив - Фев 2018 - Çамрăксен хаçачĕ

февраль 22nd

Çак ята Çĕнĕ Шупашкарта çуралнă Степан Оборин тивĕçнĕ. Ачаранпах «пикесен хулинче» пурăнаканскер конкурсра мĕнпе палăрнă-ха? Ăна мала тухма мĕн пулăшнă?

Çемьепе пĕрле тĕрлĕ çĕршыва çитсе килессине йăлана кĕртрĕмĕр. Грецири, Турцири, Таиландри хуласен илемĕпе киленни, темĕн те пĕр курса çÿрени нихăçан та асран тухмĕ.

Çичĕ çул каялла патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне /ППЭ/ тытни асрах. ППЭ сăмах хăй хăрататчĕ, чĕтрене ертетчĕ. Шкулта вĕрентнине ыйтаççĕ пулин те пăлханнипе çухалса кайма пулать. Нарăсăн 20-мĕшĕнче иртнине аса илсе пĕлĕве тепĕр хут тĕрĕслеме май килчĕ — тĕп хулари 48-мĕш шкулта вырăс чĕлхипе экзамен тытрăм, Чăваш Енре «Ашшĕ-амăшĕ ППЭ тытмалли кун» акцие хутшăнтăм. Унăн тĕллевĕ — ашшĕ-амăшне 11-мĕш класс ачи вырăнĕнче туйма май парасси.

Килте телефон шăнкăртатнă. 12 çулти хĕрача кĕпçене йăпăр-япăр ярса тытнă — лини тепĕр вĕçĕнче каччă сасси илтĕннĕ. Йăнăшпа лекнĕскер сăмах нумай вакламан, каçару ыйтнă та телефона каялла хунă. Вăхăт малалла шунă. Оля та хĕр шутне кĕнĕ.

Анатолий Григорьев — республикăри паллă ÿнерçĕ, Афганистан вăрçин ветеранĕ. Çартан таврăннă хыççăнах вăл картинăсенче хĕрÿ çапăçусемпе çар техникине, душмансемпе совет салтакĕсене сăнланă. Ашшĕ-амăшне те çырупа пĕрле ÿкерчĕксем ярса панă вăл.

февраль 15th

Викторина ыйтăвĕсем:
1. Гельсайранăн иккĕмĕш упăшки мĕнле вилнĕ?
2. Лана Прусакова миçе çулта çĕршыв чемпионки пулса тăнă?

Хуравсене СМС-çырупа 8-967-470-02-82 номерпе ямалла. Вĕсене тунтикун, нарăсăн 19-мĕшĕнче, 10- 12 сехетсенче йышăнатпăр. Маларах е каярах килнисене, шăнкăравласа каланисене шута илместпĕр. Ыйтăва тĕрĕс хуравлакан пĕрремĕш çынна нарăсăн 20-мĕшĕнче «Юрлакан чĕресем» тата «Аталан» эстрада ушкăнĕсен концертне кайма икĕ билет паратпăр.

Çĕнĕ Шупашкарти 12-мĕш шкул вĕренекенĕсем «Йĕлтĕр йĕрĕ-2018» чупăва хастар хутшăнчĕç. Кăçал вĕсем мала тухассишĕн тупăшрĕç кăна мар, волонтер пулса ăмăртăва ирттерме те пулăшрĕç. Хĕрсемпе каччăсем трассăна илемлетрĕç, çĕнтерÿçĕсене финишра кĕтсе илчĕç, шăнса кайнисене чейпе сăйларĕç.

Эпир çитнĕ тĕле Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Аксарин ыйхăран вăраннă пулин те урамра çын утни курăнмарĕ. Сивĕ пите аванах чĕпĕтрĕ. Пĕр урамри шăнкăрч йăви пек пĕчĕк пÿрт ыттисенчен уйрăлса тăратчĕ. Унталла çул тытрăмăр та.

Страницы