Архив - 24 Окт, 2019 - Çамрăксен хаçачĕ

24 Окт, 2019

Хваттершĕн пая кĕрекенсен укçине упрама пулăшĕ

Республикăн тĕп хули çулсерен аталаннине асăрхатпăр. Çĕнĕ микрорайонсемпе çуртсем, ача сачĕсемпе шкулсем çĕкленеççĕ. Хуласем анлăланаççĕ. Паллах, Чăваш Енĕн сăн-сăпатĕнче Строительство министерствин тÿпи капашсăр пысăк та пĕлтерĕшлĕ.

24 Окт, 2019

«Асатте пушши куштанланмасăр пурăнма вĕрентрĕ»

Ĕмĕрĕнче унăн сăмса каçăртмалли самант сахал мар пулнă, чысĕ те, мухтавĕ те юнашарах. Анчах кил картишĕнче çакăнса тăракан аслашшĕн пушши куштан пулмалла тесе мар, сăпайлăн пурăнма, ĕçлеме вĕрентнĕ.

24 Окт, 2019

Арçынсем кунта тытăнса тăраймаççĕ

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски райповĕн «Сĕнтĕрвăрри» çăкăр комбинатĕнче ĕç вĕретчĕ: хĕрарăмсем сочни пĕçерме хатĕрленетчĕç, чустаран пулас коржиксене ятарлă хатĕрпе касса кăларатчĕç… Акă пĕремĕк пиçсе тухнă. Тутлă çимĕçсене курсан сĕлеке юхрĕ, сарăлнă тутлă шăршă сăмсана кăтăкларĕ. Производство ертÿçи Людмила Кириллова тĕлĕнтерчĕ: унта ĕçлекенсем ăна хăнăхнă та вуçех туйми пулнă. Унта-кунта кайсан çынсем: «Ах, сиртен мĕнле тутлă шăршă кĕрет», — тесе кăмăла çĕклеççĕ-мĕн.

24 Окт, 2019

Автомагистраль — пĕлтерĕшлĕ стройкăсенчен пĕри

Строительство министерстви кăçал мĕнле пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçланă тата пурнăçлама хатĕрленет? Хăйне евĕр тĕпчев ирттерсе республикăри социаллă экономика аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсен ТОПне йĕркелерĕмĕр.