Çунатланса вĕренеççĕ...
Шкула каникул вăхăтĕнче кайрăм пулин те пĕлÿ çурчĕ кĕрлесе тăрать. 9-мĕшсемпе 11-мĕшсем çанă тавăрса экзаменсене хатĕрленеççĕ иккен.
Ачасем чунне уçаççĕ
Сергей Шмелев çамрăк директор тарават кĕтсе илчĕ. Кĕçĕн классен вĕрентекенĕнче 10 çул ĕçленĕскер пуçлăхра пĕрремĕш çул çеç вăй хурать-ха.