Архив - Апр 2018

Дата
Тип

апреля 25th

Вăрнар районĕнчи «Мураты» ЯХПКра 350 гектар кĕрхи культурăсене апатлантарнă. Умри хĕрÿ тапхăр пирки хуçалăх ертÿçин çумĕпе Юрий Спиридоновпа калаçу хускатрăмăр.

Лариса АРСЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Уяв пархатарлă ĕçе, ĕç çыннине мухтать, халăха пĕтĕçтерет, унăн пурнăçри яваплăхне ÿстерет. Ĕç çынна ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен ÿсме, аталанма пулăшать, тăван çĕршыва хисеплеме вĕрентет.

Çуркунне енне Хĕрлĕ Чутай пасарĕ Туктамăшри Соловьевсен ешĕл çимĕçĕпе, хăяр-помидорĕпе тулать. Килте çитĕнтернĕскере çынсем хаваспах туянаççĕ. Çакă Виталий Юрьевич Соловьева фермер хуçалăхĕ йĕркелеме хавхалантарнă.

Лариса НИКИТИНА.

Виталий Филиппов 1937 çулта Вăрмар поселокĕнче çуралнă. Каярахпа ашшĕ-амăшĕ Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр ялне куçса кайнă. Вăтам шкул хыççăн Виталий Васильевич Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Хĕллехи каникул вăхăтĕнче ялта студентсемпе тĕлпулу иртнĕ. Шăпах çакăнта вăл Йошкар-Олари вăрман хуçалăх институтĕнче ăс пухакан студентпа паллашнă. Ачаранах йывăç лартса çитĕнтерме кăмăлланăскер шухăшне улăштарма шут тытнă. Унпа ашшĕ те килĕшнĕ. Пĕрремĕш курс хыççăн каччă Йошкар-Олари вăрман хуçалăх институтне вĕренме куçнă.

Альберт КОЛЬЦОВ. Çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Тĕп хулари Энтузиастсен урамĕнчи 5-мĕш çуртра пурăннă Александр Ионычева 1992 çулхи ака уйăхĕнче юлашки çула ăсатрĕç. Эпĕ унпа час-часах курнăçаттăм. Александр Васильевич, водитель пулнă май, пахчана строительство материалĕ турттарса пулăшатчĕ. Пĕр сăмахпа каласан, çынна яланах ырă тăватчĕ, йывăр самантра — Тăван çĕршыва та.

Александр МОКИН. Шупашкар хули.

апреля 24th

ЧР Ял хуçалăх министерстви муниципалитетсем шутласа палăртнă цифрăсене тĕпе хурса ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене çураки ирттерме 1 млрд та 803 млн тенкĕ кирлине пĕлтерчĕ. Механизаторсем уй-хире тухиччен вăхăт нумай юлмарĕ. Чылай ертÿçĕ çак кунсенче çурхи ĕçсене пурнăçлама укçа куçарттарассипе çыхăннă ыйтусене татса парать. Çăмăллăхлă йĕркепе хуçалăхсене /тавăрса памалли процент ставки 5% çеç/ 718 млн тенкĕлĕх — ака ирттермелли пĕтĕм нухратăн 40% — кредит илме сĕнеççĕ.

Иван Яковлевич чăваш халăхне пехиллесе хăварнă Халала вуламан чăваш çук пулĕ. Унти кашни сăмахра Çутта кăларуçăн чĕри канăçсăррăн тапнине туятăн. Пĕтĕм пурнăçне тăван халăхне панă çын чăвашсене таса чунлă тата мал курăмлă пулма пиллет. Унти тĕп шухăшсене тепĕр хут аса илер.

Халал тĕшши тавра

Çамрăк чухне, шкулта вĕреннĕ çулсенче, тĕв тунă ĕмĕт пурнăçа кĕнине нихăçан та асăмран ярас çук. Вăрçă хыççăн йывăр та çуклăх самана тăратчĕ, юхăннă çĕршыв аран вăй илсе пыратчĕ.

Страницы