Улатăр хĕрарăмне çаратнă

25 Сен, 2018

Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче, ирхине, Улатăрта пурăнакан 79 çулти хĕрарăм патне палламан пĕр арçын шăнкăравланă та хăйĕнпе йĕрке хуралĕн сотрудникĕ тесе паллаштарнă, çывăх тăванĕ çул-йĕр çинче инкеке çакланни, унăн уголовлă явап тытма тивесси пирки каланă. Арçын халех 50 пин тенкĕ укçа тупса парсан ку ыйтăва хăвăртах татса пама май пурри пирки систернĕ.

Пенсири хĕрарăм нумай шухăшласа тăман, пулăшма васканă. Телефонпа калаçăва вĕçленĕ хыççăн çурт умне пырса ларнă арçынна ыйтнă укçа-тенке ним шухăшламасăрах кăларса тыттарнă ватă хĕрарăм. Тăванĕ инкеке çакланни пирки ытла та кая юлса иккĕленме тытăннă кинемей. Чылай вăхăт иртсен çеç полици уйрăмне çитнĕ вăл.

Чăваш Енри ШĔМ çынсене тимлĕ пулма, ултав серепине çакланасран сыхланма, çакăн пирки уйрăмах ватă çынсене асăрхаттарса тăма ыйтать.

www.hypar.ru

Елена АТАМАНОВА.

Рубрика: 

Комментировать