Архив - 28 Июл, 2016

28 Июл, 2016

Нематодaран хaтaлмаллах

Çĕрулмине нематода чирĕ ернĕ. Унпа мĕнле кĕрешмелле, çĕрулми анине епле тасатмалла?

Валентина РОМАНОВА.

Куславкка районĕ.

Юлашки вăхăтра республикăра çĕрулмин нематода чирĕ вăйлă сарăлса пырать. Унăн сиенне, паллисене пĕлменни чире сарăлма май парать. Вăйлă сиенленнĕ ана çинче çĕрулми пулмасть, хуçи вара сăлтавне ăнкармасть те. Çанталăк, вăрлăх, тăпра япăххипе сăлтавлать пĕлмен çын улма тухăçĕ пĕчĕккине.

28 Июл, 2016

Глифосат имçамĕ

«Хăшпĕр йăлăхтармăш çумкурăка — йытпыршине, хурхуха, пиçене, шурута, чăрăш тăррине, хăлха çакки курăкне пахчара пĕтерме питĕ йывăр. Çулсеренех кĕрешетпĕр вĕсемпе, тымарĕпех тăпăлтаратпăр, анчах вĕсем кăшт вăхăт иртсен каллех пуçĕсене çĕклеççĕ, — çырать Федор Денисов хăйĕн çырăвĕнче. — Çакнашкал киревсĕрсене мĕнле хими препарачĕсем витереççĕ-ши?

28 Июл, 2016

Ылтăн хунав

Золотой ус ăçта ÿсет, унпа епле усă курмалла?

Калистрат ИВАНОВ.

Красноармейски районĕ.

Çут çанталăкра, ирĕкре, ылтăн хунав /Ректантера, Каллизия, Дальневосточный ус/ пирĕн çĕршывра Инçет хĕвелтухăçĕнче, Кăнтăр енче тĕл пулать.

Ылтăн хунавăн 500 тĕсне па­лăртаççĕ ăсчахсем. Чи анлă сарăлни — традесканци. Ăна пирĕн тăрăхра тахçантанпах çитĕнтереççĕ. Традесканцие "пурнăç курăкĕ" тенине те илтнĕ.

28 Июл, 2016

Ал айĕнчи паха удобрени

Кĕл — паха удобрени, çакна чылайăшĕ пĕлет. Ялсенче ĕлĕкрех килĕрен колхоз валли кĕл пуçтарнине аслă çулсенчисем лайăх астăваççĕ-ха. Кĕлре кали, кальци, фосфор нумай. Тимĕр, магни, кÿкĕрт, цинк тата ытти тăпрашăн лайăх, ÿсен-тăраншăн кирлĕ микроэлемент пур. Кĕл йÿçек, йывăр тăпрана йĕркелеме пулăшать.

Халĕ ялсенче пурте тенĕ пекех газпа усă кураççĕ. Пÿртсенче кăмакасем те сахал. Газпа усă курма ансатрах, çăмăлрах-çке. Çавăнпа-ши халĕ йĕри-таврари çырма-çатрасенче ÿсекен йывăçсем хăрса ÿксен те вĕсене вутăлăх тасатакан сахалрах. Хăрăк турат çырма-вартах çĕрет...

28 Июл, 2016

"Хресчен сасси" 29 /2616/ №. 28.07.2016

28 Июл, 2016

Тырă пуссинче – хир карапĕсем

Ăшă та типĕ çанталăк тăнипе кĕрхисем пиçсе çитрĕç. Утă уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне 20 районта кĕрхи культурăсене вырма тытăннă. Çак тапхăрта 14,6 пин гектар çулнă, 14,3 пинĕшне вырса çапнă. Пÿлмене 40 пин тонна "сарă ылтăн" кĕнĕ. Гектарти вăтам тухăç — 28 центнер.

28 Июл, 2016

РЕСПУБЛИКА УЙ-ХИРĔНЧЕ /утă уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне/

Районсем
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çулнă
га
Вырса
тĕшĕленĕ
тн
1гектар тухăçĕ
ц/га
Комбайнсем ĕçленĕ

28 Июл, 2016

Уй куçлă…

Уй-хирте пуç çийĕн кĕрлесе вĕçекен пысăк мар хатĕре çынсем тĕлĕнсе сăнарĕç. Вăл вара тÿпенелле вĕçсе хăпарса куçран çухалчĕ те унтан çунаттине хуçнă кайăк пек çĕрелле ыткăнчĕ. Çук, ÿкмерĕ, çĕре перĕнесси темиçе метр юлсан вăй-хăват хушнăн тÿрленчĕ. Аллинче пультпа планшетлă компьютер тытса тăракан çамрăк енне васкамасăр çул тытрĕ.

Çак тĕлĕнтермĕшпе кăçал республикăри Уй кунĕнче паллашма тÿр килчĕ. Квадрокоптер /вĕçекен аппарата çапла калаççĕ\ хальлĕхе Вăрнар район уй-хирĕнче кăна хуçаланать-ха.

Страницы