Архив - 28 Июл, 2016

28 Июл, 2016

Ятлă-сумлă, харсăр чунлă

"Пурнăçра тата мана ырă çынсем тĕлĕшпе тĕлĕнмелле ăнăçнă. Тен, ун чухне унашкаллисем ытларах пулнă? Пĕлместĕп…", - тесе çырнă "На стыке двух эпох" кĕнекинче 1952-1991 çулсенче Чăваш АССРĕн комсомол, парти тата патшалăх органĕсенче тăрăшнă Александр Петрович Петров.

28 Июл, 2016

Илле кунĕ

Православи тĕнне ĕненекенсем çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Илле /е Илия/ кунне паллă тăваççĕ. Вăл чи аслă пророксенчен пĕри пулнă, мĕн пĕчĕкрен пушхирте типĕ тытса, кĕлĕ вуласа пурăннă. Çумăр çутарма, йĕпе-сапа вăраха кайсан лайăх çанталăкпа савăнтарма уншăн кĕлĕ тăваççĕ. Çак кун ĕçлеме юраман, çапла туни Илле пророка хисеп тумасăр кÿрентерни шутланнă.

Чăваш мĕн ĕлĕкрен ку уява çĕнĕ çĕрулмипе кĕтсе илнĕ. Пирĕн асаннесемпе кукамайсем, асаттесемпе кукаçисем çĕнĕ тухăçа Илле кунĕччен çиме хăйман.

28 Июл, 2016

«Çамрăксен хаçачĕ» 29 (6122) №. 28.07.2016

28 Июл, 2016

Сăнарлă ÿнере онлайн мелпе вĕрентĕç

Пултаруллă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçпа паллашнă май вĕсем пур çĕре те ĕлкĕрме вăхăт ăçтан тупни тĕлĕнтерет. Паянхи çамрăксем вĕреннĕ хушăрах ĕçлеççĕ, тĕрлĕ мероприятие хутшăнаççĕ. Чун киленĕçĕ валли вăхăт уйăрма та манмаççĕ.

28 Июл, 2016

Çул çитменнисен прависене хÿтĕлесси те - тĕп вырăнта

"Прокуратура" сăмаха илтсенех куç умне суд залĕ, унăн сакки çинчи айăпланакан куç умне тухаççĕ. Анчах прокуратурăн ĕçĕ-хĕлĕ патшалăх айăплавçи пулса уголовлă ĕçпе суда тухасси кăна мар, тĕп тĕллевĕ — Раççей Конституцине пăхăннине тата саккунлăха тĕрĕслесси. Ахальтен мар "прокурор" сăмах латин чĕлхинчен куçарсан "хÿтĕлетĕп", "сăнатăп" тенине пĕлтерет. Саккунсем тăтăшах улшăннă, çĕнĕ полномочисем хушăннă саманара Тăвай районĕн прокуратури тĕрлĕ енпе курăмлă ĕçлет.

28 Июл, 2016

Çывăх çыннисен шухăшĕпе — Валера нихăçан та йăнăшмасть

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн ĕçченĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий КАРПОВ тĕрлĕ енлĕн палăрчĕ: вăл театр сцени çинче вун-вун сăнар калăпланисĕр пуçне концертсем ертсе пырать, чăваш юррисене питĕ ăста шăрантарать.

28 Июл, 2016

«Упăшкасăр юлсан çур çул куççуль типмерĕ»

Мăшăр пурнăçран уйрăлсан чылай çын хăйне уйра тăлăх ÿсекен чечекпе танлаштарать ахăртнех. Юратнă çын, ачасен ашшĕ, çемье тĕрекĕ çук чухне хĕрарăмăн пур ĕçе те хăйĕн пурнăçлама тивет. Тепикасси ялĕнче пурăнакан Елена Васильева 4 çул каялла мăшăрне хура тăпрапа хупланă.

28 Июл, 2016

«Ача ĕнсе çине ан хăпартăр»

Вăрманкас Кĕçтемĕрти шкулта юсав ĕçĕсем пыратчĕç. Часах вĕренÿ çулĕ пуçланĕ, пĕлÿ çурчĕ ачасен хаваслă куллипе тулĕ. Физкультура учителĕ Ксения Прокопьева шкултахчĕ. Яланах ĕç вырăнĕнче пулма хăнăхнăран кунта кану вăхăтĕнче те килнине каларĕ 22 çултискер.

Страницы