Архив - Авг 2016

Август 18th

18 Авг, 2016

Чăваш хăмлин чапĕ таврăнĕ

Иртнĕ эрнере Чăваш Ене РФ ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Джамбулат Хатуов килсе кайнă. Вăл «Акконд-агро» фирма тата «Юрма» агрохолдинг ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Сĕт, аш-какай туса илессине сÿтсе явнă.

18 Авг, 2016

Хастар çын ĕмĕр мухтавра

Йÿçкасси тăрăхĕнчи Кивĕ Матьăк паллă та сумлă, ăста та ĕçчен çынсемпе пуян. Акă Мирон Андреев тракторист 30-40-мĕш çулсенче Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă. Николай Андреев водитель II тата III степень Ĕç Мухтавĕн орденне, Октябрь Революцийĕн орденне илме тивĕçнĕ.

18 Авг, 2016

Туй вырçнне — виле

ТУЙРА САВĂНАС ВЫРĂННЕ ПАТĂРЬЕЛ РАЙОНĔНЧИ ШĂНКĂРТАМРА ÇАМРĂК КАЧЧĂНА ЮЛАШКИ ÇУЛА ĂСАТНĂ.

Ашшĕпе ывăлĕ тăван ялне кайма тухнă. Çĕрпÿ районĕнче груз турттаракан машинăпа çапăннă. Аварире аманнă виçĕ çынна больницăна илсе çитернĕ. Анчах каччă йывăр сурансене пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă.

18 Авг, 2016

«Çамрăксен хаçачĕ» 32 (6125) №. 18.08.2016

18 Авг, 2016

Ачасен куçĕнчи хĕлхем хавхалантарать

Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ Александра Лобочкова ку хавхалантарăва тавралăха сыхлас енĕпе «Хут шăв-шавĕ» экологи çутĕç проектне пурнăçланăшăн тивĕçнĕ.

18 Авг, 2016

Аçа-çиçĕм никама та хĕрхенмест

Çу кунĕсем иртсе пыраççĕ. Çанталăк шăрăх тăнă вăхăтра ватти-вĕтти, çамрăкки шыва кĕме кăмăллать. «Туратсăр» шыв хăйĕн патне пĕр шелсĕр туртать. Кăçал пирĕн республикăра 31 çын путса вилнĕ. Çÿл тÿперен хĕвел чăтма çук хĕртнĕ кунсенче пушарсем те алхасаççĕ. Вĕсенче те вун-вун çын шăпи татăлать. Паянхи сăмахăм урăххи çинчен-ха. Çын аслатирен те шар курма е пурнăçран уйрăлма пултарать. Статистика кăтартăвĕ çакăн пек: тĕнчере аçа çапнăран çулталăкра вăтамран 6-24 пине яхăн çын вилет, 230 пин ытларахăшĕ суранланать.

18 Авг, 2016

Халăхшăн усăллă проектсем хатĕрлеççĕ

Самана юхă­мĕнчен юлас мар тесен тĕр­лĕ ĕçпе аппаланмалла. Çак­на тĕпе хурса ĕçлет чăвашсен «Ирĕклĕх» общество пĕр­лешĕвĕ. Унăн хастарĕсем тăрăшнипе çĕнĕрен те çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕреççĕ.

Страницы