Архив - 15 Фев, 2017

15 Фев, 2017

Капланнă ыйтусене уçăмлатасшăн

«Хĕрÿ лини» телефонĕ нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче 10 сехетре ĕçлеме пуçăнасси çинчен массăллă информаци хатĕрĕсенче малтанах пĕлтернĕ пулин те РФ Президенчĕн Чăваш Енри общество йышăну пÿлĕмне çынсем палăртнă вăхăт çитичченех шăнкăравлама тытăнчĕç.

15 Фев, 2017

Юхăм аталанать - патриотсен йышĕ ÿсет

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерĕве çывхартас тесе фронтри салтаксем те, тыл ĕçченĕсем те ырми-канми тăрăшнă, ирĕклĕхшĕн çапăçса хăйсен сывлăхĕпе пурнăçне те хĕрхенмен. Вĕсен хăюлăхĕпе паттăрлăхĕ халăх асĕнче яланлăхах юлĕ. Шел, нумайăшĕ вăрçă хирĕнчех выртса юлнă: хăшĕсем хыпарсăр çухалнă, чылайăшĕ окопсемпе пулемет ячейкисенчех, дзотсемпе дотсенчех ĕмĕрлĕх куçа хупнă. Шăпах çакăн пек шăпаллисем çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесе ĕçлеççĕ те шырав отрячĕсем.

15 Фев, 2017

Çĕнĕ керменсенче çĕнтерÿçĕсем ÿсчĕр

Чăваш Енри спорт инфратытăмĕ юлашки вăхăтра самай çирĕпленчĕ, районсемпе хуласем вун-вун спорт керменĕпе пуянланчĕç. 2016 çулта та спорта юратакансем валли Шупашкарта спортăн пĕлтерĕшлĕ 3 объекчĕ уçăлчĕ. Пĕри вăл — велоспорта аталантаракан маунтинбайк центрĕ. В.Соколов тата И.Солдатова ячĕллĕ спорт шкулĕсем валли физкультурăпа спорт комплексĕсем хута кайрĕç.

15 Фев, 2017

Ырăпа усала уйăрма вĕренер

Тĕнчене терактсем кисретеççĕ, экстремизм вăй илсе пырать. Шел те, усал пулăм Раççее те тÿрремĕнех пырса тивет. Экстремизм идеологийĕ çамрăксен хушшинче тымар яма ăнтăлни те куçкĕрет. Шăпах çак хăрушлăха ăнланса ЧР Шалти ĕçсен министерстви çумĕнчи Общество канашĕ Шупашкарти коопераци институтĕнче яш-кĕрĕм экстремизм тыткăнне лекесрен сыхланмалли профилактикăн çивĕч ыйтăвĕсене халалласа «çавра сĕтел» ирттерчĕ.

15 Фев, 2017

Чикĕ леш енчи опытпа - хамăр тăрăхра

Шупашкарта çуралса ÿснĕ Оксана Лаврентьева пĕчĕк чухне çăвĕпех ялта асламăшĕ-кукамăшĕ патĕнче пурăннă, тăванĕсене выльăх-чĕрлĕх пăхма пайтах пулăшнă, ĕне те сунă, «Эпĕ хуларан», — тесе пуçне каçăртман. Ял пурнăçĕ ун чухнех килĕшнĕ ăна, халĕ те илĕртет.

15 Фев, 2017

Чăвашсен мăнаçланмалли, ыттисене кăтартмалли нумай

Шăпах çапла çирĕплетсе калаççĕ РФ Президенчĕ çумĕнчи Раççей халăх хуçалăхĕн тата патшалăх службин академийĕн /РАНХиГС/ Шупашкарти филиалĕн студенчĕсем — «Ялав. Чăваш Ен» проекта пурнăçа кĕртекенскерсем.

Мифологири сăнарсемпе усă курса

Страницы