Архив

сентября 6th, 2014

6 Сен, 2014

Аслисенчен вĕренеççĕ

Пурнăçа юратакансем тата кĕнекепе туслашнисем кирек мĕнле çанталăкра та Вăрмарти тĕп библиотекăна пуçтарăнаççĕ. Çакăнта хĕрарăмсен "Сударушка" пĕрлешĕвĕ ĕçлет. Унăн ертÿçи Светлана Щербакова пурне те ырă сунса кĕтсе илет.

6 Сен, 2014

Чăнкă Муркашсем

"Чăнкă" тесе ку таранччен хаçат-журналта кăнтăр енчи район çамрăкĕсем пирки ытларах çыратчĕç. Авăнăн 15-мĕшĕнче пулса иртнĕ ĕç-пуç хыççăн çак сăмах Муркашсемшĕн кăтартуллăрах пек туйăнчĕ... Юрĕ, эсир пирĕнпе пĕрле пулман, апла тăк нимĕн те курман, çавăнпах йăлтах йĕркипех каласа кăтартам.

6 Сен, 2014

Эконом-класс валли - хăтлă çуртсем

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Мускавра федерацин çурт-йĕр строительствине аталанма пулăшакан фонд гендиректорĕпе Александр Браверманпа тĕл пулнă. Федерацин "Раççей Федерацийĕн Çĕр кодексне улшăнусем кĕртесси тата Раççей Федерацийĕн уйрăм саккунĕсем çинчен" саккунĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче пурăнмалли çурт-йĕр тумалли проектсене пурнăçланине, çавăн пекех чикĕлесе уйăрман çĕр лаптăкĕсемпе епле усă курнине сÿтсе явнă.

6 Сен, 2014

Çитĕнтернине хирте хăвармалла мар

Кăçал республикăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 252562 гектар çинчен пухса илмелле. Авăн уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне тырă тĕшĕлессипе плана 81,6% тултарнă, пĕлтĕр - 98,2%. 2013 çулхи çак вăхăтринчен 16,6% юлатпăр. Вырма вăраха тăсăлчĕ. Юлашки 9 кунра кăтарту 7,3% çеç ÿсĕмленнĕ.

6 Сен, 2014

Тинех çут çанталăк газĕллĕ пулчĕç

Ял халăхĕ 10-15 çул каялла çут çанталăк газĕ пирки ырă хыпар илтсенех, эх, хĕпĕртетчĕ, çавăнтах ĕненмесĕр: "Чăнах-ши ку, телей курмалли пирĕн пата та çитрех-ши вара?" - тетчĕ.

6 Сен, 2014

Ваканси ярмăрккисем йыхравлаççĕ

Чăваш Республикинчи Ĕçлев патшалăх служби граждансене республика тулашĕнче ĕçе вырнаçтарма Мускав, Волгоград, Воронеж, Чул хула облаçĕсемпе, ытти регионпа килĕшсе татăлнă. 2014 çулта Чăваш Енри 1115 çынна çапла майпа ĕçе вырнаçтарма палăртнă.

6 Сен, 2014

Çыхăнусем çирĕпленеççĕ

Паянхи вăхăт пирĕнтен çирĕп ыйтать. Унăн кун йĕркине пĕр пăркаланмасăр пурнăçласа пымалла. Ăнсăртран пĕр ыйтăва кăна татса памасăр хăвар - вăл тепĕр ыйту сиксе тухсанах хăй пирки аса илтерет. Ку енчен илсен пире, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, район администрацийĕ кашни эрнерех ирттерекен планеркăсем те, республикăри муниципалитетсен йĕркеленĕвĕсен Канашĕ ыттисен опычĕпе паллаштарас тĕллевпе тĕрлĕ региона илсе кайни те нумай пулăшаççĕ. Чăнах та ĕнтĕ, хальхи саманари çĕннине, усăллине алла илмесĕр, малтисенчен вĕренсе пымасăр ÿсĕм-çитĕнÿ тăвасси пирки шухăшлама та кирлĕ мар.

Страницы