Archive

сентября 20th, 2019

Магистраль чукун çул, автоçул тата шывпа сывлăш тĕп çулĕсем инфратытăмне модернизацилемелли тата анлăлатмалли комплекслă плана Раççей Президенчĕн 2018 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи «2024 çулчченхи тапхăрта Раççей Федерацине аталантармалли наци тĕллевĕсемпе стратеги задачисем çинчен» указĕпе килĕшÿллĕн йышăннă.

«Регионти проектпа килĕшÿллĕн, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене профилактикăлас енĕпе кирлĕ йышăнусен комплексне йĕркеленĕ. Чире вăраха яракан сăлтавсене вăхăтра тупса палăртас, пациентсене пысăк технологиллĕ, çÿллĕ шайри пулăшу парас тесе тăрăшаççĕ шурă халатлисем. Çав вăхăтрах тытăма квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтерес тесе çине тăратпăр», — палăртнă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов тĕллевлĕ ирттернĕ ларура.

Кăçал Чăваш Енри хуласемпе районсем куç умĕнчех лайăх енне улшăнчĕç. Акă Куславкка хулинех илер. Тÿрех тухса тăракан тĕслĕхсенчен пĕри — Атăл çыранĕ хĕрринчи сквер. Халĕ вăл кунта пурăнакансене хăй патне туртакан, илĕртекен вырăн пулса тăчĕ.

сентября 19th

Кирек мĕнле çанталăкра та вăл кашни кун ирхи 5 сехетре — Кÿкеçри стадионта. Ирсерен 10 çаврăм утса тухассине йăлана кĕртнĕ. 89-ти Николай Баринова мучи теме чĕлхе çаврăнмасть, питĕ йăрă та хастар. Пуриншĕн те вăл кунта — «Дядя Коля». Утнисĕр пуçне чупать, тренажерсем çинче хăнăхтарусем тăвать. «Ватă çыннăн курпун тухма пултарать, çавăнпа хытă сак çинче ытларах выртмалла. Акă эпĕ те хăмана чалăштаратăп та ун çине выртса кĕлеткене 6 хутчен çĕклетĕп», — шÿтлет Коля пичче.

сентября 18th

сентября 17th

Pages