Мĕншĕн йăшать хастарлăх?
Юлашки 20 çулта пурнăç çав тери хăвăрт улшăнчĕ. Урăх самана илсе килчĕ вăрăмах та мар çак тапхăр. Ку пур енĕпе те сисĕнет. Илемлĕ литературăра та. Чăваш çыравçисене вара питĕ вирлĕн пырса çапрĕ вăл. Тахçан питĕ хисеплĕ пулнă йыш ăçта кайса кĕчĕ? Сăлтавĕ те пур-ха. Хамăр та айăплă: такама чап, ят кирлĕрен виççе пайланса кайрĕ-çке союз. Илсе тултарчĕç хăйсен йышне такама та, халĕ никам та пĕлмест çыравçăсем мĕн чухлине. Писательсен пĕрлĕхĕ тăватта та пайланма пултарнă - вырăсла çыраканнисенне тата.




"Авангард" обществăн "Çĕрпÿ беконĕ" филиалĕ Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне паллă тума хатĕрленсе техника хатĕрне юсамалли çурт туса пĕтернĕ.
Ачасен пĕтĕм тĕнчери кунне халалласа Хĕрлĕ Чутай районĕнче вĕренÿпе спортра палăрнисен пĕрремĕш слечĕ иртрĕ. Олимпиадăсемпе конкурссен çĕнтерÿçисем, спорт ăмăртăвĕсенче мала тухнисем культурăпа кану центрне пуçтарăнчĕç.
СССР халăх артистки, Чăваш театр сценин çăлтăрĕ Вера Кузьмина çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май иртнĕ шăмат кун Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче унăн пултарулăх каçĕ иртрĕ.
Шупашкарта, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче, ентешĕмĕр, СССР халăх артисчĕ Максим Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери XXIII опера фестивалĕ чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче итальян композиторĕн Дж. Вердин «Отелло» оперипе уçăлчĕ.
Республикăра çивĕч ыйтусăр пурăнакан ял пур-ши? Темĕн, çук пулĕ. Канаш районĕнчи Шаккăл ял тăрăхĕнчи ялсен те вăл темĕн чухлех. Таса шыв ыйтăвнех илер. Ку таврара çăл куç нумай. Вĕсемпе усă курма меллĕ. Пăрăх йĕркеллĕ вырнаçтар та - шыв анаталла юхса кашни килех çитет. Анчах çак ĕçе харпăр хăй тĕллĕн пурнăçлама юрамасть - явап тыттараççĕ. Малтан проект хатĕрлемелле, ăнăçлă хÿтĕлесе ирĕк илмелле. Ку вара - хаклă.
ЧР Сывлăх сыхлав министерствипе республикăри стоматологсен ассоциацийĕ йĕркеленипе Шупашкарта стоматологи гигиенисчĕсен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕн регионти тапхăрĕ иртнĕ. Чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Трактор тăвакансен проспектĕнчи хула стоматологи поликлиникинче республикăри патшалăх тата коммерци сиплев клиникисенче ĕçлекенсенчен професси ăсталăхĕпе чи пултаруллине палăртнă.





