БАНАН ÇИСЕН ХУППИНЕ АН ПĂРАХĂР
- Ыраттарнă ÿт çине банан хуппине шал енĕпе хумалла. Çак компресс ура хыттинчен те хăтăлма пулăшать. Сываличченех сипленмелле.
- Тарăн тăрăннă шăрпăк çине каçхине çывăрма выртас умĕн банан хуппине шал енĕпе хумалла. Ир енне вăл пинцетпа çаклатса илмелĕх курăнакан пулать. Компресс валли хăмăр пăнчăсем палăрма пуçланă сарă банан юрăхлăрах.
- Сыпăсем тата мышцăсем ыратсан вĕтетнĕ 4-6 хуппа çур литр лайăх шурă эрехе ямалла, тĕттĕм вырăнта 5 эрне лартмалла. Çак настойкăпа çĕрлене хирĕç ыратакан вырăнсене сăтăрмалла, унтан ăшă япалапа çыхмалла.







Çĕнĕ çул çывхарать. Кашниех унран асамлăх кĕтет, çитес çул иртнĕ кунсенчен лайăхрах, телейлĕрех пуласса шанать. Уяв çывхарнă май кил-çурта тĕрлĕ теттепе илемлетме, ăлка лартма пуçларăмăр. Хула та каçсерен тĕрлĕ çутăпа ытларах та ытларах ялкăшать. Шупашкарти Т.Кривов урамĕнчи общежитисенчен пĕринче пурăнакан Ильинсем те кашни çулах уява çемьепе хаваслăн кĕтсе илнĕ.
Çăл куç иртен-çÿрене сиплĕ шывпа сăйласа ăша кантарать, юхан шывпа пĕрлешсе анлă çула тухать. Комсомольскинчи 2-мĕш вăтам шкулта пĕлÿ илекен Таня Шакмаковăпа Настя Макаровăна та çăл куçпа танлаштарас килет. Хăйсен тĕлĕнмелле пултарулăхĕпе вĕсем тус-тантăшне, шкул ачисене тĕслĕх кăтартаççĕ, район маттур çамрăксемпе пуяннине çирĕплетеççĕ.
Çак кунсенче тĕп хулари Миттов бульварĕнче ача сачĕ уçăлчĕ. Капмар та хитре çак çурта çулталăкри чи юратнă уяв - Çĕнĕ çул умĕн хута ярассишĕн «Стройсфера» ООО строителĕсем çав тери тăрăшнă, палăртнине пурнăçа кĕртнĕ.





