Архив - 18 Окт, 2018 - Çамрăксен хаçачĕ

18 Окт, 2018

Ишĕлчĕк клубран — «канфет»

Кăçал çуркунне Патăрьел районĕнчи Çĕньялта шыв ферма çывăхĕнчи çула юхтарса кайнă. Инçех мар тапса выртакан çăл куç таса мар шывпа тулнă. Çанталăк шăрăх тăнă çулсенче вăл ял халăхне пулăшу кÿнĕ, халĕ те пусă типсен çынсем унта çул тытаççĕ. Нумаях пулмасть ялти волонтерсен ушкăнĕ ĕçе пикеннĕ: çăл юшкăнне тасатнă, çырмана анса хăпарма меллĕ картлашка тунă…

18 Окт, 2018

Йăхран йăха сад ĕрчетеççĕ

Кил хуçи пĕр сехет те ĕçсĕр лараймасть, уçă сывлăшра, садра тăрмашнă чухне çеç хăйне лайăх туять. Тĕлĕнмелле: йывăç лартса ÿстересси пирки ачаранах шухăшланă вăл.

Кукашшĕн сĕнĕвне асра тытса...

18 Окт, 2018

Пĕтĕм чăвашăн асламăшĕ

«Асанне юмахĕсем». Чăвашрадиопа пыракан кăларăм çавăн пек ятлăччĕ. Вăл питĕ паллăччĕ, ăна итлессишĕн каçăхсах каяттăмăр. Радиоприемникри асанне сасси чуна лăпкатчĕ. Вăл каласа панă юмаха итлес килнĕçемĕн итлес килетчĕ. РСФСР тава тивĕçлĕ артистки Вера ГОЛУБЕВА нумаях пулмасть 90 çул тултарчĕ.