Хыпар

7 Çурла, 2014

Харис çĕкленĕ хăтлă çурт

1990 çулсен варринче тутар сăвăçи Ренат Харис Шупашкарта хăйĕн пултарулăх каçне ирттернĕччĕ. Çавăн чухне поэзи хăвачĕ пуçа кайнăччĕ пулас, туслăх уявĕ çинчен çырнă репортажра ман айăппа пысăк йăнăш тухса кайрĕ: эпĕ Ренат Магсумовича тутар халăх поэчĕ тесе палăртсах каларăм. Анчах çак тимсĕрлĕхшĕн мана никам та ятламарĕ.

7 Çурла, 2014

Пирĕн хĕрсем - Пекинра

Канаш хулинчи "Нон-стоп" дуэт темиçе кун каялла Китайран таврăнчĕ. Çамрăк юрăçсем Пекинра иртнĕ халăхсен хушшинчи ачасен "Кăвакал чĕпписен ташши" фестивале хутшăннă. Унта тĕнчери 31 çĕр-шывран çамрăк талантсем пухăннă.

7 Çурла, 2014

Завод ертÿçисене айăпланă

Çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче химиксен хулин сучĕ «Çĕнĕ Шупашкарти строительство материалĕсен завочĕ» АУО ертÿçисем тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе приговор палăртнăччĕ. Иртнĕ ытлари кун ЧР Аслă сучĕн уголовлă ĕçсене тишкерекен суд коллегийĕ 1-мĕш инстанци сучĕн çак айăплавне тишкерсе улăштармасăр хăварнă.

7 Çурла, 2014

"А" сасă кунĕ иртĕ

Айхи фончĕ тата Шупашкарти "ГолосА" поэзи фестивалĕн ертÿçисем "А" сасă кунĕ" акцие хутшăнма йыхравлаççĕ. Çурлан 21-мĕшĕнче, Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи çуралнăранпа 80 çул çитнĕ кун, тĕнчери тĕрлĕ континентра унăн чи кĕске "Спокойствие гласного" сăввине /"а" сас палли кăна унта/ вулĕç.

6 Çурла, 2014

Раççей ялавне халалланă

Наци библиотекинче Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕн кунне халалланă «Раççей патшалăх символĕсем» курав уçăлнă.

Кашни патшалăхăн суверенитетне çирĕплетекен паллăсем - Герб, Ялав, Гимн - пур. Вĕсем çĕр-шывăн истори аталанăвĕн уйрăмлăхĕсене палăртаççĕ. 1994 çулта Раççей Президенчĕ çурлан 22-мĕшĕ РФ Патшалăх ялавĕн кунĕ пулнине çирĕплетекен Указ кăларнă. Çак уяв çынсене пĕрлештерекен, патшалăх тата патриотлăх туйăмĕ çинчен аса илтерекен паллă пулăмсенчен пĕри.

Pages